Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ


Чăваш чĕлхипе литература кафедри

Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем


Шупашкарти 4-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен

Васильева Надежда Даниловнăн курс ĕçĕ


Ăслăлăх ертÿçи – Игнатьева В.И., педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент
Шупашкар 2007

Тупмалли



Кÿртĕм 3

I. Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем 5

1.1. Курăмлăх хатĕрĕсемпе, тĕрев схемисемпе усă курни 5

а) Лексика материалне вĕрентни. 5

ă) Грамматика материалне ăнлантарни. 12

1.2. Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре ют чĕлхе меслетлĕхĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе усă курни 21

II. Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсем. 23

Пĕтĕмлетÿ 24


24

Усă курнă литература 25


Кÿртĕм


Чăваш чĕлхине темиçе ĕмĕр хушши шăртнă. Çавăнпа та пулĕ чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене ăнăçлă вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма пулăшать.

Пирĕн нумай нациллĕ çĕр-шывра вырăс чĕлхи халăхсем пĕр-пĕринпе хутшăнмалли хатĕр пулса тăчĕ. Анчах та халăх пурнăçĕнче хăйĕн тăван чĕлхи те калама çук пысăк вырăн йышăнать.

Нацисем хушшинчи çыхăнусене тĕрĕс йĕркелес ĕçре мĕн пур чĕлхесене аталантарма тан услови туса парасси чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать. Çак ыйтăва татаса парас тĕллевпе республикăри вырăс программмипе ĕçлекен шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнчĕç. Унтанпа нумай çул иртрĕ. Кунашкал шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕллевĕ – ачасене çыхăнуллă пуплевĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курса калаçма хăнăхтарасси.

Çын икĕ е нумайрах чĕлхе пĕлет пулсан унăн тавра курăмĕ анлăрах, ăс-тăнĕ пуянрах пулать. Тăван чĕлхене вĕренни халăхăн культура пуянлăхне упраса хăварма, вĕсене малалла аталантарма май парать, аслă ăрусене çамрăккисемпе çыхăнтарать.

Шупашкарти тĕрлĕ предметсене акăлчан чĕлхипе вĕрентмелли 4-мĕш шкулта чăваш чĕлхине 1991-мĕш çултан вĕрентме тытынчĕç. Вĕрентекенсем умĕнче нумай тĕллевсем пулчĕç: ачасене тăван чĕлхене аван пĕлме, юратма вĕрентесси; халăх культурипе, ырă йăла-йĕркипе паллаштарасси; чăвашлăх туйăмне аталантарасси; вĕренекенсен пуплевне çыхăнуллă, сăнарлă тума хăнăхтарасси тата ытти те.

Ĕçе тытăннă май çакă паллă пулчĕ – ачасен кăмăлне шута илмесен, вĕсен умĕнче тăракан йывăрлăхсене ăнланмасан (перегрузка), вĕсен вĕренĕвне çăмăллатмалли мелсем шырамасан пĕтĕм ĕç сая кайма пултарать. Вĕрентекенсене чăвашла пачах пĕлмен ачасем шутлаттарчĕç. Çак ачасем шкулта йышлăрах пулчĕç. Хăшĕсен вĕренес кăмăлĕ питĕ пысăк, анчах килте никам та пулăшма пултарайман пирки сăмахĕсене астуса юлаймаççĕ, пăшăрханаççĕ.

Курс ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май ачасен вĕренĕвне çăмăллатса, тухăçлăрах йĕркелеме май паракан мелсене шыраса тупса палăртасси.

Уроксене яланах пĕр йĕркепе ирттерни вĕренекенсене йăлăхтарать, вĕсен хавхаланулăхне пусарать. Çавна шута илсе уроксене çĕнĕлле йĕркелесе ирттерсен лайăхрах. Паха тĕслĕх кăтартакан вĕрентекенсен опычĕпе паллашсах тăмалла.

Курс ĕçĕнче Мускаври пуçламăш класс вĕрентекенĕ С.М. Лысенкова, Донецкри В.Ф. Шаталов профессор, Липецкри Е.И. Пассов профессор, Муркашри В.В. Смирнова вĕрентекен ĕçĕсене тишкернĕ, евроурокăн структурине панă.

I. Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем

1.1. Курăмлăх хатĕрĕсемпе, тĕрев схемисемпе усă курни

Наука тĕрĕсленĕ тăрăх урокра илнĕ информацин 80 % ача çав кунах манса каять.

