Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Пуçламăш класра вĕренекенсен çĕнĕ çул сценарийĕ.

Юрă «Елочка - лесной аромат» Диск №18
1.Çĕнĕ çул илсе килчĕelka5

Хаваслă уяв.

«Салам!» -терĕ чăрăш

Ирех ав паян.


2.Хитре ешĕл ёлка

Тетте пит нумай

Вĕсем те чĕнеççĕ

Халь савăк пулма.


3.Юрлар- и хĕрÿллĕн

Чунтан киленсе.

Çĕр –шыв тăрăх юхтăр

Çак юрă инçе.


Юрă: «Хĕлле»
4.Уçă сасă ян каять

Шкул залне вăл янратать.

Çĕнĕ çулшăн пур çĕрте те

Уçă пирĕн алăксем.

Хуть ăçта пырса кĕрсен те

Янтă капăр ачасем.


5.Асамат кĕперĕ тейĕн,

Тĕрлĕ тĕслĕн вылянать –

Юмахри пекех илемлĕн

Пирĕн елка курăнать.


Юрă: «Снежинки»
6.Уява хатĕрленеççĕ

Пĕтĕм чĕр чунсем.

Чунтанахвĕсем кĕтеççĕ

Юрă, сăвăсем.


Юрă: «Звери на елке»
7.Савăнать халь пирĕн елка

Ачасем пухăннипе.

Хĕпĕртетпĕр эпир хамăр

Пĕлтĕр тунă ÿсĕмпе.


8.Килех кĕрлесе,Çĕнĕ çул!

Кил, шанчăк.

Кил,ĕмĕт,çунатлăн

Кил çирĕп вăй – халлă, хăватлă,-

Хăни те, хуçи те эс пул.

(Çил – тăман кĕрет)

Çил – тăман: Сывă –и,ачасем! Пурне те манран,Çил – тăманран,хĕрÿллĕ салам!

Пăхатăп та ,эсир паян пурте капăрланса килнĕ. Паян уяв мар пулĕ те?



Ачасем: Уяв!

Ç.- т. Мĕнле уяв?

А: Çĕнĕ çул уявĕ

Ç. –т.: Чăн та, мĕнле эпĕ ун çинчен манса кайнă –ха. Урамра тахçанах хĕл ларнă. Часах Çĕнĕ çул çитет! Эсир Çĕнĕ çула кĕтсе илме пурте хатĕр –и?

А: Хатĕр!

Ç. –т.: Нимĕн те манса кайман-и?

А: Çук!

Ç-т: Дневниксенче «пиллĕк» паллăсем пур-и?

А: Пур

Ç-т: «Иккĕ» паллăсем?

А: Çук

Ç-т: Аçу –аннÿне нумай пăшăрхантартăр-и пĕлтĕр? Кăштах алхасрăр-и?

А: Çук.

Ç-т: Темшĕн ĕненес килмест.

Тăхтăр-ха, анчах та эпир чи кирлине манса кайнă. Мĕн çинчен? Халех пĕлĕпĕр

Мĕнле хитре пике

Килнĕ уява,

Симĕс тум-тирпе

Тăрать йăлкăшса?

Мĕн вăл?

А: Чăрăш.

Ç-т: Анчах та уява пуçлама кам çитмест-ха пирĕн?

А: Хĕл мучипе Юр пике

Ç-т: Апла пулсан калалăр-ха:мĕнле чĕнсе илмелле ăна кунта?

А: Паллах, юрăпа, вăл ăна илтĕ те пирĕн пата килĕ.
Юрă: «Елочка –красавица»
Ç-т: Халĕ вара кунта чĕнсе илер-ха ăна.
Ашапатман: Акă çитрĕм эпĕ.

Сывă-и, ачасем? Эсир Хĕл мучине чĕнсе илесшĕн-и? Хĕр пĕрчисем кăшкăрма пĕлетĕр-и? Атьăр-ха пурте пĕрле. Пуçларăмăр, и-и-и- Арçын ачасем шăхăрма пĕлетĕр-и? Пурте пĕрле пуçларăмăр! Халĕ вара пурте пĕрле. Маттурсем!

Çапла кĕтсе илмелле те Хĕл мучине!

Ç-т: Ку тата мĕнле тĕлĕнтермĕш?

Ашапатман: Ку тĕлĕнтермĕш, эпĕ-и? Ытлашши кăшкăрса тăрсан парнесĕр юлăн ак!

Халь ачасем, ташă ташлăпăр! Çак шăпăрпа мĕнле сулатăп, тÿрех кĕвĕ пуçланĕ.

