Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Тури Ачакри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул
Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци
Пуçра мěн чухлě шухăш санăн,

Мěн чухлě ěмěт хальлěхе.

Сана,ачам, пурне те панă

Чăваш чěлхи, тăван чěлхе.

(Я.Ухсай)
Чǎваш чĕлхи эрни Тури Ачак шкулĕнче «Тǎван енěм – Чǎваш ен» презентаципе паллашнипе пуçланчĕ. Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.В.Максимова паллаштарчě. Пурне те чăваш тумě тăхăнма сěнчě, чи пултаруллисене палăртасси пирки пěлтерчě.

Ака уйăхěн 23-мěшěнче 5 класра вěренекенсем истори урокěнче тăван ен историйěпе тěплěнрех паллашрěç. Чăвашсем мěнле пулса кайни, Атăл çи Пăлхар патшалăхěнче мěнле пурăнни ачасене кăсăклантарса ячě. Пирěн мăн асаттесем Вăтам Атăл тăрăхне хăçан вырнаçни, мěн ěçлени, тăхăнни, йăли-йěки пирки презентаци пăхни вěренекенсене кăсăклă пулчě. Нумайăшě презентацие ашшě-амăшне, шăллě-йăмăкне кăтартма çырса та кайрě.

2-мěш класра вěренекенсем чăваш халăх вăййисене вěренчěç. «Çерем акса вир акрăм», «Вěçетпěр», «Пÿрнесем», «Утар, утар, утар-и?» тата ыттисем те. Ачасем хавхалансах чěнÿ-йыхрав, вăйă-шăпа сăввисене итлерěç. Çитес вăхăтра тепěр хут вăйăсене çерем çинче выляма кăмăл турě. 4»а» класра вěренекенсем «Çитрě ырă çуркунне» сочинени çырчěç. Çуркунне ырлăхне, çут çанталăк илемне уçса пама тăрăшрěç. Творчествăлла ěçе пурнăçланă май чăваш поэчěсен сăввисемпе усă курчěç.



Ака уйăхěн 24-мěшěнче 9 класра «Чăваш республикин патшалăх символěсем» ятпа калаçу сехечě иртрě. Вěренекенсем чăваш патшалăх символěсене тепěр хут тишкерчěç, презентаципе паллашрěç.

Презентацие хатěрлекен Палейкина Светланăпа Степанов Константин чăваш гербне шутласа кăларакан Элли Юрьев çинчен каласа кăтартрěç, ялавăн тěсěсемпе çыхăннă викторина ирттерчěç. Пурте пěрле Чăваш республикин гимне юрларěç. Класс ертÿçи Иванова Елена Васильевна чăваш тумне тăхăнса килнě, ачасене вирьялсен тумěпе паллаштарчě. Мероприяти ачасемшěн усăллă иртрě.

6 класра вěренекенсем «Чăваш юмахěсем тăрăх ÿкерчěк ÿкерер-ха!» творчествăлла конкурса хутшăнчěç. «Сарă кун çěр-шывěнче», «Ăслă хěр», «Тилěпе ула такка» тата ытти юмахсем тăрăх ÿкернě ÿкерчěксем пурне те килěшрěç. Чи пултарулли вара Елена Одикова пулса тăчě.

Ака уйăхěн 25-мěшěнче 3-мěш «а» класра «Çак сăвва эп ахаль мар вуларăм» сăвă вулакансен конкурсě иртрě. Ачасем чăваш поэчěсен тěрлě сăввисене вуларěç. Петрова Кристина, Петрова Ксения тата Максимов Алексей хăйсем çырнă сăвăсемпе те паллаштарчěç. Ачасене уйрăмах чăваш тумěсем тăхăнни килěшрě.

5-мěш класра вěренекенсем «Тăван чěлхе – чăваш чěлхи» сочинени çырчěç. Хăйсен шухăшěсене И.Я.Яковлев, Г.Волков сăмахěсемпе çирěплетсе пачěç.

Чăваш чěлхи кунне тата аслă вěрентекенěмěр çуралнă куна халалласа 10-мěш класра вěренекенсем И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» панă халал тăрăх пěчěк спектакль лартрěç. Шкул ачисене халал сыпăкěсемпе паллаштарчěç. Чăвашла тěрěс калаçма, тăван чěлхене тăрăшса тěпчеме чěнсе каларěç. Иванова Елена, Соловьева Лидия, Конов Анатолий тата ыттисем выляни ачасене питě килěшрě.

8-мěш класра вĕренекенсем Тури Ачак ялĕнчи чăваш хресчен музейенче экскурсире пулса курчĕç. Линда Юрьевна, музей ертÿçи, ачасене чăваш халăх тумĕсемпе, хуçалăхра усă курнă хатĕрсемпе, кил-çурт ăшĕпе паллаштарчĕ. Хальхи тата ĕлекхи пурнăçа танлаштарса пăхрěç саккăрмĕшсем. Уйрăмах ачасене пир-авăр хатĕрĕсем килĕшрěç. Арçын ачасем пир те çапса пăхрěç. Хĕрсене чăваш çи-пуçĕ кăмăла кайрĕ.Чăваш хресчен кил- çурчĕ пурне те килĕшрĕ.



Ака уйăхěн 26-мěшěнче «Ырă çын пулар» ятпа инсценировкăсен кунě иртрě. 5 класра вěренекенсем И.Я.Яковлев калавěсене сцена çине кăларчěç. «Кахалпа юлхав», «Кулачă» тата ытти калавсем ачасене атте-аннене хисеплеме, ěçе вăхăтра тума, тăрăшса ăс пухма вěрентеççě.