Наукой доказано, что 80 % информации, которую слышит ученик на уроке, забывается в тот же день, если ученик самостоятельно над ней не поработал (повторил, проговорил, записал), 20 % сохраняется в памяти несколько дольше, в зависимости от уровня ее актуальности для обучаемого, - 6 мин.1
Сăмахсем ачасен пуплевне кĕрсе вырнаçасси, çирĕпленесси пĕр самантрах е урокрах пулмасть. Малтан вĕсем пассивлă запаса кĕреççĕ, вăхăт иртнĕ çемĕн çеç активлă запаса куçаççĕ е пачах манăçаççĕ. Çавăнпа вĕрентекенĕн информацине çирĕплетекен, упракан мелсемпе меслетсене пĕлмелле. Вĕсенчен пĕри – курăмлăх хатĕрĕсемпе тата тĕрев схемисемпе усă курни.

Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлăх пысăк вырăн йышăнать. Курнă япала сăнарĕ ача ăсĕнче хăвăрт та çирĕп йĕрленсе юлать. Сăрланă ÿкерчĕксем, схемăсем, таблицăсем ачасене çĕнĕ темăна çăмăлрах мелпе ăнланма пулăшаççĕ, вĕренĕвĕн илĕртÿллĕхне ÿстереççĕ.



4 вариант

а) Лексика материалне вĕрентни.


Тĕслĕхрен, 1-мĕш класранах çак ансат ÿкерчĕксемпе (кроки) усă курса нумай сăмах астуса юлма пулать.
Çут çанталăк пулăмĕсем:


хĕвел пăхать

хĕвел пăхмасть

пĕлĕтлĕ

пĕлĕтлĕ мар

çил вĕрет

çил вĕрмест

урамра сивĕ

урамра ăшă

çумăр çăвать

çумăр çумасть

юр çăвать

юр çумасть

кайăксем вĕçсе каяççĕ

кайăксем вĕçсе килеççĕ

шыв юхать

шыв юхмасть

юр ирĕлет

курăк ÿсет


кун çĕр

кун кĕскелет,

çĕр вăрăмланать

кун çĕр


кун вăрăмланать,

çĕр кĕскелет


«кĕске» сăмаха алсене пĕрлештернĕ пек кăтартатпăр,

«вăрăм» сăмаха – алсене уйăратпăр.
Паллах, пĕр урокра 6 ÿкерчĕкрен ыталарах илмелле мар. Çулталăк вăхăчĕсем улшăнса пынă май ÿкерчĕксем те улшăнса пыраççĕ.

Мускаври пуçламăш класс вĕрентекенĕ С. Н. Лысенкова йывăр темăна ачасене тÿрех ăнлантарман. Вăл материала схемăсемпе усă курса пайăн-пайăн темиçе урок комментарипе вĕрентсе пынă, кайран пысăк пĕтĕмлетÿ тунă. Начартарах вĕренекенсемшĕн çакă питĕ меллĕ пулнă – вĕсем ыттисенчен юлман, вĕренни те нумайлăха асра юлнă. Вĕренÿре малта пыраканнисем хăвăртрах ăнланса хăйсен каярах юлакан юлташĕсене пулăшма пултарнă.2

Çапла вара, çÿлерех илнĕ ÿкерчĕксенче кашни урокра аса илсе, анлăлатса 3-мĕш класс вĕçĕнче пысăк пĕтемлетÿ тума пулать.

Çакăн пекех, Донецкри В. Ф. Шаталов профессор та, Вeренy процесĕнче тĕрев схемăсемпе усă курнă. Вăл каланă тăрăх вĕренÿ ĕçĕ темиçе этапран тăрать:



  1. учитель ăнлантарса пани;

  2. çак материала кĕскен опорăсем çине çырса пани (астуса юлччăр тесе);

  3. çак опорăсене ачасем тетраде çырни;

  4. килте материала (е сăвва, е калава) опорăсем тăрăх аса илни;

  5. çак опорăсем тăрăх класра каласа пани.3

Илнĕ пĕлÿсене учитель те, ачасем пĕр-пĕринчен; шăппăн, магнитофонпа, доска умĕнче; çырса, вуласа; командăсем çине пайланса – тĕрлĕ майлă нумай хут каласа аса илеççĕ.

Тĕслĕхсен, Çĕнĕ çул умĕн ачасем тĕрлĕ сăвăсем вĕренеççĕ. Мĕнле астуса юлмалла-ха вĕсене вырăс ачисен?

