Ĕçе пурнăçлаканĕ:
Ильина Екатерина Юрьевна,
9 класс.
Вăрмар районĕ
МВУ «Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул».
Ертсе пыраканĕ:
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Цыркунова Татьяна Леонарьевна.
Мăнçырма 2008
Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви
МВУ «Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»
Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш поэзийĕн малтанхи алмазĕ. Вăлах – пирĕн фотожурналист, художник, декоратор, вăлах – ăста педагог, фольклорист, кĕнекеçĕ, вăлах – ытарайми ал ăсти.
Виталий Станьял, филологи наукисен кандидачĕ.
Аслă поэтăмăр Константин Иванов çу уйăхĕнче, çут çанталăк чĕрĕлсе-чечекленсе çитнĕ вăхăтра çуралнă. Халĕ пире урăхла пулма та пултарайман пек туйăнать: çут çанталăк хăйĕн ывăлне çуркунне юрă шăрантаракан кайăксен çепĕç чĕлхине, çу уйăхĕнче çÿле хăпарса çитекен хĕвел ăшшине, чечекленекен йывăç-курăк черченлĕхне парса пехилленĕ-çке. Çут çанталăк панă пехил пархатарлă пулчĕ: чăваш ачи Кĕçтенттин никамах та пĕлмен Слакпуç ялĕнче çуралса, хăйĕн вышкайсăр пултарулăхĕпе тĕнче культурин, поэзийĕн çÿллĕ тÿпине çĕкленме пултарчĕ. Çапах та халăхăмăрăн чи хисеплĕ ывăлĕсенчен пĕри пулма çут çанталăк панă хевте çеç çителĕксĕр, мĕнле этем пуласси çынран хăйĕнчен нумай килет. Ахальтен-и поэтăмăр çакна систерсе «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен» тенĕ. Вĕреннĕ, халăха усăллă çын пулас тĕллевпе вун виççĕри Кĕçтенттин 1903 çулта чăвашсемшĕн турă вырăнĕнче шутланакан Яковлев патне, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пырса кĕнĕ. Çут тĕнчерен уйрăличченех вара унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ чăвашсемшĕн чăннипех те сăваплă вырăнпа уйрăлми çыхăннă.
Мĕншĕн хаклă маншăн, мĕншĕн чуна çывăх Константин Иванов?
Мана Кĕçтенттин Иванов поэзире кăна маар, пур ĕçре те ăста пулни тĕлĕнтерет. Художник та вăл, фотограф та, педагог та. Тăлмачă тесен вара… Ку енĕпе те вăл чăн-чăн асамçă. Илер-ха пĕр тĕслĕх:
Ылтăн тăрлă аслă Мускав çине,
Кремлĕн çÿллĕ чуллă хулисем çине,
Аякра вăрмансен, çÿл тусен енчен,
Çурт-йĕрсен тăррипе выляса-кулса,
Хуп-хура пĕлĕте салатса ярса,
Хĕп-хĕрлех шурăмпуç хĕрелсе килет,
Кĕрпе пек юрсем çине хĕлхемсем ярать,
Сарă хĕр куç кĕски витĕр пăхнă пек,
Кăн-кăвак пĕлĕте вăл пăхса кулать.
Мĕнешкел хитре, мĕн тери анлă ÿкерчĕк тухса тăрать куç умне! Лермонтăвăн «Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юррине» Иванов мĕн пур чăваш чунне пырса тивмелле, пысăк хавхаланупа вырăсларан чăвашла куçарнă. Унта икĕ халăх культури тĕвĕленсе тăрать, икĕ çăл куç таппи пек чуна уçăлтарать. Чăваш писателĕсенчен нумайăшĕ вырăсларан чăвашла е чăвашларан вырăсла куçанă чух Кĕçтенттин - тăлмачăпа сахал мар «канашланă», унран сăнарлăх чĕлхин типтерлĕхĕпе, халăх йăли-йĕркине уçса памалли мелсене вĕренме тăрăшнă.
Çапла вара Константин Иванова пирĕн литературăри куçару шкулне пуçарса яраканĕ теме пулать.
