Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе

(Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)
Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.

Уяв эпиграфĕ: Тăван халăхна

Ĕмĕрне те ан ман:

Ăсра та, ăшра та

Вăл пултăр ялан.



А. Канаш
1. Ырă кун пултăр,туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян-пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать
2. Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Шкулта тăван чĕлхе –пĕрремĕш предмет.
3. Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă?

Мĕнле атте ура çине тăратнă?

Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?


4. Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.

Чăваш анне пире савса çуратнă.

Чăваш атте ура çине тăратнă.

Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.



(В.Станьял)
5.Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.

Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.
6. Вырăсла пĕлнишĕн вĕçсĕр савăнатăп,

Ик чĕлхе пĕлнишĕн питĕ мухтанатăп.

Вырăсла калаçăп эпĕ вырăслах,

Чăвашлах пуплесчĕ манăн чăвашлах.



(А. Николаева)
7.Çепĕççĕн, сулмаклăн,

Савăккăн, хăватлăн

Янăратăн эсĕ ман тăван чĕлхем.

Тимĕре тататăн,

Чул сăрта вататăн,

Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем!

Савнă ялăмра-и,

Шавлă хулара-и

Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире.

(Альпăрт Канаш)

8.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.

(Л. Мартьянова)
9.Кам тăван чĕлхене юратмасть,

Вăл тăван амăшне юратмасть.

Кам тăван амăшне юратмасть,

Вăл тăван халăхне юратмасть.

Кам тăван халăхне юратмасть,

Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть.



(П. Эйзин)
10.Эп - чăваш ачи, саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

Юратап сăвва-юрра та,

Купăса та кĕслене.

Юрататăп вуламашкăн

Чăвашла та вырăсла.

Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн,

Эп пуласшăн ик ăслах!



(Петĕр Хусанкай)
11.Шухăшла çакна, ăсла:

Лайăх вĕрен вырăсла!

Аннÿ панă чĕлхерен

Ан вăтан эс ÿлĕмрен!

Унсăрăн ятна яран,

Çамкуна та çаптаран.



(Стихван Шавли)
1 –мĕш ертсе пыракан: Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Анна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . « Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.
2. Ман çĕр-шыв - çĕр пин юрă çĕр-шывĕ,

Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа



(В. Шемекеев)
3.Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.



(Яков Ухсай )
4.Ытарайми тăван чĕлхемĕр,

Сана манмастпăр ĕмĕрне.

Çухатас çук атте-аннемĕр

Пире пилленĕ парнене.



(Ваçлей Давыдов - Анатри )
5.Тăван чĕлхе пурри савăнтарать,

Çуралнă вырăна астутарать.

Хăв халăхна хисеп тума хушать,

Çĕр-шывшăн тăрăшма вăй-хал парать.



(Александр Савельев-Сас )
6.Тăван çырулăх ашшĕне –

Яковлева асра тытатпăр.

Чăвашлăхшăн чун ăшшине

Хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă.

Саспаллипе çырулăха

Пире ыр пил парса хăварнă

Малашлăха,малаллăха

Телейлĕ пурнăç халалланă.

Вăл уçнă Чĕмпĕрти шкулта

Чăваш çынни ăс мулĕ пухнă.

Вăл акнă вăрлăх пит шÿлтра,-

Ăсчахĕсем çĕршерĕн тухнă.

Ивановпа Шупуççынни ,

Тайăр Тимки те Федор Павлов…

Вĕсем çунатланса çырни

Халь сумлă та мăнаçлă палăк.



(Вячеслав Круглов)
7.Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.

Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте!..



( Раиса Сарпи )
8.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла,

Пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Калаçса çÿретĕп эпĕ – чăвашла.



( Любовь Мартьянова)

9.Иксĕлми çăл куç шарлакĕн

Шăнкăртат, тăван чĕлхем.

Хурланса пĕр çын шарламĕ,

Чĕлхемрен тухать хĕлхем.

(Вячеслав Круглов )
10. Мухтанам чăваш пулнишĕн,

Чăвашах пулса юлнишĕн,

Çепĕç-çепĕç уç сассишĕн,

Акăш-макăш пур юрришĕн…



(Вячеслав Круглов )

11.Тăван сăмах - ахах-мерчен

Çемçе, ĕлккен тата чечен.

Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.
Тăван сăмах – уяр çу кунĕ

Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.

Унра пурнать чăвашăн чунĕ

Пĕр ывăнмасăр , çав тери.


Пин саслă, çутă тĕнчере

Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ

Çунса тăратăн ĕнчĕлле,

Сана тивме кун-çул пăтравĕ.


Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…

Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.

Иккĕленместĕп: тăван халăх

Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.


Эс – çутă ĕмĕрсемпе тан,

Сипет илетĕн Атăлтан.

Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ

Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.



