Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
МОУ «Средняя общеобразовательная школа №3»


Конспект открытого урока – презентации

по чувашскому языку на тему:


«Çывăх тăвансем» («Семья»),

проведенного в 6 «а» классе

Учитель: Чермакова В. И.
г.Новочебоксарск-2006г.

Урок-презентаци «Çывăх тăвансем»

Тĕллевĕсем: 1) ачасен пуплев , калаçу хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси;

2) чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма вĕрентесси;

3) çывăх тăвансене хисеплеме, ăнланма, юратма хăнăхтарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: ноутбук, карточкăсем, юрăсем «Тăванлăх юрри», «Кукамипе

кукаçи»,« Урокра», ваттисен сăмахĕсем



Урок юхăмĕ:
I.. Ачасене урока хатĕрлесси.
1. Ачасене сывлăх сунни

(Шăппăн « Тăванлăх юрри» янăрать»)

-Ырă кун пултăр, ачасем. Пирĕн пата паян хăнасем килнĕ. Вĕсене сывлăх сунар-ха,ачасем. Халĕ шăппăн ларăпăр.
2. Ыйтусем çине хуравлани
-Халĕ тус-юлташ çинчен Вова ачасене ыйтусем парать:

-Сан юлташу пур-и?

- Вăл мĕн ятлă?

- Тусу миçе çулта?

- Хăш шкулта вĕренет?

-Вăл мĕнле вĕренет?

- Юлташу мĕн тума юратать?

-Эсир пĕр-пĕрне мĕнле пулăшатăр?

- Маттур, тĕрĕс ыйтусем патăн.
3. Фон.зарядка
-Ачасем, ман хыççăн чăвашла сасăсене илемлĕ тĕрĕс калама ,вулама хăнăхăпăр.

Малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕн итлĕр


(Доска çине сăвă çырнă)

Атте тесен атте умра,

Анне тесен - анне.

Чун çĕкленет,

Чун савăнать

Вĕсем пĕрле чухне.

Атте - анне- ытарайми чăваш сăмахĕсем.
-Халĕ ман хыççăн вулатпăр (ачасем вулаççĕ)

-Пурте пĕрле вулатпăр. (ачасем вулаççĕ)

-Халь ретпе вулатпăр. (ачасем вулаççĕ)

-Икшерĕн вулатпăр. (2-3 мăшăр вулать)

- Чăвашла тĕрĕс вуларăмăр. Сасăсене те мĕнле илтĕнине тепĕр хут аса илтĕмĕр.

II. Урок темипе тĕллевĕпе паллаштарни.
- Ачасем, çак сăвă кам çинчен?

-Тĕрĕс, ку сăвă атте-анне çинчен.Вĕсем пирĕншĕн чи çывăх тăвансем. Паянхи урокра эпир пĕр-пĕрне кукамайсем,кукаçисем, асаттесем, асанннсем, аннесем, аттесем çинчен каласа парăпăр, вĕсемпе паллаштарăпăр. Вĕсем çинчен ыйтса пĕлĕпĕр, вĕсене мĕнле пулăшни,юратни çинчен каласа парăпăр.


III. Аудировани.
4. Калав итлени.

-Ачасем, сире эпĕ çак калава тимлĕ итлеме сĕнесшĕн. Кайран калав тăрăх ыйтусем çине ответлесе ăнланнине тĕрĕслĕпĕр.

( «Кукамай» калав стр.96.Экран çинче ÿкерчĕк.Калава дискетă çине çыртарнă.)

5. Ăнланнине тĕрĕслени

-Эпĕ ыйтусем паратăп,отвечĕсем сирĕн пур.Тĕрĕс сăмахсене тупса кăтартăр.
Ыйтусем:

Кукамай ăçта пурăнать? (Чулхулара)

Вăл мĕн вĕренсе пĕтернĕ? (медучилище)

Кукамай кам пулса ĕçленĕ? (сестра)

Халĕ вăл ĕçлет-и? (ĕçлет)

Кукамай миçе çулта? (60-тан иртнĕ)

Кукамай операци тăвать-и? (тумасть)

Кам та пулин чирлесен анне кам патне шăнкăравлать? (кукамай)

Кукамай патне хăçан каяççĕ? (шăматкун)

Танюш кукамай патне пырайĕ-ши? (пыраймасть)

Мĕншĕн пыраймасть? (концерта хутшăнмалла)

-Маттур, тĕрĕс хуравларăр. Пурте калава аван ăнланнă.



IY. Физминутка (« Урокра» юрă янăрать.)
-Ачасем кăштах канса илер-ха.Катя хыççăн хусканусем тăватпăр.
Y.Ыйтусем çине хуравлани.
-Çак юрра итлесе пăхăр-ха.Ку юрă кам çинчен? (« Кукамипе кукаçи» юрра итлеççĕ.)

-Кам çинчен пулчĕ ку юрă?

-Сан кукамупа кукаçу пур-и?

-Ачасем , Иринăран кукашшĕпе кукамăшĕ çинчен ыйтса пĕлĕр-ха.

Ыйтусем:

Сан кукаму мĕн ятлă?

Вăл миçе çулта?

Кукаму ăçта пурăнать?

Пенсиччен кукаму кам пулса ĕçленĕ? Тата ыттисем

- Эсир Иринăран ыйтса пĕлтĕр ĕнтĕ. Халĕ ыттисем кукамăрсем екукаçăрсем çинчен каласа парăр-ха.