Çĕр çаврăнать çаврăнать…

Тьфу, тьфу..

Халĕ ташă кĕвви янăрать
Ташă: «Мы сейчас пойдем направо» Д.21
Ç-т: Асанне, çитет кутăнлашса, кала ăçта пирĕн асатте?

Ашапатман: Юрать, юрать. Эсир мана çак уява хăварсан калатăп сире Хĕл мучи ăçтине.

Эпĕ ăна Африкăна ăсатрăм. Унта вăл хăй ирĕлсе каять те парнисем юлаççĕ.. Эпĕ вара каярахпа мĕнле те пулин пырса пуçтарса килĕп…



Ç-т: Халĕ вара пирĕн мĕнтумаалла-ха?

Ашапатман: Ха-ха-ха! Сирĕн нимĕнле уяв та пулмасть.
Сысна кĕрет: Мĕншĕн пирĕн уяв пулмасть?

Çил-тăманăм, йĕри-тавра пăх-ха, мĕн чухлĕ пирĕн туссем.Пурте пĕрле пуçтарăнатпăр та çула тухатпăр. Пурте хатĕр-и?



Ачасем: Хатĕр!

Ç-т: Эпир хамăр вĕçсе çитетпĕр Хĕл мучи патне. Пурте сылтăмалла çаврăнса тăтăмăр. Алăсене çил çунат пек сарса хутăмăр. Маттурсем!

Самолетпа вĕçсе каятпăр.Хатĕрлентемĕр. Сывлăшалла çĕклентĕмĕр! Кайрăмăр!


Ç-т: Çĕр çумнелле анатпăр.Анатпăр, анатпăр. Анса лартăмăр. Ачасем, пысăк пăр çине анса лартăмăр пулмалла. Сире сивĕ мар-и? Айтăр-ха пĕр вырăнта сиксе ăшăнатпăр. Малтан сылтăм ура çинче, унтан сулахай ура çинче сикетпĕр. Мулкачсем пек те сикетпĕр.
Ташă-юрă: «А на улице Мороз».Д4
Сысна: Ачасем, ăшăнтăр-и? Эпĕ ăшăнаймарăм. Анчах та ăçта-ха пирĕн асатте?

Ашапатман: Эсир Африка ăçта ларнине пĕлетĕр-и, тăмсайсем, ку çурçĕр!

Сысна: Çапла,çапла,эпир кăнтăралла вĕçес вырăнне çурçĕре çитрĕмĕр, мĕншĕн тесессĕн пурте пĕлеççĕ – Хĕл мучи çурçĕрте пурăнать. Эпир ăна тупатпăрах.

Ç-т: Пăр çинчен çĕр çине каятпăр. Пурте сулахаялла пăрăнса тăтăмăр.Тĕрĕс.Машинăсем çине лартăмăр. Арçын ачасем –руль умнее, хĕр ачасем –çул çÿрекенсем. Хатĕрлентĕмĕр, кайрăмăр!
Ташă: Д14
Ç-т: Чарăнтăмăр. Мотор шаккать. Ăçта çитрĕмĕр-ха эпир?

Ашапатман: Ухмахсем. Уçланкăна çитрĕр эсир. Ау-у!

Ç-т: Мĕнле хитрее сас янăрать кунта.

Сысна: Апла пулсан сас янратмалла вылятпăр. Пурте тимлĕ пулăр. Сас мĕнле янрать?

Сăмахран, эпĕ ыйтатăп: Халь миçе сехет? Сирĕн хетт,хетт,хетт тесе каламалла.

Вăййа пуçлатпăр:

-Килĕр пурте çывăх

-ха-ха-ха

Пуçлар хамрăн вăййа

-йа-йа-йа

Алă çупăр хытăрах

-рах-рах-рах

Вăхăт миçине пĕлĕпĕр

-пĕр-пĕр-пĕр

-Автан мĕнле авăтать

-ать-ать-ать

_Ывăнмарăр-и хуравлама?

-ма-ма-ма

-Ма тесессĕн çитет пуль?

-пуль-пуль-пуль

Сысна: Маттурсем!

Ç-т: Нумай тăтăмăр пулас эпир кунта. Çула тухма вăхăт

Сысна: Эсир ан кулянăр.Хĕл мучи Сарă кун çер шывне кайнă.

Ç-т: Тепĕр хут сылтăмалла çаврăнтăмăр та пуйăс çине ларса унта вĕçтерĕпĕр. Хатĕрлентĕмĕр. Кайрăмăр.
Ташă: Д15
Сысна: Акă эпир Сарă кун çĕр шывне çитрĕмер. Хĕл мучие йыхравламалли çес юлчĕ.

