Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин управленийĕ
хулари ИКТ - па усă курса
ирттернĕ уроксен конкурсĕнче
чăваш чĕлхипе
4 класра панă урокăн анлă планĕ
Урока ирттерекенĕ:
Краснова Нелли Анатольевна,
6-мĕш гимназири аслă категориллĕ
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
Çĕнĕ Шупашкар, 2009
Çулталăк вăхăчĕсем.
(4-мĕш класра ИКТ-па усă курса ирттернĕ урок)
Вĕрентекен: Краснова Нелли Анатольевна.
Предмет: Чăваш чĕлхи.
Урок теми: Çулталăк вăхăчĕсем.
Урок тĕсĕ: ИКТ-па усă курса ирттернĕ хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Тăван тавралăха сăнама, юратма, упрама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Уйăхсен чăвашла ячĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси, пуплевре тата çырура шут хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курассине çирĕплетесси, çулталăк вăхăчĕсем çинчен уйăх ячĕсемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, сăмахсен историйĕн экскурсне ирттересси, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, полилог, монолог тăвасси, сюжетлă ÿкерчĕксемпе, валеçÿ карточкисемпе усă курни, слайдсемпе ĕçлени (çĕнĕ материалпа паллашасси, грамматика материалĕпе ĕçлесси, ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), интерактивлă ыйтусене хуравлани, Интернетра ĕçлесси (килти ĕçе хатĕрленмелли пулăшу материалĕпе усă курасси – тест ыйтăвĕсене хуравласси).
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртулă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнулă пуплеве аталантарасси.
Чĕлхе теорийĕ: шут хисеп ячĕсен тулли, кĕске формисемпе калаçу тата çыру пуплевĕнче тĕрĕс усă курасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем;
Усă курнă литература: 1. Чернова Н.Н., Игнатьева В.И. Чăваш сăмахĕ: Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăвашла вĕренмелли кĕнеке. – Ш., 2002.
2. Чернова Н.Н., Игнатьева В.И. Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентес меслет кăтартăвĕсем: IV класс. – Ш., 1995.
3. Игнатьева В.И. Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн пуçламăш (I-IV) класĕсен программи. Вырăс шкулĕн пуçламăш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли минимум. Вĕренекенсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене тĕрĕслемелли тата хакламалли виçесем / В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, З.С. Антонова. – Ш., 2008.
Урок юхăмĕ.
-
Класа урока йĕркелени. (Слайд)
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр, вĕрентекен!
- Шăппăн ларăр!
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни). (Слайд)
1. Вĕрентекен ыйтăвĕсене хуравлани.
- Паянхи урок темине эсир кăшт каярах пĕлĕр. Малтанлăха паянхи кун çинчен калаçса илер. Манăн ыйтусене хуравлăр.
- Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?
- Паян çанталăк мĕнле?
- Эсир хĕлле мĕнле тумтир тăхăнатăр?
- Урамра мĕн выртать?
- Юр мĕнле?
- Паян хĕвел пăхать-и?
- Тÿпе мĕн тĕслĕ?
- Çил вĕрет-и?
- Мĕнле çил вĕрет?
- Паян юр çăвать-и?
- Эсир хĕлле мĕн тăватăр?
- Сире хĕлле килĕшет-и? Мĕншĕн?
2. Çанталăк çинчен пĕр-пĕр ача çыхăнуллă каласа пани.
-
Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе, планĕпе паллаштарни. (Слайдсем)
-
Тупмалли юмаха вуласа унăн тупсăмĕсене пĕлни.
Çеçен хир варринче ватă юман, ватă юманăн вун икĕ турат. Вун икĕ туратра тăватшар йăва, тăватшар йăвара çичшер çăмарта.
-
Тупмалли юмаха вуласа ăнланнине тĕрĕслени (вырăсла куçарни), тупсăмĕсене пĕлни: çулталăк, уйăхсем, эрнесем, кунсем. (Слайд)
-
Тупмалли юмаха вĕрентекен хыççăн вулани.
-
Тупмалли юмаха ачасем сасăпа вулани.
-
Фонетика хăнăхтарăвĕ.
А) Пур чăн чăваш сас паллине каласси (ă, ĕ, ÿ, ç).
Ă) Чăваш сас паллилĕ сăмахсем тупса каласси, ыттисен унти сасăсене каласси (вĕçе-вĕçĕн): ăшă – [ă], пĕчĕк – [ĕ], çÿхе – [ç], [ÿ], т. ыт. те.
-
Урокăн темипе паллаштарни.
- Паян урокра эпир çулталăк вăхăчĕсем çинчен калаçăпăр, уйăхсен чăвашла ячĕсемпе паллашăпăр, вĕсем çинчен сăвăсем вулăпăр, тест ирттерĕпĕр, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлĕпĕр.
