Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури
9 класс (чăваш шкулĕ)
1
. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.
Ĕлĕк, ÿлĕм, вуçех, текех, тăтăш, пăртак, ерипен, анчах, вара, пайтах.
2. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?
3. Пăхăнуллă хутлă предложени пулакан 5 ваттисен сăмахĕ е каларăш çырăр.
4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.
Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)
5
. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1). Ятлă çынна … . 2). Юлташсăр çын … . 3). Малти урапа ăçтан кусать, … . 4). Çăкăра чăмласа çи, … . 5). Ĕçчен çынна пĕр сăмах, … . 6). Ĕçлени çыншăн пулсан та – … . 7). Кирек мĕнле ĕç те … .
6. Кайăк е чĕр чун ячĕ хушаматлă чăваш писателĕсемпе поэчĕсене камсене пĕлетĕр?
7. И. Е. Тăхти хăйĕн хăш хайлавĕнче ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă?
8. «Шишка» калавра сăмах кам е мĕн пирки пырать? Авторĕ кам?
9. «Чĕкеçĕм, чĕкеç…» повеçри сăнарсене палăртăр. Повесть авторĕ кам? «Чĕкеçĕм, чĕкеç» тесе кам пирки каланă?
10. Мĕн вăл новелла? Хăвăр вĕреннĕ мĕнле новеллăсене пĕлетĕр? Авторĕсене палăртăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем
9 класс (чăваш шкулĕ)
1.
Ĕлĕк – авал, ÿлĕм – кайран, вуçех – пĕртте, пачах; текех – пĕрмай, ялан; тăтăш – час-часах, çине-çине, пĕрмай; пăртак – кăштах, кăшт; ерипен – майĕпен, хуллен, аран; анчах – халь çеç, тин çеç; вара - кайран, ÿлĕмрен; пайтах – нумай, чылай, самай. Кашни сăмахĕпе пĕр синоним тĕрĕс тупнă пулсан
5 балл лартма юрать (1 сăмахшăн – 0,5 балл).
2.
Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).
Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те ( 5 тĕрĕс хуравшăн
2 балл лартма юрать).
Чи нумаййи 5 балл пулать.
3.
Кашни тĕрĕс тупнă предложенишĕн 1 балл лартмалла. Чи нумаййи 5 балл пулать.
4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :
Тĕрекленсе – тĕреклен – тĕрек (яп. ячĕ) + лен, хĕрÿллĕ – хĕрÿ (пал. ячĕ) + ллĕ, вăйлă – вăй (яп. ячĕ) + лă, ăшăтатăн – ăшăт – ăшă (пал. ячĕ) + т, çунтаратăн – çунтар – çун (гл.) + тар, вилĕм – вил (гл.) + ĕм, тытамакĕ – тыт (гл.) + амак. Тĕрĕс тупнă кашни сăмахшăн ≈ 0,35 б., пулăвне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,35 б. Чи нумаййи – 5 балл.
5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1). Ятлă çынна ял савать. 2). Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. 3). Малти урапа ăçтан кусать, кайри те çавăнтанах кусать. 4). Çăкăра чăмласа çи, сăмаха шухăшласа кала. 5). Ĕçчен çынна пĕр сăмах, кахал çынна çĕр сăмах. 6). Ĕçлени çыншăн пулсан та – ĕçе вĕренни хăвăншăн. 7). Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать. Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.
6.
Г. Орлов, А. Воробьев, П. Львов, А. Медведев, С. Шăпчăк, А. Волков, М. Волкова, Г. Волков, И. Лисаев, В. Синичкин, Уйăп Мишши, Кашкăр Микули, А. Галкин, Ю. Скворцов.
(10 хушамат каланă пулсан 5 балл лартма юрать.) Пĕр тĕрĕс ятшăн – 0,5 балл.
7.
И. Е. Тăхти хăйĕн «Шерхулла» калавĕнче ĕлĕкхи чăваш туйне питĕ ăста çырса кăтартнă. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.
8.
Тăван чĕлхинчен писнĕ Ваçлей Иванч пирки (2,5 б.). Авторĕ – Хумма Çеменĕ (2,5 б). Чи нумаййи – 5 балл.
9.
Рая, Стас, Алюш, Галя, Юрик (2 б. – 0,4). Повесть авторĕ – Л. Сачкова (1,5 б.). «Чĕкеçĕм, чĕкеç» тесе Рая пирки каланă (1,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.
10.
Новелла – пысăк мар проза жанрĕ, калав тĕсĕ. Новеллăра пĕр-пĕр вĕçленнĕ пулăма çырса кăтартаççĕ (3 б.). М. Исаевăн «Рабфак хĕрĕ», М. Юманăн «Пÿлĕх йăмри» (2 б.).