Сăвва опорлă конспект пек ÿкерсе хума пулать.



Хĕл Мучи хутаçĕнче

Кишĕр пур – мулкач валли;

Мăйăр пур – пакша валли,

Пыл та пур – упа валли.
Хĕл Мучи хутаçĕнче

Премĕк пур – Петюк валли,

Шоколад – Сашук валли,

Пан улми – Ленук валли.



Опорăсем вырăнне каллех ансат ÿкерчĕксем пулчĕç.



Ачан ĕçĕ-хĕлĕ

Уроксем хыççăн




аттене, аннене пулăшатăп

урай çăватăп

чечек шăваратăп

телевизор пăхатăп

уроксем тăватăп

апат çиетĕп

кĕнеке çиетĕп

кĕнеке вулатăп





Тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе мĕн тăваççĕ?

Пуртăпа касаççĕ.

Шăпăрпа шăлаççĕ.

Йĕппе çĕлеççĕ.

Кашăкпа çиеççĕ.

Пăчкăпа татаççĕ.

Çĕçĕпе касаççĕ.

Хачăпа касаççĕ.

Щёткăпа шăлаççĕ.




чĕлхепе калаçаççĕ





куçпа кураççĕ

хăлхапа итлеççĕ
алăпа ĕçлеççĕ
урапа утаççĕ




Усентăран

ыхра шăрши



ыхра çулçи

ыхра туни
ыхра пуçĕ

ыхра тымарĕ








ыхра шăлĕ

шултра шăл

вĕтĕ шăл



юман тункати





юман тăрри

юман çулçи

юман турачĕ

юман вулли

юман тымарĕ




Çак ансат ÿкерчĕксене ачасем хăвăрт ÿкереççĕ. Курнă сăнара сăмахпа çирĕплетсе хăвараççĕ. Кайран çăмăллăн калавра е диалогра усă кураççĕ.

Паллах, курăмлăх хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курмалла, çакна асра тытмалла:


  1. Курăмлăх хатĕрĕсене ачасен ÿсĕмне шута илсе суйламалла;

  2. Пĕр тĕллевпех вăл е ку курăмлăх хатĕрне нумай хутчен, ачасене йăлăхтариччен усă курмалла мар.

  3. Пĕтĕм класпа ĕçлемелли курăмлăх хатĕрĕсем вĕренекенсене пурне те лайăх курăнмалла.

  4. Пĕр урока илнĕ курăмлăх хатĕрĕсен шучĕ ытлашши пысăк пулмалла мар.

  5. Курăмлăх хатĕрĕсен тематики ачасен кулленхи пурнăçĕпе çыхăнса тăмалла.

ă) Грамматика материалне ăнлантарни.

Т\ревл\ схем=семпе ус= курса грамматика материалне те =нлантарма пулать.

Выр=с ч\лхине т=ван мар ч\лхе пек в\рентекен учительсем ачасен тавра кур=мне анл=латма, выр=с ч\лхин пуянл=хне к=тартма т\рл\ схем=семпе ус= кураёё\. Ёак схем=семпе Муркашри в=там шкул учител\ В.В. Смирнова тух=ёл= ус= курать4. Ку йышши к=тарту хат\р\сем пире те, ч=ваш ч\лхине т=ван мар ч\лхе пек в\рентекенсене, пул=шаёё\.

Учитель ачасене \лке парать. В\сем т\сл\хсене =нланса х=йсем предложенисем шутласа тупма пултараёё\.





ёине



Учитель с\тел ёине к\неке хуч\.


O ёинче



Парта ёинче тетрадьсем пур.



Меч\к пукан ёинчен ъкр\.


патне




Коля, с\тел патне тух.



пат\нче



Коля с\тел пат\нче т=рать.



пат\нчен


Ыв=л ача с\тел пат\нчен каять.




умне

Лена, доска умне тух.


ум\нче


Лена доска ум\нче т=рать.




ум\нчен


Доска ум\нчен п=р=н.










ёум\нче




Пърт ёум\нче йыт= выртать.

ёум\пе, ум\пе





Карта ёум\пе мулкач чупать.

хыёне




Ача йыв=ё хыёне пытанч\.



хыё\нче




Ача йыв=ё хыё\нче т=рать.



хыё\нчен




Йыт= сарай хыё\нчен тухр\.