-
Грамматика материалĕпе ĕçлени.
1) Тупмалли юмахри хисеп ячĕсене каласа тухни:
- Вуланă тупмалли юмахра хисеп ячĕсем тĕл пулчĕç. Мĕнлисем-ши?
- 12, 4, 7.
2) проблемăлă ыйтăва хуравлани:
- Почему мы одно и тоже число можем назвать по-разному: вун иккĕ – а в загадке вун икĕ, тăваттă - а в загадке тăват, çиччĕ - в загадке çич?
- При счете мы называем полную форму числительных, а при назывании количества предметов употребляем краткую форму.
3) числосемпе сăмахсене вуласси:
14, 27 кун, 31, 14 сехет, 4 вăхăт, 12 уйăх. (Слайд)
V. Çыру ĕçĕ.
-
151 стр., 2-мĕш ĕç: предложенисене хисеп ячĕсене лартса вуласси;
-
Хисеп ячĕллĕ предложенисене тетрадьсене çырса хурасси:
Эрнере çичĕ кун. Эпир ултă кун канатпăр.
VI. Физкультура саманчĕ. (Кĕлеткене кантарни.)
Пĕрре, иккĕ – эп тăратăп,
Виççĕ, тваттă – ал çупатăп;
Пиллĕк, улттă – эп утатăп,
Çиччĕ, саккăр – эп чупатăп,
Тăххăр, вуннă – эп ларатăп.
-
Çĕнĕ материалпа ĕçлени.
-
Словарь ĕçĕ. (Слайд)
кăмăл – характер, настроение
пурлăх – богатство
тутă – сытый
урапа – телега
пĕркенчĕк – покрывало
| -
учитель – хор;
-
ача вуласа вырăсла куçарни;
-
мăшăрсенче çурма сасăпа вулама вĕренни;
-
сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани;
-
сăмахсемпе предложенисем туни.
|
-
Уйăх ячĕсемпе паллашни. (151 стр.)
(Ачасем вĕрентекен хыççăн вулама вĕренни).
-
Ачасем уйăх ячĕсене пĕрин хыççăн тепри вуласа вырăсла куçарни.
4. Уйăхсем çинчен çырнă сăвăсемпе паллашни.
(Вĕрентекен хыççăн вулама вĕренни).
Тĕллев: - Ман хыççăн лайăх вулама вĕренĕр. Çĕнĕ сăмахлă сăвăссене тупма тăрăшăр.
-
Çĕнĕ сăмахлă сăвăсене вуласа вырăсла куçарни.
-
Суйлавлă вулав.
(Вĕрентекен вырăсла вулать, ачасем – чăвашла. Сăвăсене ăнлантарни).
-
Чăвашла уйăх ячĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарни – сăмахсен историйĕн экскурсĕ.
(Çулталăк вăхăчĕсем тăрăх уйăхсене виçшерĕн каласа тухни, пĕлтерĕшĕсемпе паллашни).
- Ĕлĕкхи чăвашла уйăх ячĕсем ытларах çĕр ĕçĕсемпе, уявсемпе, çут çанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă пулнă.
- Хĕллехи уйăхсем мĕн ятлă? (Слайд)
- Хĕллехи уйăхсем – раштав, кăрлач, нарăс.
Раштав – от русского слова
«рождество». В старину чуваши отмечали рождество 21-22 декабря, в дни зимнего солнцестояния.
Кăрлач – «морозный, очень холодный месяц».
Нарăс – от древнеперсидского
«нау рус» -
«новый год».
- Çуркуннехи уйăхсем мĕнле уйăхсем? (Слайд)
- Çуркуннехи уйăхсем: пуш, ака, çу.
Пуш – «праздный, свободный от земледельческих работ месяц».
Ака – «месяц сева, плуга, пашни».
Çу – месяц, близкий к лету
– «çулла – çу».
- Çуллахи уйăхсем мĕнле уйăхсем? (Слайд)
- Çуллахи уйăхсем: çĕртме, утă, çурла.
Çĕртме – «месяц пара». (
Пар –
оставленные на одно лето невспаханные поля).
Утă – «месяц сенокоса».
Çурла – «месяц серпа, время жатвы хлебных злаков».
- Кĕркуннехи уйăхсем мĕнле уйăхсем? (Слайд)
- Кĕркуннехи уйăхсем: авăн, юпа, чÿк.
Авăн – «овинный месяц, время молотьбы». (Молотьба – извлечение, выбивание зерен, семян из колосьев).
Юпа – буквально
«месяц столба, пора осенних поминок». На могилах временные столбы заменялись постоянными.
Чÿк – «месяц жертвоприношений».
