Тавтапуç сана, букварь!
Тĕллевсем: ачасене кĕнекене юратма вĕрентесси; пĕрремĕш класра вĕреннине çирĕплетесси; ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Сцена çине пĕрремĕш классем тухаççĕ, хитрен вырнаçса тăраççĕ. Вĕсен аллинче «Чăваш букварĕ» кĕнеке. Варринче – ертсе пыракан.
Ертсе пыракан. Ачасем, паян пирĕн уяв. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче эсир шкула килтĕр. «Чăваш букварĕ» сирĕн чи çывăх юлташ пулса тăчĕ. Паян вара эсир ăна юлашки хут уçатăр. Букварь сире пĕлÿ çĕршывне çул уçса пачĕ: чăваш алфавитĕнчи пур сас паллисемпе те паллаштарчĕ, вулама та çырма вĕрентрĕ. Ку çеç те мар: сире вăл пĕр-пĕринпе туслă пулма, шкул правилисене пурнăçлама хăнăхтарчĕ.
Шăнкăрав сасси илтĕнет.
1-мĕш ача.
Шăнкăрав сас пачĕ
Урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче.
(Ю.Петров)
2-мĕш ача.
Учитель класа кĕрсен –
Эс ура çине çĕклен.
3-мĕш ача.
Парта вăл кравать мар,
Ун çине выртмалла мар.
Санăн парта хушшинче
Хăвна тÿрĕ тытмалла.
Учитель ыйтсан – тăмалла,
Хурав парсан – лармалла.
Ертсе пыракан.
Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай.
Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,
Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.
Кĕнекесĕр çын вăл – тăлăх,
Туссăр, пĕлĕшсĕр пекех.
Тĕттĕм çыншăн пурнăç – чăтлăх,
Çут уçланкă – кĕнеке.
(П.Хусанкай)
Ачасем «Кĕнеке» юрă (Илья Степанов кĕвви, Петĕр Çăлкуç сăвви) юрлаççĕ.
Йĕрке хыçăн йĕрке…
Сăмах хыççăн сăмах,
Тыткăнлать чунăма
Ытарми кĕнеке.
1-мĕш ача.
Кашни кун ирпе ирех
Эпир урока ларатпăр.
«Тăваттăпа» та «пиллĕкпе»
Вĕренмешкĕн тăрăшатпăр.
2-мĕш ача.
Шупашкар, Мускав, ачалăх –
Кашни сăмахрах сасăсем.
Сассисем вара асамлă
Хупписем те уççисем.
3-мĕш ача.
Уçă сасăсем юрлаççĕ,
Кăшкăраççĕ, савăнаççĕ.
Хупă сасăсем вара
Пăшăл-пăшăл калаçаççĕ.
Пурте.
С-с-с – çĕлен сасси,
Ш-ш-ш – çулçă сасси.
Ж-ж-ж – садра нăрлать пĕри,
Р-р-р – паркра кĕрлет тепри.
4-мĕш ача.
Вăтăр çичĕ пĕртăван
Пурăнаççĕ пит аван.
Тытăнатăп та А-ран
Ăс пухатăп Я таран.
(А.Тимбай)
5-мĕш ача.
Питĕ туслă пурăнаççĕ
Уçă, хупă сасăсем.
Вĕсене сыпăнтарсассăн
Пулса тăрĕç сăмахсем.
Ертсе пыракан. Вăйă выляса илер-и? Эп чĕр чун ятне калатăп, эсир сассине евĕрлĕр. Автан ячĕ авăтса:
Пурте. Ки-ки-ри-ки!
Ертсе пыракан. Ячĕ чăх кăтиклетсе:
Пурте. Кăт-кăт-ик!
Ертсе пыракан. Çерçи ячĕ юрласа:
Пурте. Чи-чи-чи!
Ертсе пыракан. Ячĕ сурăх макăрса:
Пурте. Ма-а-а!