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).
Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури
10 класс (чăваш шкулĕ)
1. Панă сăмахсен синонимĕсене (виççĕрен кая мар) тупса çырăр.
Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).
2. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?
3. Текстри хутлă предложенисене çырса илĕр, вĕсен тĕсне, çыхăну мелне палăртăр.
Ытла та ырă-çке хĕвел анас умĕн хĕллехи сывлăшра! Йывăçсем çинче, кĕç-вĕç тăкăнас пек, юр чăмаккисем çакăнса тăраççĕ. Çÿлте темле тяк! тяк! сасă илтĕнет: ку пакша иккен, туратран турат çине вĕçĕмсĕр сикет.
Эпĕ уçланка тухатăп. Умра мĕн тери илем! Аялта ывăç тупанĕ çинчи пек айлăм сарăлать, унта кÿлĕ çуталса выртать. Кÿлĕ тепĕр енче – ял. Хĕвел аннă чух çакă пĕтĕмпех юмахри пекех туйăнать.
4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.
Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана! (А. Артемьев.)
5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1). Çăмарта шурă тесе … . 2). Сăмах çăмах мар, … . 3). Çĕр çын вĕрсен … . 4). Ĕçес килсен тин … . 5). Аслăран та асли пур, … . 6). Ыр ут çынна таптамасть, … . 7). Калаçу вăрăм пулсан та … .
6. XVIII ĕмĕрте чăваш çыруллă сăмахлăхĕнче палăрнă çыравçăсене асăнса тухăр.
7. И. Юркинăн «Мул» повеçĕнче сăнланнă вăхăта палăртăр. Хайлавăн тĕп геройĕ кам?
8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.
9. Н. Бичурин «Тĕлĕк» одине кама халалланă?
10. Эпика ретĕнчи жанрсене çырса парăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем. Чăваш шкулĕ 10 класс
1. Вашават – тарават, кăмăллă, юмарт, уçă кăмăллă (2,5 б.); пайта – усă, сипет, сип(лĕх), пархатар; тупăш, услам, сĕтев (2,5 б.) 3-шер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан 5 балл лартма юрать.
2.
Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).
Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те ( 5 тĕрĕс хуравшăн
2 балл лартма юрать).
Чи нумаййи 5 балл пулать.
3. Хутлă предложенисем:
1. Ытла та ырă-çке хĕвел анас умĕн хĕллехи сывлăшра! – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – умĕн хыç сăмах.
2. Çÿлте темле тяк! тяк! сасă илтĕнет: ку пакша иккен, туратран турат çине вĕçĕмсĕр сикет. – Союзсăр хутлă предложени. – Çыхăну мелĕ – интонаци.
3. Аялта ывăç тупанĕ çинчи пек айлăм сарăлать, унта кÿлĕ çуталса выртать. –Союзсăр хутлă предложени. – Çыхăну мелĕ – интонаци.
4. Хĕвел аннă чух çакă пĕтĕмпех юмахри пекех туйăнать. – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ – чух хыç сăмах. Тĕрĕс тупнă кашни предложенишĕн ≈ 0,63 б., çыхăну мелне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,63 б. Чи нумаййи – 5 балл.
4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :
Илемлĕ – илем (яп. ячĕ) + лĕ, асамлă – асам (яп. ячĕ) + лă, кĕвĕллĕ – кĕвĕ (яп. ячĕ) + ллĕ, янăравлă – янăрав (яп. ячĕ) + лă, ачашлама – ачашла – ачаш (пал. ячĕ) + ла, амантма – амант – аман (гл.) + т, çĕклеме – çĕкле – çĕк (яп. ячĕ) + ле, ÿкерме – ÿкер – ÿк (гл.) + ер, хавхалантарма – хавхалантар – хавхалан (гл.) + тар, çунатлантарма – çунатлантар – çунатлан (гл.) + тар, кивелми – кивел – кив (ĕ) (яп.ячĕ) + ел, ирĕклĕ – ирĕк (яп. ячĕ) + лĕ, янра – ян (ев. сăм.) + ра, чаплă – чап (яп. ячĕ) + лă. Тĕрĕс тупса пулăвне тĕрĕс ăнлантарнă кашни сăмахшăн ≈ 0,36 б. Чи нумаййи – 5 балл.
5.