й\ри-тавра





хушшине

вит\р



хушшинче



урл=



хушшинчен






айне


=шне




ай\нче



=ш\нче



ай\нчен



=ш\нчен

Ёак=н йышши схем=сем ачасене ё\н\ тем=на ё=м=лрах мелпе =нланма пул=шаёё\, в\рен\в\н ил\ртъл\хне ъстереёё\.


Ч=вашла ир\кл\ калаёас тесен в\ренекен\н с=мах йышне п\лни ёеё ёител\кс\р, грамматика формисемпе те паллашмалла. В\рентекен\н лексика материал\пе грамматика материалне ёых=нтарса в\рентмелле. Шкул в\рент\в\нче падеж ыйт=в\пе ёых=нн= проблем=сем сике-сике тухаёё\.

П\р т\сл\хне тишкерсе тухар.




- Ачасем, ку м\н?

- Ку шкул (кил, класс, аптека…)


(Ёаврашка ёынна п\лтерет.

Хал\ калаё=ва малалла т=сатп=р.)

- Эс\ =ёта каят=н?

о - Эп\ шкула (киле, аптек=на)

каят=п.


Эп\ в=рмана утат=п.

Эп\ класа к\рет\п.

- В=л =ёта каять (утать, к\рет)?

- В=л шкула каять, в=рмана утать, киле к\рет.



В=л с=мах выр=нне эпир ур=х с=махсене те лартма пултаратп=р. Т\сл\хрен, Лена, Саша, анне, пичче…

Лена шкула каять.

Пичче в=рмана утать.

П\р ыйту парсах т\рл\рен хурав пама пулать. С=мах формисене т=васси, в\семпе ус= курасси, форма т=вас х=н=хусене п\т\млетесси - пурте в\сем с=патлама тата в\ёлеме теори мел\пе в\реннипе мар, п\р пек \лкене =нкарса п\р с=мах выр=нне теп\р с=мах лартса калаёма в\реннипе пулса пымалла.

Хал\ ёак ъкерч\ке теп\р 2 ъкерч\кпе юнашар лартса п=хатп=р.




-та(-те)


-а(-е)

1 2 3
Ёын м\нле куёнине с=натп=р.

1- В=л =ёта каять?

- В=л шкула каять.

2 - В=л =ёта в\ренет?

- В=л шкулта в\ренет.

3 - В=л =ётан тавр=нать?

- В=л шкултан тавр=нать.

Пару, выр=н, туху падеж\сем п\р-п\ринпе ёых=ннине пал=ртса х=вармалла. Ёак схем=семпе \ёлеме х=н=хтарсан аффикссен варианч\сем пуррине те ас=рхаттарса х=вармалла.

Ёак \лкепе ачасем малалла т\рл\рен предложенисем х=йсемех й\ркелеме пултараёё\.

Хал\ ытти падежсене п=хса тухар.

Т\п падеж=н аффикс\ ёук, п\лтер\ш\сем нумай. В\ренн\ в=х=тра ку падежри япала яч\ \ё т=ваканнине тата \ё обpектне п\лтерн\ чухнехи т\сл\хсем йышл=рах т\л пулаёё\.


В=л м\н т=вать?


В=л вулать.

В=л м\н вулать?


В=л к\неке вулать.


Кам=нл=х падеж\н аффикс\ -=н(-\н), п\лтер\ш\сенчен п\ри - япала кам=нне е м\н\нне к=тартасси.

Ёак схем=семпе ёукл=х падежа та к=тартма пулать.



Коль=н м\н пур?

Коль=н к\неке пур.




Коль=н к\неке ёук.

Коля м\нс\р? Коля к\некес\р.


Выр=н падеж\н аффикс\ -ра(-ре), -та(-те), -че, палл=рах п\лтер\ш\сем - япала камрине е м\нрине, \ё =ёта пулса иртнине, п\р-п\р ёын м\нле специальноёпа \ёленине е должность йыш=ннине к=тартасси т.ыт.те:


Ман=н ручка камра?

Миш=ра.


Ачасем =ёта?

Шкулта.

Пичче бригадирта \ёлет.
П\рлел\х падеж\н аффикс\ -па(-пе). В=л \ёе кампа п\рле, м\нле хат\рпе тунине п\лтерет.


В=л м\нпе ёырать?


В=л ручк=па ёырать.

Ар ёын ача кампа вылять?


Х\р ачапа.