Ертсе пыракан. Ĕне ячĕ мĕкĕрсе:
Пурте. Му-у-у!
Ертсе пыракан. Ячĕ йытă та вĕрсе;
Пурте. Хам-хам-хам!
6-мĕш ача.
Никамран та ыйтас çук,
Никама та чĕнес çук,
Никама та кĕтес çук –
Эп вулатăп халь хамах.
Ертсе пыракан. Букваре хăнана чĕнер-и? Виçĕ хутчен алă çупăпăр, ăна сасăпа чĕнĕпĕр: «Букварь тус, килсем хăнана!»
(Ачасем букваре чĕнеççĕ.)
Сцена çинче «Букварь» (ятарлă тум тăхăннă ача) тухать. Кăкăрĕ çинче – пысăк кĕнеке. Ăна хытă хутран тунă, уçма пулать, пысăк сас паллисемпе «Букварь» тесе çырнă. Кĕнекене çурăм хыçĕнчен çипсемпе тыттарнă.
Ачасем зал варрине трон евĕр пукан илсе тухса лартаççĕ. Букваре чысласа икĕ енчен тытса ун çине кайса лартаççĕ.
Ертсе пыракан. Ачасем, мĕнле вулама пĕлнипе мухтанар-и? Букварь, хăвăр страницăсене уçмасăр
Букварь пĕрремĕш страницăна уçать. Унта пысăк Ш сас пали ÿкернĕ.
Ертсе пыракан. Кам-ха кам çак асамлă сас паллипе пуçланакан сăвă е юрă пĕлет?
Ачасем алă çĕклеççĕ. Пĕри юрă юрласа парать.
Шăппăн ларăр,
Шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп,
Калаçатăп чăвашла.
Эй, савнă тусăм,
Кăшт итле-ха эс маа:
Эп пĕлетĕп, калаçатăп чăвашла.
Ертсе пыракан. Мĕнле маттур ачасем!
Букварь страницăна малалла уçать. Унта пысăк Ю сас палли ÿкернĕ. Ачасем каллех ал çĕклеççĕ. Пĕри сăвă каласа парать.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕлкĕшеççĕ лĕпĕшсем,
Шурă чĕнтĕр пĕркенеççĕ урамсем.
Ушкăн лĕпĕш анса ларчĕ ал çине,
Сивĕ сĕлкĕш пулса тарчĕ çĕр çине.
(В.Эткел)
Ертсе пыракан. Ачасем, мĕн-ши ку?
Пурте. Юр!
Ертсе пыракан. Кам-ха тата хĕл çинчен сăвăсем пĕлет?
Ачасем хĕл çинчен сăвăсем калаççĕ.
Букварь. Ачасем, пурте пĕрле вăйă выляр-и?
Ачасем. Выляр!
Букварь. Апла пулсан «Ахрăм» вăйă выльăпăр. Тимлĕ пулăр. Сас мĕнле янăранине евĕрлĕр. Сăмахран, эпĕ калатăп: «Туслă пурăнар!» Сирĕн «нар-нар-нар» тесе каламалла. Вăййă пуçлатпăр.
Буквар. Килĕр пурте çывăха.
Ачасем. Ха-ха-ха.
Букварь. Пуçлар хамăрăн вăййа.
Ачасем. Йа-йа-йа.
Букварь. Алă çупăр хытăрах.
Ачасем. Рах-рах-рах.
Букварь. Вĕренетпĕр тăрăшса.
Ачасем. Са-са-са.
Букварь. Ир-ирех чупап шкула.
Ачасем. Ла-ла-ла.
Букварь. Автан мĕнле авăтать?
Ачасем. Ать-ать-ать.
Букварь. Тĕрĕс ку хурав е çук?
Ачасем. Çук-çук-çук.
Букварь. Ывăнмарăр-и вара?
Ачасем. Ра-ра-ра.
Букварь. Вăййа вĕçлемелле пуль?
Ачасем. Пуль-пуль-пуль.