Ачасем: Хаклăран та хаклă Хĕл мучи,

Хаклăран та хаклă хĕл хуçи.

Пире хисеп тусамăр,

Пирĕн ума тухсамăр!


Хĕл мучи: Сывă-и, ачасем! Эпĕ сирĕн патăра çитрĕм хаваслă хыпарпа. Кивĕ çул, сысна çулĕ, ылмашăнать Çĕнĕ çулпа, йĕке хÿре çулĕпе. Çак ятпа сире телей, ырлăх, сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Сысна: Хĕл мучи, эпир сире валли парне – юрă хатĕрлерĕмĕр.

Юрă: «Дед Мороз»

Юрă: «Ау деда у Мороза»
Ашапатман: Савăнаççĕ, кулаççĕ Юр пике çуккине пĕлсех.

Хĕл мучи: Мĕнле çук? Вăл халĕ те килмен-и?

Ç-т: Асанне, каллех эс темскер хăтланнă пулĕ-ха?

Ашапатман: Пĕлместĕп,эпĕ нимĕн те каламан. Çăвара шыв сыпнă пекех тăратăп.

Хĕл мучи: Асанне, кала-ха, унсăрăн нимĕнле Çĕнĕ çул парни те лекмест.

Ашапатман: Парне? Апла пулсан каламаллах пуль. Эсир манна каçарăр та…эпĕ ăна, юртан тунăскере, каялла юра çавăртăм. Эсир ан пăшăрханăр, халь юр ирĕлсе пĕтмен-ха, çавăнпа та çĕнĕрен юртан çыпăçтармалла та вăл чĕрĕлсе тăрĕ.

Хĕл мучи: Эпир халех юртан Юр пике ăсталатпăр.

  1. Тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлмелле.

а)Мĕнле çăлтăрсем çынсен тум тирĕсем çине ÿкеççĕ? Алла тытсан вара унран шыв çеç юлать (Юр пĕрчи)

ă) Пурă пек шурă, тÿперен вĕçсе килчĕ?(юр)

б)Çулталăк тăршшĕпех симĕс. Мĕн-ши вăл?(чăрăш)

2) Çĕнĕ çулта чăрăша мĕнпе капăрлатмаллине пĕлмелле Чăрăш çине çав теттесене çакаççĕ пулсан эсир «тĕрĕс» тесе калăр.Чăрăш çине çакмаççĕ пулсан «çук тесе хуравлăр. Хатĕрлентĕмĕр. Пуçларăмăр.

Çутă тетте (тĕрĕс)

Пысăк хуртлă кăмпа (çук)

Шурă юр пĕрчисем (тĕрĕс)

Тĕклĕ çытар(çук)

Хĕрлĕ хунарсем (тĕрĕс)

Хура пушмак (çук)

Пан улмисем, мăйăрсем (çук)

Çĕтĕк шăлаварсем (çук)

Хĕрлĕ çăлтăр (тĕрĕс)
Хĕл мучи: Ачасем, Юр пикене йыхравлар-и?

Ачасем: Чунпа кĕтнĕ Юр пике

Шурă юр пек Юр пике,

Сана пурте кĕтетпĕр,

Хăна пулма чĕнетпĕр!


Юр пике кĕрет

Юр пике: Сывă-и,ачасем! Аван-и, туссем? Çĕнĕ çул уявĕнче кулă çиçтĕр куçсенче.
Юрă: «Снегурочка»

Ашапатман: Хĕл мучи те çитрĕ, Юр пике те, Сысна çулĕ те пур, Чăрăшĕ пит хитре. Анчах шел пулин те, вăл халь те йăлкăшмасть-çке.

Хĕл мучи: Пирĕн капăр чăрăша йăлкăштарма вăхăт-и?

Ачасем: Вăхăт

Хĕл мучи: Апла пулсан, пурте пĕрле калатпăр: «Чăрăш, çутăл, çутăл, çутăл»

Юр пике: Акă чăрăш та çуталчĕ, чунра хаваслă пулса кайрĕ. Паян –Çĕнĕ çул!

Хĕл мучи: Çĕнĕ çул, чуна хавас! Апла пулсанюрă юрлас. Пурте пĕрле савăнар, юмахри пек пурăнар.
Юрă: «Потанцуй со мной дружок»
Юр пике: Халĕ вара тĕрĕслер. Пурте хатĕр-и Çĕнĕ çула кĕтсе илме? «Шăнтатăп» вăййа выляр. Алăрсене тăсăр та çурăм хыçне пытарăр. Эп кама пырса сĕртĕнетĕп-яланлăха шăнса ларать.
Вăйă: «Шăнтатăп»
Хĕл мучи: Маттурсем. Пĕри те шăнмарĕ. Сире валли пĕр хутаç парне илсе килтĕм. Калăр-ха мĕнле парне? Кам пĕлет?

