Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Чăваш чĕлхи - кунĕ ( сценарий)

  1. Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Паянхи куна чăваш чĕлхине халаллатпăр.

( Чăваш республикин гимнĕ янăрать)

  1. Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă?

Мĕнле атте ура çине тăратнă

Мĕнле çĕр хăйĕн çăкăрне?


  1. Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.

Чăваш анне пире савса çуратнă.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.


  1. Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.



  1. Вырăсла пĕлнишĕн вĕçсĕр савăнатă,

Ик чĕлхе пĕлнишĕн питĕ хумханатăп.

Вырăспа калаăп эпĕ вырăслах,

Чăвашпа пуплесчĕ манăн чăвашлах.

Халĕ сирĕн умра 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăвне итлеме сĕнеççĕ. ( Миша, Ирина, Анюта).



6.Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн,

Чул сăрта вататăн,

Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем !

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.


Сирĕн умра 7-мĕш класра вĕренекен Гаврилрва Кристина тата Алексеева Лариса «çуралнă кун» ятлă юрăпа .


  1. Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинсе

Янăрать сăпайлăн чăвашла.
Сирĕн умра с чăваш каччи 6-мĕш класра вĕренекен Алексеев Михаил хăй çырнă «Тăвайкки» сăввипе.


  1. Эп-чăваш ачи, саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

Юратап сăвва-юрра та,

Купăса та кĕслене.
Итлесе пăхар-ха илемлĕ чăваш ташă кĕввине. Сирĕн умра Архипова Наталья тата Александрова Вика.


  1. Ман çĕр-шыв-çĕр пин юрă çĕр-шывĕ,

Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа.


  1. Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа манн халăх чунĕ те илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçс.


  1. Ытарайми тăван чĕлхемĕр,

Сана манмастпăр ĕмĕрне .

Çухатас çук атте-аннемĕр

Пире пилленĕ парнене.
Халĕ эпĕ сире пĕр пуçлăх калаçăвне итлесе пăхма сĕнетĕп.

«Внимание! Внимание! Ыранхи нарядсене объявить тăватпăр . Шоферсем: Сидоров Коля – молоко леçет, Иванов Володя Шкпашкара со мной поедет. Самосваосем пурте сено çине, ытти шоферсем в распоряжение главного инженера. Юлташсем, паян ĕçе в пьяном виде пынă, опоздать тунă. Ку –просто безлбразие».


Аван-и çакăн пек пăсса калаçни? Хутăш пуплев вăл – тирпейсĕрлĕх, калаçу культури çукки. Вырăсла пĕлни, палах, пысăк ырлăх, пысăк çитĕнÿ. Калаçнă чух вара вырăсла пулсан – вырăсла, чăвашла пулсан – чăвашла тĕрĕс калаçас пулать.

«Халăх чĕлхине хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать», - тенĕ Илпек Микулайĕ.




  1. Тăван чĕлхе пурри савăнтарать.

Çуралнă вырăна астутарать.

Хăв халăхна хисеп тума хушать,

Çĕр-шывшăн тăрăшма вй-хал парать.

Сирĕ умра маттур та хастар чăваш чиперккисем Васильева Анастасийăпа Егорова Ирина «Урокра» юрăпа.




  1. Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Калаçса çÿретп эпĕ – чăвашла.


  1. Мухтанам чăваш пулнишĕн ,

Чăвашах пулса юлнишĕн ,

Çĕпĕç- çĕпĕç уç сассишĕн,

Акăш-макăш пур юрришĕн.

Сирĕн умра çепĕç чăваш юррипе, чăваш каччи Соколов Иван.




  1. Тăван сăмах – ахах - мерчен

Çемçе, елккен тата чечен.

Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.


  1. Тăван сăах – уяр çу кунĕ

Йăлтăртатăн хĕвел тĕрри.

Унра пурнать чăвашăн чунĕ

Пĕр ывăнмасăр, çав тери.
Сире чăваш хастар пикисем Кристинăпа Лариса «Хаваспа» юрă парнелеççĕ.


  1. Пин саслă çутă тĕнчере

Чăваш сăмахăн ялтăравĕ

Çунса тăратăн ĕнчелле

Сана тивме кун-çул пăтравĕ.


  1. Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…

Илет, пĕлет тĕнче хĕрри.

Иккĕленместĕп: тăван халх

Мăнаçлă, ăслă, чыслă, халăх.
Сирĕн умра Настя, Марина тата Оля «Айтăр юрлар-и» юрăпа


  1. Эс-çутă ĕмĕрсемпе тан,

Сипет илетĕн Атăлтан.

Чи авалхи чĕлхен ят-çумĕ


Нихçан та, ĕмĕрнете хухмĕ.

  1. Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.



Чĕлхе пулсан – пĕтместпĕр ĕмĕрте!....

Чăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)

Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та

30.4kb.

08 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе (Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси

65.26kb.

11 10 2014
1 стр.


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.


Литература кафедри Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем Шупашкарти 4-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен

Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсе

169.15kb.

10 09 2014
1 стр.


Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс (чăваш шкулĕ)
97.71kb.

14 10 2014
1 стр.


Верену содержанийе Хутла предложени

Чăваш литератури. 9 класс. В. П. Никитин(Станьял). Шупашкар. Чăваш кĕнеки издательств

483.95kb.

16 12 2014
3 стр.


Урока по теме «Чăваш юрă-кĕвĕ ÿнерĕ»

Чăваш халăхĕ ĕмĕрсем хушши пухнă ăс-хакăл культурине упраса хăварма, хисеплеме ăс парасси

66.46kb.

25 12 2014
1 стр.