Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ Константин Иванов
(7-мĕш класра ирттермелли урок)
Сапăрлав тĕллевĕ: чăвшсен классикăлла сăвăçин пултаруллăхне хаклама вĕрентесси; поэма чĕлхин илемлĕхне юратма вĕрентсси; чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси; ĕçе хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвшсен классикăлла сăвăçин пултаруллăхĕпе паллаштарасси, К.В.Иванов «чĕлхине» тĕпчесси; чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхинчи глаголăн сăпатсăр вормисем хушшинчи уйрăмлăха асăрхасси, çирĕплетесси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне аталантарасси; диалог тума, шухăша калама вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, поэма сыпăкĕпе ĕçлесси, тишкерЎ, шырав, ыйту-хурав, аудировани, кластер, синквейн, икĕ енлĕ дневник, предложении, калаçу.
Пуплеве аталантарасси: текстпа ĕçлеме хăнăхасси; ыйтусене хуравласс, шухăша калама хăнăхасси.
Словарь ĕçĕ: пурçăн, çĕвĕ, вылянтар, хултăрчă, çĕрĕ; Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать.
Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ, компьютер, проектор, дидактика хатĕрĕсем. «Нарспи» поэма сыпăкĕ(фонохрестоматии), ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем (лото), «Нарспи» поэмăн иллюстрацийĕсем, «хĕр - чечек» , «куç – шăрçа» ÿкерчĕксем.
Урок тĕсĕ: ăнлану урокĕ.
Урок эпиграфĕ: Ун ырă ячĕ вĕçĕмсĕр пырать.
Ик хĕрĕх çул та иртĕ, пиллĕк те…
Паян чысра вăл аслă çĕр-шывра,
Ыран ăна тĕнче тÿпи кĕтет…
(В.Станъял.)
Урок юхăмĕ
-
Класа йĕркелени.
2. Урок темипе, тĕллевĕпе, эпиграфĕпе паллаштарасси.
1) Умĕнхи калаçу.
- Экран çинче камăн портретне куратăр? (1-мĕш слайд)
- Урок эпиграфĕнчен мĕн пĕлтĕр? (2-мĕш слайд)
- Паян урокра К.В.Иванов пултаруллăхĕпе тĕплĕнрех паллашăпăр, вăл çырнă произведенисен чĕлхине тишкерĕпĕр.
3. Çĕнĕ темăна ăнлантарни. «Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ» текстпа ĕçлесси.
-
Текст патне панă çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси (2-3 хут ):
Пушкăртстан – Башкортостан, Башкирская Республика
Слакпуç – Слакбаши (село)
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ – Симбирская чувашская школа
Политика юхăмĕ – политическое течение
Шăпа – доля, судьба
-
Текстпа паллашасси (вĕрентекен вулавĕ).
3) Текста ачасем вуласа куçарасси
4) Ыйтусемпе ĕçлесси:
- К.В.Ивановăçта çуралса ÿснĕ?
- Чи малтанах ăçта пĕлÿ пухнă?
- Ялти шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн ăçта вĕренме кĕнĕ?
- Ăна 1907-мĕш çулта мĕншĕн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен кăларса яраççĕ?
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче кам пулса ĕçленĕ?
- Миçе çул тултарнă тĕле вăл «Нарспи» поэмăна çырса пĕтерет?
- Унăн чи паллă куçарăвĕ мĕнле произведении шутланать?
- «Нарспи» поэмăна ку таранччен миçе чĕлхене куçарнă?
- Сирĕн шутпа К.В.Ивановăн произведенийĕсене ытти халăх çыннисем пĕлеççĕ-и?
- Вăл миçе çулта вилнĕ?
5) Пĕтĕмлетÿ туни: К.Иванов çамрăклах вилнĕ пулсассăн та унăн ятне пирĕн халăх манмасть. çинчен пире презентацие хÿтĕлекенсем тĕплĕнрех паллаштарĕç.
4. Икĕ ача «К.В.Иванов» çинчен хатĕрленĕ презентацине хÿтĕлеççĕ.
5. Кластер тăвасси. (3-мĕш слайд)
6. «Нарспи» поэмăри «Сарă хĕр» сыпăкăн пĕрремĕш пайĕпе ĕçлесси (Вĕрентекен кăтартуллă вулавĕ). (
4-мĕш слайд)
- Сыпăка тимлĕ итлĕр. Нарспи мĕнле хĕр?
- Автор Нарспие мĕнпе-мĕнпе танлаштарать?
- Нарспи ят мĕне пĕлтерет?
а) Икĕ енлĕ дневник тăвасси. (5-мĕш слайд)
Автор
|
Эпĕ мĕнле ăнланатăп
|
Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм
Хирти сарă чечек пек
|
Чечек питĕ хитре ÿсен тăран.