Ачасем: канфет,шоколад,премĕк
Хĕл мучи кутамккине уçать те йĕке хÿре сиксе тухать.
Шăши: Юрататăп юрлама,

Ташлама та выляма.

Ай-я-рар та ай-я-рар

Ташлар, кулар,савăнар.



Ç.-т: Кам пултăн эсĕ?

Шăши: Эпĕ Çĕнĕ çул. 2008-мĕш çул- шăши çулĕ.

Юр пике: Шăши мĕнле юрă юрататăн эсĕ?
Юрă: «Мишка с куклой пляшут полечку»
Хĕл мучи: Çулталăкĕпех вĕрентĕр,

Çулталăкĕпех çитĕнтĕр,

Çакна эпир тĕрĕслĕпĕр,

Сăвăсем ыйтăпăр.


Ачасем сăвăсем калаççĕ.
Хĕл мучи: Юрламашкăн, ташламашкăн,

Вăйă выляса савăнмашкăн,

Эп ялан хавас.

Анчах вăхăт çитрĕ уйрăлма



Юр пике: Мучи татах та килет, анчах унччен тепĕр çул çитет.

Хĕл мучи: Халь вара сысна çулне илсе каятăп, сире шăши çулĕпе хăваратăп. Сире ăнăçу сунатăп, телей те ырлăх, сывлăх та юрату. Пурнăç пултăр пыл та çу!

Юр пике, пурте пĕрле: Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!


  1. Хĕл мучи, Юр пике, Сысна тухса каяççĕ. «Раз, два, три на носочки»

  2. «Здесь лето, там зима», 3) Елка умĕнче

Сценарийĕ. Юрă «Елочка лесной аромат»

Чăн та, мĕнле эпĕ ун çинчен манса кайнă –ха. Урамра тахçанах хĕл ларнă. Часах Çĕнĕ çул çитет! Эсир Çĕнĕ çула кĕтсе илме пурте хатĕр –и?

65kb.

18 12 2014
1 стр.


Мингазова Р. Р. старший преподаватель

Так, название herbe à la fièvre (букв. ‘трава от лихорадки‘) носят одновременно дудник лесной, дягиль лесной, гравилат городской, золототысячник обыкновенный

77.28kb.

12 10 2014
1 стр.


Лесной комплекс в глубоком кризисе, но выход из него есть

Всю свою сознательную жизнь я посвятил Российскому лесу и имею твердое убеждение в главном – лесной отраслью в России должны руководить очень грамотные люди, прошедшие путь по всем

55.41kb.

01 09 2014
1 стр.


Урок по музыке в 6 классе Баллада Ф. Шуберта «Лесной царь» Учитель музыки Юнусова Елена Анатольевна

Ф. Шуберта; познакомить с одной из жемчужин вокальной лирики в мире баллад – балладой «Лесной царь»; формирование эмоционально осознанного восприятия музыкального образа

93.25kb.

14 12 2014
1 стр.


Урока по теме «Чăваш юрă-кĕвĕ ÿнерĕ»

Чăваш халăхĕ ĕмĕрсем хушши пухнă ăс-хакăл культурине упраса хăварма, хисеплеме ăс парасси

66.46kb.

25 12 2014
1 стр.


Поэма (сценари) Вылякансем: Таня Партизансем (5-ěн) Амǎшě Праски карчǎк

Сцена: плакат çакǎнса тǎрать «Атьсемěр ! Хыçǎмǎр – Мускав-çке!»; «Священная война» юрǎ кěвви янǎрать

97.21kb.

25 12 2014
1 стр.


Литература учителĕ Леонтьева Татьяна Васильевна

Вĕрентекен: Хусан кремлĕ умĕнче тимĕр сăнчăрсене татакан паттăр салтак палăкĕ тăрать. Унта кирек хăçан та чĕрĕ чечексем кăварланаççĕ, гранит çинче «Эп юрă турăм вилĕме»

64.96kb.

16 12 2014
1 стр.


Юхма Мишши çырнă «Шарал» кĕнеке тăрăх ирттернĕ çавра сĕтел сценарийĕ

«Литературная Чувашия. Книга года 2008», вулав залĕнче И. Я. Яковлевăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ

242.99kb.

25 12 2014
1 стр.