Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Методкопилка

Кĕнеке — пирĕн тус.



Тĕллевсем: 1) библиотека пуянлăхĕпе паллаштарасси;

2) кĕнеке вуланин пĕлтерĕшне уçса парасси;

3) кĕнекене юратас, ытларах вулас туйăма вăратасси.

 

Кирлĕ хатĕрсем: кĕнекесем ( выставка йĕркелеме ); «Кĕнеке пурне те пĕлет», «Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет», «Кĕнеке юлташпа пĕрех», «Вĕренни –çутă, вĕренменни – тĕттĕм» ваттисен сaмахĕсем.

 

Заняти юхăмĕ.

 

Ертсе пыракан. Ачасем, эпĕ сире пeĕ тупмалли юмах паратă. Унă тупсăне пĕлсен, калаçу мĕн çинчен пынине пeлĕр. «Çын мар, анчах та пурин çинчен те пĕлтерет».

 

Ачасем. Кĕнеке.

 

Ертсе пыракан. Çапла, паян эпир сирĕнпе кĕнеке çинчен калаçăпăр.

 

Таня. Сывă – и, çамрăк туссем!

Тавралла пăхса илсемĕр:

Журналсем, кĕнекесем –

Чăн юмах тĕнчи ку тейĕр.

 

Ертсе пыракан. Тĕнчери кĕнекесен шутне никам та тупса палăртас çук. Пирĕн библиотекăра вара вĕсем 20 пине яхăн. Акă сирĕн умра мĕн тĕрлĕ кĕнеке çук пуль!

 

Ертсе пыракан. Ачасем, эсир мĕнле шухaшлатăр: мĕн тума кирлĕ – ши пире кĕнеке? ( Ачасем хуравлаççĕ ) Тĕрĕс. Кĕнеке пулăшнипе эпир вулама, çырма вĕренетпĕр. Кĕнеке уçатăн та ĕмĕрсен тĕнчине лекетĕн, темиçе çĕр çул каялла пурăннă çынсен пурнăçне, шухăш – кăмăлне, ĕçне – хĕлне пĕлетĕн. Кĕнеке вуланă чух ху сисмесĕрех унти геройсемпе пĕрле пурăнма тытăнатăн. Унсăр пуçне кĕнеке чĕр чунсен, ÿсен – тăрансен пурнăçĕпе те паллаштарать. Çапла вара, Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет.

Халăх кĕнеке пирки нумай ăслă шухăшсем каланă. Халĕ вĕсене вуласа пăхăр, ас туса юлăр, пĕлтерĕшĕсене уçса парăр. ( Ачасем черетпе вулаççĕ, пĕлтерĕшĕсене уçса параççĕ.)

 

Ачасем, тен, эсир кĕнеке çинчен сăвăсем те пĕлетĕр?



 

Анжелика. Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

пĕлмелли питех нумай,

шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

çивĕчленĕр тĕрлĕ май.

Кĕнекесĕр çын вăл – тăлăх,

туссăр, пĕлĕшсĕр пекех.

Тĕттĕм çыншăн пурнăç – чăтлăх.

çут уçланкă – кĕнеке.



Алеша. Кĕнекесем халăха

пысăк усă кÿреççĕ:

вĕсен тăрăх тĕнчере

пурте çутта тухаççĕ.

Кĕнеке кам вулать,

çав нумай пĕлсе тăрать:

ăcта халăх пурăнать,

мĕнле ĕçсем вăл тăвать.



Сергей. Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ,

алăран алла вăл куçĕ.

Упрасам ăна эс, тусăм,

вăл сана та кÿрĕ усă.



Ертсе пыракан. Халĕ вара «Кĕнеке» ятлă сценка курăпăр.

Мaнукĕ. – Пар – ха тетĕп кĕнеке,

эпĕ çитнĕ пиллĕке.



Аслашшe. Çук, памастăп. Ан çыхлан

вулама вĕрен малтан.



Мaнукĕ (йăлăнса). Пар, асаттем, кĕнеке,

эпĕ çитнĕ пиллĕке.

«А» пĕлетĕп, «У» пĕлетĕп,

Вулама часах вĕренĕп.



Аслашшĕ. Çук, памастăп.

Мaнукĕ (йĕрес пек). Хăвăртрах пысăкланасчĕ, кĕнеке вуласчĕ.

Ертсе пыракан. Маттур, ачасем! Атьăр – ха вăйăсем выляр.

( « Эпĕ те…» вaййa выляççĕ ).