Ертсе пыракан. Букварь страницисене малалла уçар-ха. Тупмалли юмахсене вулар, тупсăмĕсене тупар.
Виçепе те виçме укçапа та илме çук. (Пĕлÿ.)
Куçпа курма çук ăна,
Алла тытма çук ăна.
Иртсе каять ваш! кăна,
Тытса чарма çук ăна. (Вăхăт.)
Кулине инкен виççĕр утмăл пилĕк шур тутăр, кашни кун пĕр тутăрне хывса пăрахать. (Календарь.)
Пуçĕ тура пек, хÿри çурла пек, кăшкăрать мулла пек. (Автан.)
Малалла ушкăнпа тăрса юрăсем юрлăпăр, вăйăсем выльăпăр.
1-меш вăйă. Кашни ушкăнра – пилĕкшер ача. Кĕске вăхăт хушшинче вĕсен пĕр-пĕрин çумне «çĕленсе» тухмалла. Йĕп вырăнне кашăкпа усă курма пулать. Кашăк çумне çип çыхнă. Шнуроксенчен, пиççихисенчен тата ытти япаласенчен те «çĕлеме» юрать.
Ертсе пыракан. Халĕ эпир пурте пĕрле Франции халăх кĕввипе илемлетнĕ «Танец маленьких утят» ташша ташлатпăр.
Ертсе пыракан.
Букварь сире юратса
Вулама вĕрентрĕ.
Пĕлÿн аслă çĕр шывне
Алăк уçса кĕртрĕ.
Малашне те тăрăшар,
Кĕнекене хисеплер,
Пĕрне-пĕри пулăшар,
Пурте лайăх вĕренер.
Букваре тав туса пĕчĕк сценка лартса парар-ха.
Мĕншĕн эпĕ хаваслă?
(Инсценировкăна В.Железников çырнă калав тăрăх йĕркеленĕ.)
Вылякансем:
Юра – 5-мĕш класс ачи.
Верук – пĕрремĕш класс хĕр ачи.
Анюк – унăн йăмăкĕ.
Кÿршĕ ачи – пĕрремĕш класс арçын ачи.
Юра савăнăçлăн юрласа кĕрет.
Юра. Сирĕн эпĕ мĕншĕн хаваслине пĕлес килет-и? Паян сентябрĕн пĕрремĕшĕ, вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Кÿршĕ ачи пĕрремĕш класа кайрĕ. Мана ăна асăрхама хушса ячç. Уроксем хыççăн чупса кайрăм – никам та çук. (Унталла та кунталла пăхкалать. Кĕтесре пĕр хĕр ача ларнине асăрхать.) Ха, мĕнле кнопка ларать. Кĕтесре тата. (Ун патнелле утса пырать.) Хĕр ача! Эсĕ мĕншĕн киле каймастăн? Мĕн те пулин çухатрăн-и? Ха, хускалмасть те. Мĕн тунката пек ларатăн? Атя киле, ман хырăм выçса кайрĕ.
Верук. Каймастăп.
Юра. Мĕн, кунта çĕр каçасшăн-и?
Верук. Пĕлместĕп.
Юра. (айкинелле пăхса.) Айван…(Хĕр ача енне пăхса.) Киле мĕншĕн кайманнине каламасан, халех тухтăра чĕнетĕп. «Васкавлă пулăшу», сирена…ту-ту-ту! Эсĕ больницăра, сана укол тăваççĕ, сивĕ градусник…бр-р-р.
Верук. Пит аван! Больницăна каятăп.
Юра. Нимĕн те ăнланмастăп. Мĕн пулнă сана?
Верук. Мана йăмăк кĕтет. Авă урамра ларать.
Юра. Вара мĕн?
Верук. Эпĕ паян мĕн пур сас паллисене вĕренсе килетĕп терĕм.
Юра. Вăйлă! Пĕр кунта мĕн пур сас паллисене? (Кулать.) Ай-ай-ай! Çăмăл мар.