Çапла вара, ку ансат ъкерч\ксем пуплеве аталантарма пул=шаёё\, ачасен =нлан=вне ъстереёё\. Ку ъкерч\ксемпе \ёлен\ хыёё=н художник картинисемпе, сюжетл= ъкерч\ксемпе ус= курма пулать. Ачасем килте те хаваслансах ъкереёё\, ъкерч\к т=р=х п\ч\к калав т=ваёё\5.







Ку Дима. В=л килте ашш\пе ам=шне пул=шать. М=латукпа п=та ёапать, сак т=вать.
Дим=н й=м=к пур. В=л Лена ятл=. Лена к\неке вулама юратать.


Лен=па Дима тусл= пур=наёё\. В\сем магазинта апат-ёим\ё илеёё\.





Магазинтан тавр=нсан урама ёунашкапа яр=нма каяёё\.



Сюжетл= ъкерч\ксемпе ус= курн= чухне ёакна асра тытмалла:



  1. сюжетл= ъкерч\ксем урок темипе кил\шмелле;

  2. в\семпе урокра х=ёан, м\нле й\ркепе, м\н чухл\ в=х=т хушши ус= курассине малтан пал=ртса хумалла;

  3. ъкерч\кре м\н ъкерни-ёырни уё=мл=, ансат пулмалла, пурне те лай=х кур=нмалла;

  4. сюжетл= ъкерч\к\н ил\ртълл\ пулмалла, ун=н кал=п=шне те, с=р= т\с\сене те шута илмелле.

1.2. Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре ют чĕлхе меслетлĕхĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе усă курни


Чăваш чĕлхи хула шкулĕсенчи ытларах ачашăн – тăван мар чĕлхе, чылайăшне вăл ют чĕлхен туйăнать. Халлĕхе хулари шкула пыракан чылайрах ача вырăсла кăна калаçать, ăнланать. Чăвашла калаçма, ăнланма ăна ятарлă уроксенче вĕрентме тивет. Апла пулсан, чăваш чĕлхине хула шкулĕсенче вĕрентесси чылай енчен ют чĕлхене вĕрентессипе пĕр килет. Çавăнпа ют чĕлхесене вĕрентес тĕлĕшпе пĕтĕм тĕнчере нумай ĕмĕр хушши пухнă пĕлÿсемпе усă курма май парать.6

Хăйсен челхине ытти халăхсене вĕрентес тĕлĕшпе акăлчансем, нимçсем, французсем ик çĕр – виç çĕр çул хушшинче уйрăмах пысăк пĕлÿсем пухнă. Шупашкарти 4-мĕш гимназире те акăлчан чĕлхине питĕ ăнăçлă вĕрентеççĕ. Кашни çул шкулта ют çĕр шывран килнĕ студентсем е преподавательсем. Вĕсем тăрăшсах вырăсла вĕренеççĕ, чăваш челхине вĕренес кăмăл та пысăк. Çав вăхăтрах пирĕн гимназире вĕренекенсем акăлчан чĕлхине хутшăнура вĕренеççĕ. Вĕсем хăнасене хăйсен çемйисене йышăнаççĕ, çулталaк хушши чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

Липецкри Е. И. Пассов профессор каланă тăрăх чĕлхене мар, пурнăçа чĕлхе пулăшнипе вĕренмелле.7 Ача хăйне ăсра кино е эстрада çăлтăрĕ, асамçă тесе шутлатăр. Мĕн юратнине, кампа пурăннине, туслине каласа пама тăрăштăр. Класра е шкулта ирттерекен мероприятисенче хутшăнтăр.

2006 çулхи çĕртме уйăхĕнче Раççейри тĕрлĕ хулари тата Америкăри ют чĕлхе вĕрентекенĕсем Шупашкарти 4-меш гимназие конференцие пуçтарăнчĕç. Унăн ячĕ «Создание эффективного демократического образовательного пространства». Конференции «Учителя-учителям» девизпа иртрĕ. Чĕлхе проблемисене сÿтсе яврĕç. Евроурокăн структурине йышăнчĕç:



  1. Ачан опычĕ çине таянни.

  2. Тĕллевĕсемпе задачăсене ачасем хăйсем лартни.

  3. Вĕрентекен мини-лекци вулани.

  4. Ачасем хăйсем тĕллĕн ушкăнпа, икшерĕн, пĕччен ĕçлени.

  5. Вĕрентекен йĕркелесе çеç тăни.

  6. Урокра нумайрах полилог йĕркипе ĕçлени.