 

Ертсе пыракан. Питĕ маттур эсир, ачасем. Тăтăшах библиотекăна çÿрĕр. Ялта моделлĕ библиотека пур. Унта та çÿреме пултаратăр. Çитес кунсенче эпир сирĕнпе çав библиотекăна çитсе курăпăр.

Ачасем, вуламалли кĕнекесене те вĕренмелли кĕнекесем пекех упрама пĕлмелле. Мĕнле упрамалла – ха кĕнекесене?

 

( Ачасем хуравлаççĕ, сăвăсем калаççĕ ).



Роман. Кĕнеке эп,

Эс мана,


тусăм, чыслă тыткала.

Пурнăçра эп яланах

Çывăх пулaп санпала.

Саша. Ан хурат чипер сăна

Сăрласа, турткаласа.

Ан чĕрсем страницăна,

ан пĕтер таткаласа.



Сергей. Питĕ йывăр аманса

сăн – сăпат варалансан,

эп выртатăп хурланса:

тусăм, мĕншĕн ашкăнан?



Таня. Эсĕ мана упрасан,

Эпĕ саншăн тăрăшам.

Йăлт вĕрентем, йăлт калам,

ăнлантарам, пулăшам:

вулас тесен – вулама,

шутлас тесен – шутлама,

юрлас тесен – юрлама,

ташлас тесен – ташлама.



(Юлашкинчен «Кĕнеке–пĕлÿсен çăл куçĕ» кĕтесе тишкерсе тухаççĕ).

Кирлĕ хатĕрсем: кĕнекесем ( выставка йĕркелеме ); «Кĕнеке пурне те пĕлет»

Ертсе пыракан. Ачасем, эпĕ сире пeĕ тупмалли юмах паратă. Унă тупсăне пĕлсен, калаçу мĕн çинчен пынине пeлĕр. «Çын мар, анчах та пурин çинчен те пĕлтерет»

29.55kb.

09 09 2014
1 стр.


Внеклассное меропиятие в начальных классах Çăкăртан аслă ан пул! Т

Кирлĕ хатĕрсем: тырă пучаххисем, çавра çăкăр, ал шăлли, ваттисен сăмахĕсене çырнă плакатсем, купăс, шăшипе автан костюмĕсем

137.08kb.

01 10 2014
1 стр.


Хушасси тата кăларасси. 2 класс

Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Тетте» хаçатсем, алпа тунă «Тетте» страницисем, юр пĕрчисем, гирлянда, вăкăр макетне тумалли хатĕр

32.05kb.

18 12 2014
1 стр.


Юхма Мишши çырнă «Шарал» кĕнеке тăрăх ирттернĕ çавра сĕтел сценарийĕ

«Литературная Чувашия. Книга года 2008», вулав залĕнче И. Я. Яковлевăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ

242.99kb.

25 12 2014
1 стр.


Урок тěллевě: 1 сисěм-туйăм органěсемпе паллаштарасси, органсенчен кашни çын пурнăçěнче мěнле вырăн йышăнни çинчен

Урокра кирлě хатěрсем: плакат «Человек», 2 стакан шыв(пылак, тăварлă), пан улми, ручка, тетрадь, чăрăш туратти, духи, мечěк, çемçе тетте, шар, сухан апельсин, пан улми сокě, палан

81.92kb.

08 10 2014
1 стр.


Урок юхăмĕ: Урока йĕркелесе ярасси. II. Вĕреннине аса илесси. 1 Презентации «Чĕрчунсем тĕрлĕрен пулни»

Урока кирлĕ хатĕрсем: тупмалли юмахсем, презентации «Чĕрчунсем тĕрлĕрен пулни», вăйă «Кам тимлĕрех», таблица «Юман мĕнпе туслă», сăвă «Юман», «Курăнман çипсем» ÿкерчĕксем, рассказ

55.81kb.

23 09 2014
1 стр.


Сценарий. Хор? «Пир н анне»

Пурне те сывлёх сунатпёр! Мартён 8-м ш х рарёмсен уяв.? Ир к парсамёр сире =ак =урхи уяв яч пе саламлама? Аннесен кун яч пе пурне те хаваслё кулё: ырё кёмёл: пысёк телей тата юрату

35.05kb.

14 12 2014
1 стр.


Пуç таятăп, аннеçӗм, сана! Ерт пыр. Ырă кун пултăр пурне те ! Ерт пыр

Ерт пыр. Пурне те саламлатпăр, пысăк телей сунатпăр. Чӗререн тухакан чи ăшă сăмахсене хаклă

32.79kb.

09 10 2014
1 стр.