Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Регионсем шайĕнчи олимпиада (2013)

Чăваш чĕлхипе литератури. 9 класс (чăваш шкулĕ)
1. Текста вулăр, иккĕмĕшле сăмахсене пурне те пуçламăш формăра çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Халăх пурнăçĕнче мĕн пурри пурте чĕлхере сăнланать. Чĕлхере халăхăн иртнĕ кун-çулĕ те, ĕмĕчĕ-шанчăкĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те – пурте йĕрленсе юлать. Чĕлхе халăхăн пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлÿлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те шутланать. (И.А. Андреев.)



2. Текста вулăр, паллă тунă предложенири чарăну паллисене ăнлантарăр. Текстра тĕл пулакан кайăк ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр.

Вăрманта лăпкă мар. Çывăхрах чăваш пек ĕçчен ула такка хăрнă йывăçа сăмсипе таккать. Ватă çăка çинче, килти ĕç-пуçа пуçтарнăшăн савăннă инке евĕр, капăр кăсăя юрласа ларать. Кукăр сăмсасем чăрăш йĕкелĕсене васкавлăн шĕкĕлчеççĕ. Шăван кайăк ушкăнĕ чăрăш вулли тăрăх çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле татти-сыпписĕр чупса кĕшĕлтетет. Сулахайра, вĕтлĕх вăрманти ĕшне хĕрринче, пилеш кайăкĕ чăрлатни илтĕнкелет. Пур чĕрĕ чун пикенсе ĕçлет. Ăсан аçисем çеç, хурăн кăчки çисе тăраннăскерсем, хăртнă варрине пухăнса ларнă. (М.Кипек çырнинчен.)



3. Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр:

1. Çурт лартма йывăр мар, …. 2. Урине сырма пĕлмен çын … 3. Çын ĕçпе ватăлмасть, … 4. Вăрман пек пуянни çук,… 5. Çилхине алăран вĕçертсен … 6. Кăмакара пиçменни … 7. Пĕччен пуç пĕшкĕнет, ….



4. Мĕн вăл шухăш тĕшши? Предложенисенчи шухăш тĕшши пулакан сăмахсене тупса çырăр.

1. Пĕр çын пăснине пин çын та тÿрлетеймест. 2. Ут усрама ут кирлĕ. 3. Кил еннелле ывăннă лаша та хăвăртрах утать. 4. Çынна усал тăвакан хăй те усал курать. 5. Вăрман нихçан та пушă ямасть.



5. Чăваш чĕлхинче мĕнле глагол çуклă формăра кăна тĕл пулать?
6. Атăлçи Пăлхар патшалăхне сăнласа паракан çул çÿревçĕ ятне калăр.

7. М. Юманăн «Пÿлĕх йăмри» новеллин тытăмне ăнлантарăр.

8. Вĕрÿ-суру чĕлхисене пухса тĕпчекенсене асăнса тухăр.

9. «Ăрăмлă сăмахлăх» тени мĕне пĕлтерет? Унпа ăçта тата хăçан усă кураççĕ?

10. Мĕн вăл хайлав хавхи? Хавха тĕсĕсене асăнса тухăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Регионсем шайĕнчи олимпиада (2013)

Чăваш чĕлхипе литератури. 10 класс (чăваш шкулĕ)
1. Текста вулăр, иккĕмĕшле сăмахсене пурне те пуçламăш формăра çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

XIX ĕмĕр вĕçнелле ют сăмахсем пирĕн чĕлхене çыру урлă кĕме тытăнаççĕ. Кĕнекесене вырăсларан куçарнă май чăвашла куçарăнман сăмахсене вырăссем майлах çырма тытăнаççĕ. Çырнине пăхса вуланă чух та вĕсене вырăсла вуламалла пулса тухать. Вулавран вара çырнă пек каласси калаçăва кĕме тытăнать. Çак тапхăртан чăваш чĕлхи икĕ сийлĕ пулма пуçлать: пĕр сийне чăваш сăмахĕсемпе ютран маларах йышăннисем кĕреççĕ, теприне – ютран каярах çыру урлă йышăнаканнисем. (И.А. Андреев.)


2. Предложенири тиресене мĕнле правилăна пăхăнса лартнă?

Лайăх канатăн – чир-чĕре манатăн, канаймастăн – малалла каяймастăн. (А. Ĕçхĕл.)



3. Текстри хутлă предложенисене тупăр (номерĕсене кăтартăр), вĕсен тĕсне, çыхăну мелне тĕслĕхри пек палăртăр.

Тĕслĕхрен: 1 – пăхăнуллă хутлă предложени, çыхăну мелĕ – -ран аффикс.


(1) Тенкел çине пырса лартăм. (2) Кăтра хурăн мана кĕтсе тунсăхланă пулас, эпĕ пырса ларсан çамрăк пĕвĕпе ман еннелле кăштах авăнса илчĕ те тенкĕ евĕр çулçисемпе алă çупса ячĕ. (3) Сулхăн çил каç çывхарса килнине систерчĕ. (4) Вăл чăрсăр ача пек малалла чупса кайрĕ, çатан карта хĕррипе ÿсекен хурлăхан тĕмĕсене чаштăртаттарса ачашларĕ, унтан çинçе пилеш туратĕнчен уртăнса чуччу ярăнчĕ, вара, улмуççисем хушшипе йăпшăнса, каллех эпĕ ларакан хурăн патне пычĕ. (5) Те хурăн пахчари ытти йывăçсенчен çÿллĕрех пулнăшăн, те ытла мăн кăмăллă та кăтра пулнăшăн, çил ăна ытти йывăçсенчен ытларах савнăн туйăнать. (6) Вăл пĕр туратран тепĕр турат çине уртăнчĕ, шухă ача пек шăхăра-шăхăра илчĕ. (7) Пахча тепĕр вĕçĕнче шăпчăк каçса кайса юрларĕ. (8) Хурлăхан тĕмĕ ăшĕнче çепĕç чĕлхеллĕ кайăк тем çинчен чĕвĕлтетсе калаçкаларĕ те ыйха путрĕ.