Çыравçăн пултарулăхне тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланас тесен, унăн шухăш-кăмăлне ăша хывас тесен, шухăшпа та пулин вăл çуралса ÿснĕ тавралăхра пулса курма, вăл сывланă сывлăшпа сывлама, вăл кун çути курнă кил-çуртра пулма тăрăшмалла, вăл утса-чупса çÿренĕ сукмакпа çÿремелле. Пуян çын ачи пулнине пăхмасăрах, Кĕçтенттин уяса суйламан тантăшĕсене; вĕсемпе пĕрлех вылянă-кулнă, вăййа çÿренĕ. Анчах хăлхи хытă пулнă пирки ытлашши хутшăнсах кайман вăл ыттисемпе, ытларах чухне çамрăксем выляни-кулнине сăнанă, вĕсенчен юрă-такмак вĕреннĕ. Сăпайлăхĕ, çынлăхĕ, нумай енлĕ пултарулăхĕ ăмсантарать, савăнтарать. Вулатăн та сăввисене - ăшра мăнаçлăх çĕкленет; çав хушăрах тĕлĕнетĕн: «Тăван халăхăн литература чĕлхи йĕркеленсе çитмен вăхăтра мĕнле, ăçти туйăмпа мĕн пур чăваш ăнланмалла çырма пултарнă? Мĕнле майпа 16-17 çулхи ача çав шая çĕкленнĕ?» Çав вăхăтра хуравĕ те пур пек: çивĕч ăс-пуçлă Константин Иванова, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенскерне, тĕрлĕ çĕрти чăваш ачисемпе хутшăнни çапла ĕçлеме хистенĕ, шалти туйăм, çыравçă туйăмĕ пулăшнă. Эппин, поэтăмăрăн тепĕр аслă ăсчах – И.Я.Яковлев литература çулĕ енне сулăнма ыр суннă.
Константин Ивановăн генийĕ пуринчен ытларах «Нарспи» поэмăра палăрнă. «Нарспие» çырнă чухне Иванов вун çиччĕре - вун саккăрта çеç пулнине аса илетĕн те тĕлĕнсе каятăн.
1908 çулхи кĕркунне, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа хĕрĕх çул çитнĕ тĕле «Нарспи» поэма «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетленсе тухать. Унта К.Ивановăн юмахĕсемпе пĕрле М.Федоровăн «Арçури» поэми тата Н.Шупуççыннин хайлавĕсем те çапăннă. Уяв вăхăтĕнче кĕнекене шкулти вĕренекенсене парнелеççĕ. Ытти вĕренӳ çулĕ пуçланмассерен ăна тин вĕренме кĕнĕ ачасене валеçсе параççĕ. «Нарспи» поэма сыпăкĕсемпе вĕренӳре тăтăш усă курма тытăнаççĕ, вĕсене литературăпа музыка каçĕсенче вуласа параççĕ. Çапла К.Ивановăн мухтавлă хайлавĕ чăваш тĕнчине кĕрсе сарăлать, чăваш чунне çутатса тăма тытăнать. Ахальтен мар И.Я.Яковлев унăн авторне «чăваш Пушкинĕ» тесе хаклать. Кунта вăл, паллах, К.Ивановăн ытти хайлавне те шута илнĕ.
«Нарспи» - илемлĕ произведени анчах мар, вăл чăваш пурнăçĕн энциклопедийĕ те. Поэмăра çут çанталăка сăнласси анлă вырăн йышăнать. Пурнăç чупни сисĕнсех тăрать: хĕвел хĕртсе пăхсан юр ирĕлет, курăк шăтать, чечексен тĕрлĕ шăрши сарăлать, путек-сурăх сиккелет, кĕтÿç шăхличĕ калать. Çут çанталăк сăнĕсем кунта яланах хусканура.
Поэмăри çынсене сăнланă чух та Иванов пит ансат ÿкерчĕксем тăвать: Нарспин явăнакан çивĕчĕ, каччă чĕрине çемçетекен куçĕсем, çÿхе тути, савăнтаракан сасси. Тăхтамана урăхла сăнланă:
Лаптак сăмса, хĕсĕк куç,
Сарă çÿçпе сар сухал.
Лаши вĕçсе пынăçем
Пичĕ-куçĕ пит усал.
Шухăша туллин уçса парасси – Иванов пултарулăхĕн паллă енĕ. Хăш чухне иртнĕ ĕçсем çичен тĕпĕ-йĕрĕпе каламасть вăл. Вулакан унсăрах чухлать тесе шутлать пулĕ.