-
Физкультура саманчĕ. (Куçсене кантарни.)
-
«Сăмсапа ÿкеретпĕр» вăйă.
(Ачасем ура çине тăраççĕ, куçĕсене хупса сăмсапа юр пĕрчи, хĕвел, чечек, çулçă «ÿкереççĕ».)
-
Тест ирттерни.
-
Арпаштарнă предложенисене майлани. (Слайд)
- Халĕ эпир пĕчĕк тест иртерĕпĕр. Текста малалла тăсăпăр:
Çулталăкра тăватă вăхăт. Хĕлле сивĕ, таврара шап-шурă. Çуркунне ăшă вăхăт. Çулла хĕвел хĕртсе пăхать. Кĕркунне çанталăк сулхăн.
(Панă предложенисенчи ĕçсем хăçан пулнине карточкăсемпе çĕклесе кăтартаççĕ:
Шурă – хĕлле, кăвак – çуркуне, симĕс – çулла, сарă – кĕркунне. Çав вăхăтрах тетрадьре тĕрĕс е тĕрĕс мар пулнине «-+» паллăсемпе палăртса пыраççĕ)
Предложенисем: (Слайд)
-
Шурă юр ирĕлет, шыв юхать.
-
Ачасем çырла, чечек пуçтараççĕ, шыва кĕреççĕ.
-
Ачасем кимĕсем яраççĕ.
-
Ачасем йĕлтĕрпе, çунашкапа, конькипе ярăнаççĕ, юрпа выляççĕ.
-
Ачасем шкула каяççĕ.
-
Тест результачĕсене тĕрĕслени. (Слайд)
-
йăнăш çук
|
«5»
|
1 йăнăш
|
«4»
|
2 йăнăш
|
«3»
|
3 йăнăшран ытла
|
«2»
|
-
Çыхăнуллă пуплеве аталантарни.
1. Ушкăнсенче ĕçлени.
(Виçĕ ушкăнра пĕрер çуркунне, çулла, кĕркунне çинчен ыйтусем параççĕ.)
Тĕслĕхрен:
- Çуллахи уйăхсем мĕн ятлă?
- Çулла çанталăк мĕнле?
- Эсĕ çулла мĕн тăватăн?
- Сана çулла килĕшет-и? Мĕншĕн?
Ĕç формисем:
I ушкăн
|
II ушкăн
|
III ушкăн
|
2. Ыйтусене саспа пани.
-
Çулталăк вăхăчĕ çинчен кĕскен каласа пани (Кашни ушкăнран пĕрер ача).
-
Интерактивлă ыйтусене хуравлани.
- Кама çулла килĕшет? Тăрăр!
- Мана çулла килĕшет. т.ыт.те.
- Сирĕн юратнă уйăхăр хăшĕ?
XI. Хушма ĕç. Пуçватмăшра ваттисен каларăшне вуласси. (Слайд)
۞
|
≡
|
□
|
■
|
₪
|
|
|
†
|
☼
|
●
|
☼
|
⌂
|
☼
|
■
|
●
|
☼
|
Ω
|
▲
|
■
|
|
|
₪
|
∆
|
∞
|
*
|
▲
|
|
|
Пуç ватмăшăн уççи:
۞
|
†
|
□
|
■
|
Ω
|
⌂
|
*
|
●
|
∞
|
∆
|
☼
|
▲
|
≡
|
₪
|
к
|
в
|
ш
|
н
|
й
|
т
|
м
|
х
|
е
|
л
|
ă
|
ĕ
|
а
|
и
|
- Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. (Слайд)
- Çуркунне мĕншĕн илемлĕ? Хĕлле мĕнпе илемлĕ? т.ыт.те.
- Ачасем, çут çанталăкра кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ. Чăнах та, кашни вăхăтрах илемпе киленме пулать. Илеме курма пĕлмелле, çут çанталăка сăнамалла, ăна упрамалла. Йывăç-курăка ан хуçăр, вут-кăварпа асăрхануллă пулăр, чĕр чунсемпе кайăксене пулăшăр, вара çут çанталăк татах та илемлĕрех пулĕ.
-
Урока пĕтĕмлетни.
- Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ-и?
- Паян урокра мĕн турăмăр, мĕн çĕннине пĕлтĕр?
-
Ачасен ĕçне хаклани.
-
Киле ĕç пани.
- Уйăхсен чăвашла ячĕсене вĕренмелле. Вĕсене мĕнле пĕлнине Интернетра çак сайтра тĕрĕслеме май пулĕ:
www.inf-online.ru/g6/metd/lsu/kna.htm (Слайд)
- Вăйлăрах ачасен уйăх ячĕсемпе усă курса виçĕ предложени çырса килмелле.
XV. Урока вĕçлени.