1) Çăмарта шурă тесе шуратмасăр çиме çук. 2) Сăмах çăмах мар, хыпса çăтса яраймăн. 3) Çĕр çын вĕрсен капан тÿнет. 4) Ĕçес килсен тин пусă алтмаççĕ. 5) Аслăран та асли пур, ăслăран та ăсли пур. 6) Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна хурламасть. 7) Калаçу вăрăм пулсан та сăмах кĕске пултăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.
6.
Е. Рожанский, Н. Бичурин, С. Михайлов-Янтуш, Г. Филиппов, М. Арзамасов, М. Дмитриев, И. Яковлев. 5 ят тĕрĕс асăннă пулсан 5 балл лартма юрать.
7.
XIX ĕмĕр вĕçĕнчи ял пурнăçĕ (2,5 б.). Хайлавăн тĕп геройĕ – Праски карчăк (2,5 б.). Чи нумаййи – 5 балл.
8.
Повесть (1,5 б.). Авторĕ – Ю. Скворцов (1,5 б.). Геройсем – Тамара, Рая, Вова, Валентин, Вера Федоровна, Геннадий Васильевич, Елена Сардоновна…(5 ят тĕрĕс каланă пулсан – 2 балл). Чи нумаййи – 5 балл.
9.
Хусан архирейне, хăйĕн вĕрентекенне – Амвросий Бодабедова. Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
10.
Эпика ретĕнчи жанрсем: роман, повесть, сăвăлла повесть, хайла, халап, юмах, юптару, шÿт, калав, новелла, тĕрленчĕк, эссе, очерк, фельетон, памфлет, репортаж. (
10 тĕрĕс хурав пулсан
5 балл. Пĕр тĕрĕс хуравшăн 0,5 б.)
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).
Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури, 11 класс (чăваш шкулĕ)
1. Сăмах майлашăвĕсенчи паллă ячĕсене çывăх пĕлтерĕшлисемпе (синонимлисемпе) улăштарса çырăр:
килĕшÿллĕ пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах, килĕшÿллĕ тум-тир, килĕшÿллĕ çын.
2. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсене пурне те çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.
Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăсти пулнă. Чăваш чĕлхинче çĕр пин сăмах, чăваш халăхĕн çĕр пин тĕслĕ тĕрри, çĕр пин юрри пур теççĕ. Чăн та, пире тăван юрă сăпкара чухнех илтĕнме тытăнать. Пире вăл яшлăх кунĕсене хаклама вĕрентет, пурнăçра пиçĕхсе çитме хистет, ват атте-аннене хисеплесе сума сума ăс парать, ĕçре паттăр та сумлă пулма хистет. (Илпек Микулайĕ.)
3. Мĕн вăл ĕç хучĕ? Унăн уйрăмлăхĕсене палăртăр. Эсир ĕç хучĕсен мĕнле тĕсĕсене пĕлетĕр?
4. Текстри хутлă предложенисене çырса илĕр, вĕсен тĕсне, çыхăну мелне палăртăр.
Çил çук, анчах тинĕс лăпкă мар. Каска пек хумсем пĕр чарăнмасăр çаврăнса, пăлханса тăраççĕ, пирĕн карапа пыра-пыра çапăнаççĕ. Йăлтăркка çутă пайăркасемпе выляса тăракан тинĕс инçетре тĕксĕм пĕлĕтпе пĕрлешет.
Çурçĕртен çил вĕрме тапратсан тинĕс алхасса каять, пăрсене çĕмĕрсе тăкса унталла-кунталла сирпĕтме тытăнать, хумсемпе пин пăтлă татăксене çĕкле-çĕкле çапать те сĕлĕ пĕрчи пек ватса тăкать. Таçтан инçетренех аçа çапнă пек шăтăртатни, тупă евĕр кĕрĕслетсе çĕмĕрĕлни илтĕнет. (Хв. Уяр.)
5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1). Çĕрте малта пыр, … . 2). Кив пÿрте пăсиччен … . 3). Вăрман пек пуянни çук, … . 4). Кăмакара пиçменни … . 5). Хир урли курăнать, … . 6). Çурт лартма йывăр мар, … .7). Калаçсан – сăмах, … .
6.
Хв. Уярăн «Таната» романĕнче чăваш халăхĕн мĕнле йăли-йĕрки сăнланнă?
7. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи проблемăсене палăртăр.
8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?
9. Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçăсен пĕр пек ятлă мĕнле хайлавне пĕлетĕр? Хайлав ятне тата авторĕсене палăртăр.
10. Мĕн вăл хайлав тытăмĕ? Хăвăр вуланă пĕр-пĕр илемлĕ хайлава тĕслĕх вырăнне илсе унăн тытăм пайĕсене çырса ăнлантарăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем
Чăваш шкулĕ 11 класс
1.