«Нарспи» поэма – К.Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартакан произведени. Пĕр ĕмĕр ĕнтĕ вăл вулакансен чĕринчен тухма пĕлмест. Мĕншĕн «Нарспие» кашниех юратса вулать-ха? Мĕншĕн тесен «Нарспи» - этемĕн ырă шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене хускатакан, чăннипех те ырра вĕрентекен илемлĕ произведени; вăл çуркунне юрри, çурхи хĕвел ăшши, ешĕл вăрман, йывăçсен, чечексен шăрши, çурхи вĕçен кайăксен сасси; вăл – шыв-шурăн кĕмĕл шăнкăравлă сасси… «Нарспи» - халăх кăмăлне палăртса çырнă произведени. Унта эпир халăхăн чи паха шухăш-туйăмĕсене тупатпăр. Вăл этем тивĕçлĕхĕпе, гражданлăх шухăшĕпе пурăнма вĕрентекен произведени. Поэма çамрăклăх вăйĕпе, пурнăç туйăмĕпе çиçсе тăрать.
К.Иванов Силпи хĕрне Нарспие тĕлĕнмелле илемлĕ ят панă: Нар – хитре, пи – пике; тепĕр сăмах та пур – нарăс: нар – хитре, ăс – ăс. Нарспи – хитре, ăслă пике пулнине пĕлтерекен ят. Нарспи ятлă хĕрсем чăвашра пулнă, çав ят пĕлтерĕшĕ асăннă ăнлавсенчен пуçтарăннă теме юрать. Апла пулсан Нарспи – çĕр çине килнĕ таса, хитре чун. Таса, илемлĕ чун – таса та илемлĕ, телейлĕ пурăнма ĕмĕтленет. Нарспи-хĕр çав телее тивĕçлĕ, вăл ĕçчен, ырă, вашават. Ун ĕмĕтне кам, мĕн хуçать? Ун ĕмĕтне кам е мĕн таптать? Хăй лартнă ыйтăва К.Иванов хăех хуравлать. Çав тери ăста чĕлхепе, вышкайсăр вĕри туйăмлă ăс-хакăл шайĕпе асамлă сăмах хĕрÿлĕхĕпе, çут çанталăк (Турă) вăй-хăвачĕн чăнлăхĕпе Нарспи-хĕр - чун çылăхĕсене яр уççăн ăнлантарса парать.
Сетнер ят ăçтан тупăннă? Вăл авалхи халапсенчен илнĕ ят. Авалхи грексен халапĕсенче Сет – пуш-хир тата ют çĕршывсен Турри, вăл хăйĕнпе пĕр тăван Осариса вĕлерет. Осирис – вилекен тата чĕрелсе тăракан çут çанталăк Турри, вилнĕ çынсен шăпине татса параканни. К.Иванов авалхи грексен халапĕсене вуламан тесе калама çук, вуланă паллах. Анчах та мĕншĕн-ха вăл Нарспи – таса чун, мăшăр тума суйласа илнĕ каччăна хитре мар ят панă? Нарспи асапĕ синкерлĕ ăнлавпа çыхăннă Сетнер ятлă каччăпа туслашнă хыççăн пуçланнăран мар-и? Сетнерсĕр пурнăç Нарспишĕн – пуш хир, тăван Сипире те, ют çĕрти Хушăлкара та. Нарспи чун-чĕри Сетнер патне турăннăран ăна юратса пăрахса çылăхсем тунăран, мĕн поэма тăршшĕпех шар курать, асап тÿсет. Ун ăш-чикĕ пуш хирти пек хыпса çунать.
Автор Нарспи сăнарĕпе хăйĕн çутă шухăш-ĕмĕчĕсене, вăл чурăс та тискер йăла-йĕркесене курайманнине, сывă та ирĕклĕ пурнăç йĕркишĕн çуннине кăтартса парать. Сăнласса та вăл Нарспие туллин, пур енлĕн сăнласа панă. Нарспи сăн-сăпачĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ çын. Поэт Нарспин сăн-сăпатне çеç мар, унăн ĕçĕ-хĕлне те, хăйне те вăл килте, çын çинче, ĕçре, вăйăра мĕнле тыткаланине те кăтартса парать. Çын тенин сăн-сăпатран ытла хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе илемлĕ пулмалла. Халăх çавна нимĕнрен мала хурать.