YI. Калав туни.
(Экран çине ачасен кукамăшĕн е кукашшĕн ,асламăшĕн е аслашшĕн фотографийĕсем

тухаççĕ)


-Ку камăн кукамăшĕ? Пире хăвăн кукамупа паллаштар- ха.

(ачасен 2-3 калавне итлетпĕр)

- Хăвăр çывăх çынсене эсир лайăх пĕлетĕр, вĕсем çинчен тĕплĕн каласа патăр. Пире те паллаштартăр.
YII. Диалогпа ĕçлени
- Тата кам çинчен эпир сирĕнпе каласа паман- ха?

-Тĕрĕс, аннĕрсем çинчен халь пĕр-пĕринчен группăпа ĕçлесе ыйтса пĕлĕр.

Сан аннÿ мĕн ятлă?

Вăл миçе çулта?

Ăçта ĕçлет сан аннÿ?

Вăл мĕн тума юратать?

Эсĕ аннÿне мĕнле пулăшатăн?

Эсĕ аннÿне савăнтарма тăрăшатăн-и? Мĕнле?

( ыйтусем карточкăсем çинче, чăвашла пĕлекен ачасем вĕсемпе усă курмаççĕ.)

-1-мĕш схемăпа малтан ĕçлĕпĕр. Консультант ыйтусем парать. (Ачасем ĕçлеççĕ)

А ← К→ А

А



-2-мĕш схемăпа халь ĕçлĕпĕр. Халь консультанта ыйтусем парăр.

А → К← А


А

-3- мĕш схемăпа халь ĕçлĕпĕр. (Ачасем ĕçлеççĕ)



А→А

↑ ↓


А←А
-Группăра мĕнле ĕçленине тĕр ĕслĕпĕр.

-Маттур, лайăх ыйтса пĕлтĕр.


YIII.Икшерĕн ĕçлени
-Халь икшерĕн ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕринчен аçăрсем çинчен ыйтса пĕлĕр-ха

Сан аçу мĕн ятлă?

Вăл миçе çулта?

Ăçта ĕçлет сан аçу?

Вăл мĕн тума юратать?

Эсĕ аçуна мĕнле пулăшатăн?

Эсĕ аçуна савăнтарма тăрăшатăн-и? Мĕнле?

-Икшерĕн ĕçленине тĕрĕслени



IX. Вăйă « Кам тимлĕрех?»
-Паян эпир камсем çинчен калаçрăмăр? Çывăх тăвансем çинчен.Ыйтусем вĕсем çинчен пулаççĕ.Тимлĕ пулăр.

-Çемьере санран аслă хĕрача.Кам вăл? (аппа)

-Çемьере санран кĕçĕн хĕрача. Кам- ши вăл? ( йăмăк)

-Саншăн аннÿн амăшĕ кам пулать? (кукамай)

-Аннÿн ашшĕ кам пулать? (кукаçи)

-Аçун амăшĕ кам-ши? (асанне)

-Аçун ашшĕ кам пулать? (асатте)

-Санран аслă арçын ача. Кам вăл? (пичче)

-Санран кĕçĕн арçын ача. Кам- ши вăл? (шăллăм)

-Тата кама каламасăр хăварнă ши эпир? (анне, атте)

( Доска çине çав сăмахсене пĕрин хыççăн теприне вырнаçтармалла)
-Маттур, пурте тăрăшрăр.
X. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
оска çине çырса хунă)

Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

Атте-аннерен хакли çук никам та тĕнчере.

Атте-анне ятне ярас мар.

Амăшне вĕрекен анчăк кашкăр кулли пулнă тет.
-Малтан ман хыççăн вулатпăр.

-Халь вĕсене куçарăпăр, мĕне пĕлтерни çинчен калаçăпăр.

-Тĕрĕс, атте-аннене хирĕç тавлашмалла мар.Вĕсем пиртен лайăх çын тăвасшăн.

Тетрадьсене уçăр-ха., число çыратпăр та çак ваттисен сăмахĕсене тетрадь çине çырса хурăпăр



XI. Урока пĕтĕмлетни.
Киле ĕç.

-Ваттисен сăмахĕсене вĕренмелле. Атте-анне çинчен вырăсла 4 ваттисен сăмахĕ тупмалла.


-Сире паян урокра мĕн килĕшрĕ? Мĕн асра юлчĕ?

-Паян урокра лайăх ĕçленĕшĕн …………»5» лартатăп.



(« Тăванлăх юрри» шăппăн янăрать)

-Урок вĕçленчĕ. Сывă пулăр.

Çывăх тăвансем

Ырă кун пултăр, ачасем. Пирĕн пата паян хăнасем килнĕ. Вĕсене сывлăх сунар-ха,ачасем. Халĕ шăппăн ларăпăр

49.7kb.

26 09 2014
1 стр.


Сочиненисен конкурсĕ Тема Вăрмар енĕм савнă ен Ĕçе пурнăçлаканĕ: «Шăхальти тĕп пĕлӳ паракан шкул» мву 8- мĕш класĕнче вĕренекен

Кашни чăвашшăнах çак ӳкерчĕк ĕмĕртенпех хаклă та çывăх пулĕ. Эпĕ тăван енĕн ытарайми вăрманĕсене юрататăп. Вĕсенче – тем тĕрлĕ йывăç- курăк, кайăк- кĕшĕк! Вăрман варринчи кӳлĕсем в

39.07kb.

08 10 2014
1 стр.