Верук. Эпĕ пĕлмен, çавăнпа ĕнентертĕм. Пирĕн аттепе анне инçете тухса кайнă, эпир йăмăкпа вĕсемсĕр тунсăхлатпăр. Асаннене çыру çырма ыйтрăм – унăн вăхăт çук. Эпĕ шкултан сас паллисем вĕренсе килсен çыру çырăпăр терĕм. Анюк урамра пурне те каласа тухрĕ. Паян вара пире кунĕпех патаксем кăна çыртарчĕç.
Юра. Патаксем – питĕ лайăх. Вĕсенчен сас паллисем тума пулать. Виçĕ патакран «А» сас палли пулать. Атя Анюк патне. Атя, атя! Пурне те каласа парар. Кайрăмăр (Алран-ал тытăнса утаççĕ.Юра вăтанса унталла та кунталла пăхкаласа илет.) Кам та пулин курсан кулса вилет.
Урамра Анюк ларать.
Верук. Акă Анюк.
Юра. Анюк пĕлетĕн-и: сас паллисем вĕренес тесен çулталăк хушши шкула çÿремелле. Пĕр кун хушшинче вĕренме пулмасть. Ку çăмăл ĕç мар.
Анюк. Аха, вĕренмерĕн апла.
Верук. Эпир паян кунĕпех патаксем çыртăмăр. «А» сас палли çырма кăна вĕрентĕм.
Анюк тарма пикенет. Юра тытса чарать.
Юра. Итле-ха, Анюк! Мĕншĕн вăл айăплă? Вĕренÿ – йывăр ĕç. Шкула кайсан хăвах курăн.
Анюк. Эпĕ паян кунĕпех çырура мĕн çырмалли çинчен шутларăм.
Юра. Шутласа тупрăм! Эпĕ сирĕн пата кăнтăрлахи апат хыççăн пырăп та, эсир каласа пынă май çыру çырăпăр. Килĕшетĕр-и?
Анюк. Килĕшетпĕр! Килме тăрăш.
Ачасем икĕ еннелле утаççĕ. Хĕр ачасем умнее кÿршĕ ачи тухать.
Кÿршĕ ачи. Анюк, санăн аппу пур сас паллине те вĕренсе килчĕ-и?
Анюк. Сас паллисене вĕренме çулталăк хушши шкула çÿремелле.
Кÿршĕ ачи. Апла сирĕн çыру вĕçсе кайрĕ.
Анюк. Вĕçсе каймарĕ çав. Пирĕн юлташ пур. Вăл тахçанах шкулта вĕренет. Паян вăл пирĕн пата килет те, эпир çыру çыратпăр.
Кÿршĕ ачи. Суятăн, суятăн. Мĕн ятлă-ха юлташу?
Юра. Юра ятлă. Илтнĕ-и эсĕ çав ята? Апат хыççăн çыру çырăпăр. Мĕншĕн паян эпĕ питĕ савăнăçлă? Мĕншĕн ман юрлас килет? Пурте пĕрле юрлар-и?
Юра савăнăçлă юрă юрласа ярать:»Если с другом вышел путь»(сăвви М.Пляцковскин, кĕвви В.Шаинскин). Ачасем те унпа пĕрле юрлаççĕ.
Букварь. Маттур, ачасем! Тавтапуç парнесемшĕн. Эпĕ те пушă алăпа килмерĕм.
Букварь кашнинех «Çеçпĕл» кĕнеке тыттарать. 4-мĕш класс ачисем пĕрремĕшсене саламлаççĕ, хăйсем ĕç урокĕнче хатĕрленĕ парнесене параççĕ.
Букварь. Сывă пулăр, ачасем! Мана манса ан кайăр.
Ачасем. Тавтапуç сана, пирĕн хаклă тус Букварь. Тавтапуç! Сывă пул!
Уяв «Чему учат в школе» (сви М.Пляцковскин, кĕвви В.Шаинскин) юрăпа вĕçленет..