Поэмăна пуш уйăхĕнчен, çуркуннерен пуçарса янă. Хĕвел ăшши тĕнчене вăратса илем кÿрет. Пурнăç аталанăвĕн йĕрки тĕнчере хăйĕн саккунĕсене çирĕп тытса пырать. Этемĕн çав саккунсене пăхăнма тивет. Силпи – пуян, чаплă ял. Унта пурăнакансем чунĕпе пуян-ши? Хуравĕ пур. Чăваш – ĕçсе-супса пылчăк çинче улпут пек сарăлса выртма та, вăхăт çитсен юрла-юрла ĕç тума та, ĕçкĕ-çикĕре тапăртатса савăнма та – пултаруллă халăх. Мĕн авалтан тĕпленнĕ йăла-йĕрке уявĕсене çирĕп тытса пурăнать. Кĕскенрех каласан, К.Иванов «Нарспи» поэмăра этем, Турă çырнă вунă саккуна мĕнле-мĕнле сăлтавпа пăсса çылăха кĕнине, таса чунне вараланине, варалама юраманнине питĕ меллĕн юнаса асăрхаттарть. Çăтмах евĕр курăнакан Силпи ялĕнче пулса иртекен тамăк амакĕсем, армак-чармакĕсем унталла та кунталла кăтартса тăни питĕ лайăх курăнать. К.Иванов, Силпипе Хушăлка çийĕн кăйкăрăн вĕçсе çÿресе, унти пурнăçа тимлĕн сăнаса – çылăха кĕрекенсене питлет, сивлет, тарăхать, кулянать, вĕсене леш тĕнчере мĕн кĕтнине пĕлсе шеллет:
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать», - теме хăю çитерет пулин те малалли йĕркесенче хăйне хăех хирĕçлет:
«Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать».
Çапла çав, пăхăнманни, Турă саккунĕсене хирĕç тăни – çылăха кĕрсе хăйнех асап кÿрет. «Хăй тĕнчине» тени Леш тĕнчепе çутă тĕнче пĕр тытăмра пулнине пĕлтерет.
Поэмăри Нарспи усал ĕçĕн тупсăмне уçса паракан чи пĕчĕк, чи паллă сăнар – Сентти. Кĕвенте утланса çĕмĕрттерсе çÿрекен ача ячĕ икĕ ятран пуçтарăнать: Сетнер, Нарспи. Тен, ача чухне Сетнере Сипире е амăшĕ кăна Сентти тесе чĕннĕ? Апла-и, апла мар-и – К.Иванов Хушăлкари Тăхтаман тăванĕн ывăлне Сентти ят пани ахальтен мар. Тăхтаман ячĕ те ăнсăтран тупăннă ят мар. Михетер ячĕ те михĕ сăмаха çывăх. Вăл мул миххине тултарас ĕмĕтпе анчах пурăнать. Унăн телейĕ – пуянлăх, çавă çеç. Пĕртен-пĕр хĕрне ватă пуяна сутса ярать. Тăхтамана пĕтернĕ Нарспие Сетнертен туртса илсе тепре те сутма хатĕр. Сетнере кĕрÿ туни ăна усă памасть. Сетнер Михетерĕн мул миххине нимĕн те хураймасть.
Михетер карчăкĕ çĕлен пек чашкăрса, хĕрне ятласа хĕтĕрсе тăман пулсан, хĕрне хĕрхеннĕ пулсан Нарспипе Сетнер пурнăçĕ лайăх еннелле улшăнма та пултарнă пулĕччĕ. Путсĕр Карчăк чĕлхи, çĕлен сăнни пек, тăван хĕрне ылханса «ухмах, çĕр çăтман пуç, усал, йытă» сăмахсемпе сăхать. Юлашкинчен тата ашшĕне хĕрĕ çине сурма хушать. Михетер чĕлхинче шеллев паллисем пур, Карчăк чĕлхинче ăшă, ырă пĕр сăмах та çук.
Иванов Нарспи амăшне ят паман. Çав хĕр арăм çын та мар, тăван хĕрĕн амăшĕ те мар, чунсăр çын кĕлетки вырăнĕнче кăна. Сетнер амăшĕн ят çукки – икĕ хĕр арăма икĕ хирĕçле хак памалли меслет. Суккăр юмăç старик те ятсăр. Ку та тĕрĕс. Юмăç сăмахĕ – тĕшмĕш, унпа нумай чăваш аппаланнă. Юмăç сăмахĕ е чăн, е суя пулма пултарнă. К.Иванов çакăн çичен юмăç сăмахĕсенче асăрхаттарса хăварать.
Нарспи Турă умĕнче çылăхлă: туй йăли-йĕркине пăхăнмасăр Сетнерпе тарнăшăн, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсенчен тухнăшăн, Тăхтамана вĕлернĕшĕн.
Поэмăна синкерлĕ вĕçленни – халăх сăмахлăхĕнчи юмăç чĕлхипе ылхан чĕлхи вăйĕсене тĕрĕслени. Суккăр юмăç каланипе Карчăк ылханĕн шарлак хумĕсем пĕр пулса усал ĕçне тăваççĕ-тăваççех, вĕсен сăмахĕ-ылханĕ пурнăçланать:
«Çамки шăтăк – хупăнмĕ,
Чĕри шăтăк – сыпăнмĕ.