4. Çак сăмахсен синонимĕсене тупса çырăр (кашни сăмахĕпе – 3-рен кая мар).

Илпек (паллă ячĕ), еткерлĕх (япала ячĕ), ĕлккен (паллă ячĕ).
5. Панă сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшне чăваш чĕлхинчи синонимлă сăмах çаврăнăшĕсемпе (5-рен кая мар) ăнлантарса çырăр.

Душа в душу (жить).
6. С. Михайлов-Янтушăн диалог формипе ăсталанă хайлавĕсене асăнăр.

7. И. Н. Арзамасов хăйĕн сăввисенче мĕнле кайăксен ячĕсене час-час асăнать?

8. И.Я. Яковлевăн «Манăн пурнăç» аса илĕвĕнче Хĕр сăри (кĕр сăри) уявне хăçан ирттерни пирки çырнă?

9. Турхан Яккăвĕ мĕнле вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă? (5 ятран кая мар.)

10. Мĕн вăл сюжет? Пĕр-пĕр илемлĕ хайлава тĕслĕх вырăнне илсе сюжетăн тĕп пайĕсене çырса ăнлантарăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Регионсем шайĕнчи олимпиада (2013)

Чăваш чĕлхипе литератури. 11 класс (чăваш шкулĕ)
1. Текста вулăр, иккĕмĕшле сăмахсене пурне те пуçламăш формăра çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.

Этем тени пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаймасть. Хутшăнма вара çынна чĕлхе кирлĕ. Чĕлхе пире пĕр-пĕринпе паллаштарать, туслаштарать, тепĕр чухне кÿрентерет те, çапăçтарать те. Йытăпа йытă харкашса паллашать, çынпа çын калаçса паллашать тесе ахальтен каламан ваттисем. Чĕлхе çынна ĕçре те, уявра та, вĕренÿре те кирлĕ. Чĕлхе çынна вĕрентет, унăн тавра курăмне анлăлатать, курманни тата пĕлменни çинчен пĕлтерет, çыннăн ăс-тăнне кăна мар, туйăмне те тарăнлатать. (И.А. Андреев.)


2. Тĕслĕхсенчи паллă тунă евĕрлев сăмахĕсем предложенин пĕлтерĕш сĕмне мĕнле улăштарнине ăнлантарса çырăр.

1). Çумăр шапăр-шапăр çуса иртрĕ.

2). Çумăр шăпăр-шапăр çуса иртрĕ.

3). Çумăр шăпăр-шăпăр çуса иртрĕ.

4). Çумăр шĕпĕр-шĕпĕр çуса иртрĕ.
3. Предложенисене тытăмне кура икĕ ушкăна (предложени номерне кăтартса) уйăрăр. Вĕсем мĕнле предложенисем пулнине калăр.

(1) Çĕлен сăхнă çын пăявран та хăранă. (2) Хуçа пулсан хуçалăх та юсанать. (3) Хăв аллупа тунă япала яланах хаклă. (4) Çил тухиччен тĕк те хăй йывăрăшне ĕненет. (5) Çĕр анне паракан тивлетĕн чикки çук. (6) Шыв май юхакан пулă тинĕсе юхса çитнĕ. (7) Çуркунне вăй хурсан кĕркунне мул пухатăн. (8) Чăпăркка туяниччен сĕлĕ ытларах туян.


4. Çак сăмахсен синонимĕсене тупса çырăр (кашни сăмахĕпе – 3-рен кая мар).
Ĕрĕх (глагол), иксĕл (глагол), ĕлккен (паллă ячĕ).
5. Панă сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшне чăваш чĕлхинчи синонимлă сăмах çаврăнăшĕсемпе (5-рен кая мар) ăнлантарса çырăр.
Когда (пока) рак свистнет.
6. Сăвар-пăлхарсен авалхи тотемĕсене асăнса тухăр.

7. А. Алкан «Шыв арманĕ» хайлавĕн жанрне палăртăр.

8. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнчи Çамакка ачисене мĕнле пурлăх парса хăварнă?

9. Х. Уярăн «Таната» романĕ мĕнле пайсенчен тăрать?

10. Мĕн вăл трагеди? Ухсай Яккăвĕ мĕнле трагедисем ăсталанă?
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.

Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс (чăваш шкулĕ)
97.71kb.

14 10 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2013) Чăваш чĕлхипе литератури. 9 класс (чăваш шкулĕ)

Текста вулăр, иккĕмĕшле сăмахсене пурне те пуçламăш формăра çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр

49.49kb.

16 12 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс

Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ

73.2kb.

23 09 2014
1 стр.


Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


Верену содержанийе Хутла предложени

Чăваш литератури. 9 класс. В. П. Никитин(Станьял). Шупашкар. Чăваш кĕнеки издательств

483.95kb.

16 12 2014
3 стр.


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)

Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та

30.4kb.

08 10 2014
1 стр.


Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Класс тулашĕнчи ĕçе хатĕрлекенĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ерт

46.07kb.

12 10 2014
1 стр.