( Вячеслав Круглов )
Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр.Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн. ( Вĕрентекен И. Я. Яковлев çинчен каласа парать. )
Вĕренекенсем И. Я. Яковлев çырнă халала вулаççĕ.
1. Сăвă « Тымарĕ- чĕлхе». Вулаканĕ- Светопольская Рина.
Тымарĕ- чĕлхе

Атте- аннене сутас марччĕ,

Вĕсен туррине астуса,

Юрласчĕ, ташласчĕ, савнасчĕ,

Чăваш купăсне каласа.
Атте- аннесем те йăшаççĕ,

Виç ĕмĕр паман пурăнма.

Каяççĕ,анчах тăрăшаççĕ

Йăлтах çĕр çине хăварма


Мĕн пĕлнĕ, мĕн тунă- пуçтарнă

Çилпе салатман пурнăçне.

Вăй çитнĕ таран йăлт пултарнă,

Упранă чăваш тымарне.


Тымарĕ- чĕлхе вăл. Чĕлхешĕн

Инкек те, синкек те куран.

Чăвашăн чĕлхийĕнче чĕрешĕн

Тÿрккес те сăпайсăр пулман.


Çакна ăнланса пуль кĕлтунă

Тухса каяс умĕн çула.

Чĕлхеллĕ этемĕн- йăх юлнă,

Ламран лама куçнă йăла.



( Виталий Шемекеев )

2. Тÿсейместĕп –юрлап та ярап

Тус-тăван куç тулли пулнăран,

Тÿсейместĕп- юрлап та ярап

Çав сăмах чĕререн тухнăран…
« Тăван çĕр- шыв» юрă. Ушкăн юрлать.
3.Çĕмĕрт çеçки çурăлсан

Килет вăрман илемĕ.

Яшсем вăййă тухсассăн

Килет ял-йыш илемĕ.



«Улах юрри». 6-мĕш класра вĕренекенсем юрлаççĕ.
4.Çеçпĕл Мишши çырнă «Чăваш чĕлхи» сăвă. Смирнова Оксана вулать.
5. «Сĕмсĕркке» сценка. 4-мĕш класра вĕренекенсем выляççĕ.
6. Пирĕн енче, ай, кам маттур?

Ĕçчен яшсем, ай, пит маттур?

Пирĕн енче , ай, кам чипе?

Ĕçчен хĕрсем, ай, пит чипер.



«Пилеш кайăксем» юрă. Юрлаканĕсем - Никитина Галина, Козлова Ирина.
7.Атьăр ташша пуçлар-и те

Атьăр ташша пуçлар-и?

Ура тапса ташлар-и те,

Ура тапсаташлар-и?



( 6-мĕш класра вĕренекенсем « Чăваш ташши» ташлаççĕ).
8.Тăван сăмах çути,

Ай,мĕн çути?

Уйăхсăр тĕттĕм каç.

Малта


Йăлтăртатать пĕр çăлтăр

Тăван сăмах çути-

Савăн çути.
«Тăван сăмах» сăвă. 11-мĕш класра вĕренекен Курчина Татьяна вулать.
9. «Каçарĕç-ши?» сценка. 10-мĕш класра вĕренекенсем выляççĕ.
10.Елчĕк енĕ ĕлĕкрен илемлĕ

Чăн тÿперен илĕртет хĕвелĕ.

Пăла шывĕн хумĕсем

Кĕвĕлеççĕ юрăсем.


11.Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре. Çÿлтен-çÿле çĕклер ăна.

Вĕçĕ. 2007 –мĕш çул.

Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе (Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси

65.26kb.

11 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)

Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та

30.4kb.

08 10 2014
1 стр.


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.


Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


«Çĕрпин юрǎçĕр-шывĕнче» ( уяв сценарийĕ) 1 ертсе пыракан : Ырǎ кун пултǎр вĕренекенсемпе вĕрентекенсем! 2 ертсе пыракан

Паян эпир сирĕнпе ĕмĕрсем хушши аталанса пынǎ тǎван чĕлхе пуянлǎхĕпе тĕплĕнрех паллашасшǎн. Паянхи уява чǎваш чĕлхине халаллатпǎр

46.25kb.

18 12 2014
1 стр.


Литература кафедри Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем Шупашкарти 4-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен

Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсе

169.15kb.

10 09 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхин историйĕ çырулăх куçĕпе

Енчен те чăвашăн çырулăхĕ пирĕн эрăчченех пулнă пулсан паян чăваш халăхĕн авалăхĕ пирки тавлашмалли питех те сахал юлатчĕ. Çавăнпа та чĕлхе историне чăвашсен авалхи çырулăхĕнчен ил

157.53kb.

25 09 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс (чăваш шкулĕ)
97.71kb.

14 10 2014
1 стр.