Пÿлĕх Турă пÿрнинчен
Нимĕнпе те иртеймĕ», - юмăç сăмахĕ.
«Пĕтĕр, типĕр çакăнта,
Типĕр хăрăк турат пек!
Шăммăр-шаккăр çĕриччен
Асапланăр йытă пек!» - Карчăк ылханĕ.
Çакă вăл – çут çанталăкăн тавăру саккунĕ. Михетер мулĕ никама та телей памасть. Çав мул пирки Нарспи асапĕ пуçланать, çав мула пулах пурин те вăхăтсăр çĕре кĕме тивет. Нарспи йăмраран çакăнни те ăнсăртран мар. Йăмра – чăвашсен тăванлăх, пĕрлĕх символĕ. Чи çывăх тăван тăвана тĕп тăвать, çавăнпа та Михетер йăхĕ çĕр çинчен ĕмĕрлĕхех çухалать, кермен пек курăнса ларакан кил-çурчĕ те çунса каять. Поэма пуçламăшĕнчи хÿхĕм Нарспи поэма вĕçĕнче мĕскĕне тăрса юлать.
Поэма – тĕп пĕлтерĕшĕ – çĕр çине килнĕ чун шăпи. Кил-йыш, çемье тĕрекĕ телейлĕ, таса юрату çинче никĕсленме кирли çинчен каланине никам та асăрхаманни çамрăк поэта хумхантарнă. Поэмăра социаллă танмарлăх кĕрешĕвĕ çук. Сетнер – чух пурăнакан çын. Унăн урхамах пек лаша пур. Пÿрчĕ пĕчĕк пулсан та амăшĕн юмăçа памалăх укçа пур. Михетерĕн çичĕ тарçă пулнă, анчах та вăл ял халăхне пусмăрлани паллă мар.
Поэмăн юлашки сыпăкĕнче К.Иванов Нарспие хÿтĕлес шухăша çак йĕркесемпе туртса çыхать:
«…Пÿлĕх-турăран кăмăлĕ,
Аслă турĕ хăй хĕрне,
Атте-анне ирĕкĕ
Çирĕ сарă хĕр пуçне», - автор шухăшĕпе, Нарспи ăслă хĕр. Вăл питĕ нумай, тĕрĕс шухăшлать, тĕрĕс калать. Ăна ăнланмаççĕ.
Поэмăра пурĕ пилĕк виле: Тăхтаман, Михетерпе арăмĕ, Сетнер, Нарспи. Пурте сывă Нарспин таса чунне тамăк кăтартаççĕ. Малтан чăн тамăка хăйсем ÿпĕнеççĕ, кайран Нарспие туртса кĕреççĕ. Ят панă сăнарсенчен чĕрĕ-сывă юлни – чипер ача Сентти. Ача вăййисем иртсен «пĕчĕк куçне» пысăклатма малалли пурнăçра мĕн кĕтет-ши Сенттие?
Нарспи» поэмăпа хавхаланса çырнă, кĕвĕленĕ, ÿкернĕ, калăпланă искусство ĕçĕсем темĕн чухлех вĕсем. Пурне те каласа та пĕтереес çук. Пĕтĕмлетÿ тума вара çакăнта кĕскен те пулин тишкерсе тухнисем те çителĕклĕ.
«Нарспи» поэма чи малтан чăвашăн ăс-хакăлне, чун пуянлăхне фольклор шайĕнчен çÿлерех хăпарма пулăшрĕ. Мĕншĕн тесен çак хайлав вăл гени шухăшлавĕпе тĕнчекурăмĕнчен тăрать. Тавçăруллă çын валли унта мĕнле пурăнмаллипе пурăнмалла маррине кăтартнисем çителĕклех. Çакă вара вăл ытти искусствăсене те куçса пырать, çÿллĕ шая çĕкленме пулăшать. «Нарспи» пирĕн пĕтĕм искусство вучахне чĕртсе ярать. Çав вучахри пултарулăх хĕлхемĕ паян кун та çаплипех йăлкăшать. Унтан çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем шăранса тухасси пирки нимĕнле иккĕленÿ те çук. «Нарспи» вăл вилĕмсĕр поэма. Çавăнпа ĕнтĕ чăннипех те чăваш искусствин сăн-сăпатне пуянлатса пыракан вăй пулса тăчĕ. «Нарсписĕр» чăваш искусстви паянхи шая çитейместчĕ, чухăнрах пулатчĕ. Юрать-ха пире Туррăмăр гениллĕ К.Иванова парнеленĕ.