Александр Галкин çырнă «Йывăр чир» шÿт те ачасене килěшрě. Игорь Кузьмин, Яковлева Наталья, Спирин Максим хăйсене шанса панă рольсене ăста вылярěç. Суйни-улталани ырри патне илсе çитерменни çинчен аса илтерчěç.

6 класра вěренекенсем Мария Николаева çырнă «Хурăн сěткенě» пьесăпа хурăнсене сěткеншěн амантма юраманнине, кашни ачан йывăç лартма тăрăшмаллине аса илтерчěç. Сидоров Владимир, Мареев Александр тата ытти ачасем хăйсен ролěсене ăста вылярěç.

8 класри çамрăк артистсем «Слакпуç ачи» инсценировкăпа паллаштарчěç. Куракансем Константин Ивановпа тата унăн шăллěпе – Квинтилианпа - «тěл пулчěç», автора «Нарспи» поэма çырма мěн хавхалантарнине пěлчěç. Герасимов Богдан, Комаров Александр, Маркова Валентина тата Белякова Марина вылянине ачасем тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. Çамрăк артистсене малалла та çитěнÿсем сунчěç.

1 «а» класра вěренекенсем «Пукане» юмаха рольсем тăрăх вуларěç. Юмахра тěрлě чěрě мар япаласем те, чěр чунсем те этем пекех калаçни ачасене кăсăклантарса ячě. Уяв тумне тăхăннă ачасем вăхăта усăллă ирттерчěç.

Ака уйăхěн 27-мěшěнче чăваш чěлхи эрнине халалласа «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать» пултарулăх каçě иртрě. Чăваш юррисенчен хатěрленě программа вěренекенсене те, вěрентекенсене те кăмăла кайрě. Чылайăшě çамрăк артистсемпе пěрле юратнă юрăсене шăрантарчěç. Уйрăмах Семенова Ева, Гусарова Дарья, Порфирьева Анастасия, Ястребова Татьяна юрланисене тăвăллăн алă çупса кěтсе илчěç. 5 класра вěренекенсем музыка учителěпе Степанова Н.Л. «Чăваш ен» юрра юрласа пачěç.

Пултарулăх каçě ачасем чăваш юррисене кăмăлланине кăтартса пачě.



Ака уйăхěн 28-мěшěнче çиччěмěш класра вěренекенсем чăваш чěлхи эрнине халалласа «Чăваш тěнчи» стена хаçачě кăларчěç. Унта шкул ачисене чăваш театрěсемпе, вěренÿ заведенийěсемпе, республикăри паллă çынсемпе паллаштарчěç. Хаçата кăсăклă тума ачасене библиотекăри тата интернетри материал пулăшрě.

11 класра вěренекенсем хăйсем хатěрленě «Чăваш çыравçисем» презентацисене хÿтěлерěç. Кашни вěренекен хăйне килěшекен чăваш çыравçин пултарулăхěпе паллаштарчě, паллă поэтсен сăввисене вуларě. Петěр Хусанкай, Александр Артемьев, Николай Терентьев пултарулăхě тăрăх хатěрленě презентацисем илемлě те тарăн шухăшлă пулса тухрěç. Ачасем халăхăн ăс-тăнěпе тěнче курăмě тăван чěлхере упраннине çирěплетсе пачěç.

Çавăн пекех шкулти вěрентекенсем ака уйăхěн 26-мěшěнче Шупашкарти чăваш филармонийěн залěнче чăваш кунне халалласа ирттернě «Чěре кěввисем» савăнăçлă уява хутшăнчěç.. Çак уявра ăнăçлă ěçлекен вěрентекенсене саламларěç, парнесем пачěç. Вěсене хавхалантарса чăваш эстрадин паллă çăлтăрěсем илемлě юрăсем шăрантарчěç. Иван Христофоров, Валентина Кузнецова, Светлана Печникова юрланине зал тăвăллăн алă çупса йышăнчě. Чăваш наци конгресě йěркеленě уяв пурне те килěшрě, малалла та тухăçлă ěçлеме хавхалантарчě.

Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çапла калама пулать:



  • чăваш чěлхи эрни ăнăçлă иртрě;

  • кашни класс эрне хушшинче тěрлě мероприятие активлă хутшăнчě;

  • ачасем тăван халăх пурнăçěпе, культурипе тарăнрах паллашрěç, хăйсен пултарулăхне кăтартрěç;

  • нумайăшě чăваш тумěпе çÿрерě, уйрăмах виççěмěш тата улттăмěш класра вěренекенсем маттур пулчěç.

Чăваш чěлхи эрнине ирттерес ěçре явапли чăваш чěлхи вěрентекенě Максимова Галина Владимирона
28.04.2012


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)

Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та

30.4kb.

08 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе (Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси

65.26kb.

11 10 2014
1 стр.


Литература кафедри Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем Шупашкарти 4-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен

Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсе

169.15kb.

10 09 2014
1 стр.


Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


Национальностей, информационной политики и архивного дела чувашской республики

ЧĂваш республикин культура, национальноçсен ěÇĚсен информаци политикин тата архив ěÇĚН

22.71kb.

08 10 2014
1 стр.


7 класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă

488.79kb.

15 12 2014
4 стр.


Чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче (пĕтĕмлетсе) (çĕнĕлле) аттестацилемелли экзамен ĕçĕ

Кун хыёё=н – с\нн\ 10 ыйт=ва хуравлама пуё=н=р. Кашни ыйту хыёё=н 4-шар вариант хурав пан=. В\сенчен п\ри ёеё т\р\с. Ёак заданисемпе \ёлен\ май, Сир\н, х=в=р хурав=рпа тър килекен

58.81kb.

15 12 2014
1 стр.