Килĕшÿллĕ пурнăç – тату пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах – вырăнлă сăмах, килĕшÿллĕ тум-тир – çыпăçуллă тум-тир, килĕшÿллĕ çын – кăмăллă (ырă), илемлĕ çын.
2. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :
ăсти – ăста – ăс (яп. ячĕ)+ та, тĕслĕ илтĕнме – илтĕн – илт (гл.) + ĕн, тытăнать – тытăн – тыт (гл.) + ăн, яшлăх – яш (яп.ячĕ) + лăх, хаклама – хакла – хак (яп. ячĕ) + ла, вĕрентет – вĕрент – вĕрен (гл.) + т, пурнăçра – пурнăç – пур(ă)н (гл.) + ăç, пиçĕхсе – пиçĕх – пиç (гл.) + ĕх, хисеплесе – хисепле – хисеп (яп. ячĕ) + ле, сумлă – сум (яп. ячĕ) + лă. Тĕрĕс тупнă кашни сăмахшăн ≈ 0,25 б. = ≈2,5 б, пулăвне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,25 б. = ≈2,5 б. Чи нумаййи – 5 балл. Пурĕ 10 сăмах.
3.
Ĕç хучĕ – пĕр калăппа, çирĕп стандарта пăхăнса çырмалли документ. Кашнин хăйĕн йĕрки, çирĕпленнĕ форми пур. Ĕç хучĕн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн адресĕ пулать. Ăна кам çырнине тата кама валли, мĕнле тĕллевпе çырнине уçăмлă кăтартаççĕ. Ĕç хучĕн текстне ăнланма çăмăл, уçăмлă чĕлхепе çырмалла. Унта ытлашши сăмах пулмалла мар (тĕрĕс ăнлантарнăшăн - 3 балл).
Ĕç хучĕсен тĕсĕсем: ыйту, пĕлтерÿ, автобиографи, шантару, акт, расписка, отчет т.ыт.те ( 5 тĕрĕс хуравшăн
2 балл лартма юрать).
Чи нумаййи 5 балл пулать.
4. Хутлă предложенисем:
1. Çил çук, анчах тинĕс лăпкă мар. – Сыпăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ –
анчах союз.
2. Çурçĕртен çил вĕрме тапратсан тинĕс алхасса каять, пăрсене çĕмĕрсе тăкса унталла-кунталла сирпĕтме тытăнать, хумсемпе пин пăтлă татăксене çĕкле-çĕкле çапать те сĕлĕ пĕрчи пек ватса тăкать. – Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ –
деепричастин -сан аффиксĕ.
3. Таçтан инçетренех аçа çапнă пек шăтăртатни, тупă евĕр кĕрĕслетсе çĕмĕрĕлни илтĕнет. –
Пăхăнуллă хутлă предложени. Çыхăну мелĕ –
пек хыç сăмах.
Тĕрĕс тупнă кашни предложенишĕн ≈ 0,84 б., çыхăну мелне тĕрĕс ăнлантарнăшăн ≈ 0,84 б. Чи нумаййи – 5 балл.
5.
1) Çĕрте малта пыр, пинте кая ан юл. 2) Кив пÿрте пăсиччен çĕннине ларт. 3) Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. 4) Кăмакара пиçменни хĕвел çинче пиçес çук. 5) Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. 6) Çурт лартма йывăр мар, никĕсне хывма йывăр.7) Калаçсан – сăмах, кассан – турпас. . Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 0,72 б. Чи нумаййи – 5 балл.
6.
Туй, улах, çĕр вăрлани, хĕр вăрлани, çурт никĕсне хывни.
Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.
7.
Çемье арканăвĕ, уйрăм çын трагедийĕ, классен социалла хирĕçтăрăвĕ, юратупа ултав. Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 1 балл. Чи нумаййи – 5 балл.
8.
Чĕлхен чăн илемĕ, чун-чĕрен хĕвеллĕ хĕлхемĕ, çунатлă ăс. Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 1,67 б. Чи нумаййи – 5 балл.
9.
К. Ивановăн «Шуйттан чури» (2,5 б.), Я. Ухсайĕн «Шуйттан чури» (2,5 б.). Чи нумаййи –
5 балл.
10.
Хайлав тытăмĕ – хайлавăн темăпа шухăша уçса пама кирлĕ уйрăм пайĕсене, паллисене, сăнарĕсене пĕр-пĕринпе пĕтĕмĕшле çыхăнтарса йĕркелени (≈ 3 б). Тĕслĕх тупса ăнлантарнăшăн
≈ 2 б. Чи нумаййи –
5 балл.
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).