  7. Тĕп вырăнта ачасен шухăшлавне аталантарни, дискуссисем, тĕпчев ĕçĕсем ирттерни.

  8. Ачасем пĕр-пĕрне вĕрентни.

  9. Рефлексии.


II. Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсем.

Пĕтĕмлетÿ


Хальхи вăхăтра пурнăç хăвăрт улшăнса пынă пирки вĕрентекенĕн хăйĕн тавракурăмне ÿстермелле, паянхи кун кăларса тăракан çĕнĕлĕхсемпе паллашсах пымалла.

Чăваш чĕлхи урокĕсем шкул ачин вĕренес кăмăлне çĕклемелле, ăс-хакăлне пуянлатчăр, кăмăл тĕлĕшĕнчен тÿрĕ те сăпайлă пулма вĕрентчĕр. Çакна, паллах, творчествăлла ĕçлемесĕр, ачасене хăйсене вĕренÿ çине çĕнĕлле пăхма хăнăхтармасăр пурнăçлама çук. Ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе мелсем шырани кирлĕ. Вĕрентекен те, вĕренекенсем те çапла ĕçлесен çеç çĕнетÿ вăхăтне тивĕçтерекен ÿсĕмсем тума пулать.

Пирĕн шухăшпа, курс ĕçĕнче çырса кăтартнă мелсем шăпах çÿлерех асăннă шухăшсемпе килĕшсе тăраççĕ.

Чăваш чĕлхене вĕрентессинчи ÿсĕмсем вĕрентекенсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен, ĕçре ачасен чунне пырса тивекен майсемпе усă курнинчен килет. Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре паха тĕслĕх кăтартакан учительсен опычĕсене туллин пурнăçа кĕртмелле.





Усă курнă литература


  1. Программа. Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсенчи I - IX классен программи. - Шупашкар, 2004.

  2. Баринова М. В. Вырăс шкулĕсенчи чăваш чĕлхи урокĕсенче падажсене вĕрентни // Халăх шкулĕ. – 2001. – 1 №. – 79-81 с.

  3. Волков М. К., Печников О. И. Чăваш чĕлхине иккĕмĕшле е ютла вĕрентессин меслетлĕхĕ. – Шупашкар, 2002.

  4. Леонтьева М. Чăваш чĕлхи урокĕсенче алгоритмпа усă курасси // Халăх шкулĕ. – 2005. – 6 №. – 28-31 с.

  5. Полякова Н. В. Перспективные школьные технологии // Завуч. – 2005. - № 5. – С. 40.

  6. Селевко Г. К. Современные образовательные технологии. – М., 1998.

  7. Сергеев Л. П., Филиппова Д. С., Максимова Р. С. Чăваш чĕлхи методики. – Шупашкар, 2002.

  8. Смирнова В.В. Опорные схемы по русскому языку. – Чебоксары, 1993.




1 [5, 40]

2 [6, 75-78]

3 6, 69-74

4 Смирнова В.В. Опорные схемы по русскому языку. - Чебоксары, 1993.

5 [2, 79].

6 [3, 29]

7 [6, 66-68]

Литература кафедри Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсем Шупашкарти 4-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен

Чăваш чĕлхине вырăс шкулĕнче вĕрентмелли мелсене ĕçре тĕрĕслесе пăхни. Уроксен план – конспекчĕсе

169.15kb.

10 09 2014
1 стр.


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)

Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та

30.4kb.

08 10 2014
1 стр.


Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


Литература каçĕ Ĕçе тǎваканĕ чр елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Литература каçне шкулта Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçи пĕтнĕренпе 65 çул çитнине халалласа вǎтам тата аслǎ классенчи ачасен умĕнче ирттерме пулать

161.01kb.

14 12 2014
1 стр.


Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе (Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)

Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси

65.26kb.

11 10 2014
1 стр.


Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Класс тулашĕнчи ĕçе хатĕрлекенĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ерт

46.07kb.

12 10 2014
1 стр.


Краснова Нелли Анатольевна, 6-мĕш гимназири аслă категориллĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Çĕнĕ Шупашкар, 2009 Çулталăк вăхăчĕсем. 4-мĕш класра икт-па усă курса ирттернĕ урок

Пĕлÿ тĕллевĕсем: Уйăхсен чăвашла ячĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси, пуплевре тата çырура шут хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курассине çирĕплетесси, çулталăк вăхăчĕсем çинчен у

97.18kb.

23 09 2014
1 стр.