Пуç таятăп, аннеçӗм, сана!
Ерт.пыр. Ырă кун пултăр пурне те !
Ерт.пыр. Ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарнийӗ Россия Федерацийӗн президенчӗн
1998 çулхи январӗн 30- мӗшӗнчи Указӗпе килӗшуллӗн пирӗн çӗршывра
Аннесен кунне ирттереççӗ.
Ерт.пыр. Пурне те саламлатпăр, пысăк телей сунатпăр. Чӗререн тухакан чи ăшă сăмахсене хаклă
çыннăмăрсене - аннесене парнелетпӗр.
Вӗрен. Ма паян йăл кулать сар хӗвел,
Ма паян пит хаваслă тӗпел?
Анне, паян санăн уяв
Ҫавăнпа савăнатпăр чунтан.
Вӗрен. Хӗрарăм - кил ăшши ялан,
Ача – пăча сăпки умне
Ларса ачаш юр юрлакан
Юратнă, кăмăллă, анне!
Вӗрен. Хӗрарăм – чун савни, ыр асанне,
Юратнă мăшăр, ытарми анне.
Хӗрарăм – çулăмлă поэзи,
Чуна тыткăнлакан çӗн юрă эсӗ,
Пӗр сăмахпа, пурнăç тӗвви – хӗрарăм!
Вӗрен. Хӗрарăм! Ун ачаш алли
Тӗнче илемлӗхӗ валли!
Ун какăрӗн сӗтне çисе
Утма пуçлаççӗ ачасем
Чӗвӗл чӗкеçӗн сассине
Илеççӗ калаçма, вара
Пуçлаççӗ ăшă сăмахран:
Пурте: «Анне»
Вӗрен. Анне кулсан - чунра аван,
Юрлас килет, ташлас килет
Вӗрен. Эх, аннеçӗм, пӗртен пӗр анне,
Эс пире çуратан, ÿстерен,
Ăшăтатăн чуна – чӗрене,
Ҫук санран çывăх çын тӗнчере.
Вӗрен. Йышăнсам ачусен парнине-
Манăçми чун – чӗре юррине.
Вӗрен. Эс, анне, манна çуратнă
Ирхи шăпчăк пек пулма.
Ҫунат хушнă та ăсатнă
Ҫӗр çинче телей тупма.
Вӗрен. Хӗвел пек ырă çыннăм, анне,
Ҫук санран çывăх çын тӗнчере,
Яланах эс çӗклен чӗрене,
Тайма пуçăм сана, анне!
Вӗрен. Анне пурри – пуриншӗн те телей,
Ачаш сасси чун - чӗрере упранӗ.
Анне сăн – пичӗ маншăн – сар хӗвел,
Куллен - кунах вăл çиçессе шанатăп.
Вӗрен. Ман анне – вӗрентекен,
Тăрăшать вăл кунсерен.
Ачасене вӗрентет,
Лайăх çынсем пулччăр тет,
Мухтанатăп аннепе,
Ман пулас килет ун пек.
Вӗрен. Тавах, тăван анне, сана,
Кăтартрăн эсӗ тӗрӗс çул.
Эп ӗмӗр упрăп çут сăнна,
Санпа телейлӗ ман кун-çул.
Вӗрен. Тăван аннене суйламаççӗ.
Суйлас пулсан та ăна,
Эп илӗттӗмччӗ суйласа
Тăван аннем сана!
Вӗрен. Ачишӗн амăш чи хакли,
Вăл пуринчен те чи хитри.
Унăн сасси – чи çепӗççи,
Алли – ыттисенчен ăшши.
Вӗрен. Аннен çемçе аллисем
Пуçăмран шăлаççӗ.
Унăн ăшă куçӗсем
Юратса пăхаççӗ.
Вӗрен. Эпир лайăх вӗренсен
Аннен чӗри хӗпӗртет.
Эпир ырă ӗç тусан
Куçӗ савнăçпа çиçет
Вӗрен. Тавтапуç сана, анне
Пăхса ÿстернишӗн.
Тавтапуç сана, анне,
Чунтан юратнишӗн.
Вӗрен. Анне!
Ҫак ят чи çывăх.
Чи чаплă çӗр çинче.
Пурнать вăл ӗмӗр сывă
Кашни çын чӗринче.
Вӗрен. Кам – ха пире юратса,
Ачашласа, йăпатса,
Чунне парса ÿстерет,
Ҫунат пиллет, вӗçтерет?
Пурте: Юратнă анне!
Вӗрен. Кам – ха эпир чирлесен,
Япала – мӗн çӗмӗрсен,
Начар, юлхав вӗренсен
Куне хупмасть каçсерен?
Пурте: Юратнă анне!
Вӗрен. Кам – ха эпир чирлесен,
Аран –аран вӗренсен,
Туслăх мӗнне пӗлмесен
Пăшăрханать чӗререн.
Пурте: Юратнă анне!
Вӗрен. Анне кули – хӗвел шевли
Вӗрен. Анне кулли – чи илемли
Вӗрен. Анне пуртан пурнăç аван,
Хăвна телейлӗ эс туян.
Вӗрен. Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Юрла –юрла сиктернӗшӗн,
Лăпканăшăн, юратнăшăн
Чӗкеç чӗлхи пилленӗшӗн.
Вӗрен. Мӗскер сунам-ши,
Мӗскер пиллем-ши
Сана, юратнă анне?
Вӗрен. Сывлăхлă, телейлӗ пулăр.
Чун юратнă аннесем!
Яланах хаваслă кулă.
Савăнтартăр çынсене!
Ерт.пыр. Ҫакăнпа пирӗн уяв вӗçленчӗ.
Ерт.пыр. Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепӗр хут уяв ячӗпе саламлатпăр.
Ерт.пыр. Ырлăх – сывлăх, телей сунатпăр!