Нарспи те чечек пек питĕ хитрее.
Сарă чечек пек тени Нарспи питĕ хитре тенине пĕлтерет.
|
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек
|
Шăрçа хитре япала. Ăна хĕр ачасемпе хĕрсем çакса çÿреççĕ. Нарспин куçĕсем шăрçа пек хитре, палăртса тăраççĕ.
|
ă) «Хĕр – чечек» ÿкерчĕкпе ĕçлесси.
- Хĕр мĕнле-мĕнле пулма пултарать? (Ăслă, илемлĕ, çÿллĕ, сăпайлă, ĕçчен…)
б) «Куç – шăрçа» » ÿкерчĕкпе ĕçлесси.
- Куç мĕнле-мĕнле пулма пултарать?(кăвак, хура, хăмăр, ăшă, ачаш, çĕмĕрт куç, çăлтăр куç, ..)
в) Чечек пек, шăрçа пек; сарă чечек, хура шăрçа мĕнсем пулчĕç? (Тропсем: танлаштару тата эпитет).
7. Художниксен ĕçĕсемпе паллашасси. (6-мĕш слайд)
- К.В.Иванов Нарспи илемне чечекпе тата шăрçапа танлаштарать. П.Сизов тата Э.Юрьев художниксем Нарспи илемне çапларах кураççĕ (картинăсемпе паллашни). Ку вăл çыннăн тулаш енчи илемлĕх. Кунсăр пуçне çыннăн кăмăл илемĕ, чун илемĕ пур. Çыннăн шалти илемне мĕн палăртма пултарать? (Ырă кăмăл, сăпайлăх, ĕçченлĕх).
8. «Сарă хĕр» сыпăкăн «Ирех тăрать, тумланать…» пайĕпе ĕçлесси.
1) Вĕрентекен вуласси.
2) Словарь ĕçĕ: ĕç хатĕрĕсене кăтартни: ăса, хултăрчă, ăса, пурçăн çип.
3) Ачасем мăшăрăн вуласси (пĕр ача вулать, тепри итлет, йăнăшсене тÿрлетет).
4) Сăвва илемлĕ вуласси. Вырăсла куçарăвне вуласси.
5) Поэма сыпăкĕсенчен глаголăн сăпатсăр формисене тупса вуласси.
Глаголăн сăпатсăр формисемçинчен пĕтĕмлетÿ тăвасси.
6) Ыйтусене хуравласси:
- Нарспи ĕçчен-и?
- Вăл мĕн-мĕн тума пĕлет? (тĕрлеме, çĕлеме, пир тĕртме, тутлă апат пĕçерме.)
- Нарспи сăн-пуçĕпе çеç мар, хăйĕн ĕçĕсемпе те илемлĕ: вăл хитре тĕрлет, çĕлет, тутлă апат пĕçерет.
7) Вуланă йĕркесенче халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă курнине каласси.
(7-мĕш слайд)
- Çак вуланă йĕркесенче К.Иванов халăх сăмахлăхĕн хăш жанрĕсемпе усă урнă?
а) «Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă
Пĕр кĕрет те пĕр тухать».
-
Такмак.
-
Юмах.
-
Тупмалли юмах.
- Унăн тупсăмĕ: йĕппе çип.
ă) «Е сак çинчи кушакĕ
Питне çăва пуçласан,
Апат хатĕр хăнашăн...»
-
Сăнав.
-
Каларăш.
-
Ваттисен сăмахĕ.
- К.В.Иванов чĕлхи пуян, чăн чăваш энциклопедийĕ.
9. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси. (8-мĕш слайд)
Ваттисен сăмахĕсене вуламалла, вырăсла куçармалла, вĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантармалла.
а) Ēç çынна … кÿрет.
ă) Ēç – … илемĕ.
б) Ēç … юратмасть.
в) Ēçе … пурнăç илемне курать.
Кирлĕ сăмахсем: пурнăç, юратакан
, кахала, илем
10. Предложенисем йĕркелесси, мăшăрпа ĕçлесси. (Мăшăрсемпе карточкăпа ĕçлени)
Виçĕ юпари сăмахсене тĕрĕс çыхăнтармалла.
Нарспи хăвăрт çырать
К.В.Иванов интереслĕ куçарать
Сетнер пултаруллă тĕрлет
Сăвăçă чухăн пурăннă
Куçаруçă илемлĕ пулнă
11. Вĕреннине çирĕплетни. (9-мĕш слайд)
Синквейн туни ( доска çинче).
К.В.Иванов
пултаруллă, ĕçчен
пĕлет, çырать, ÿкерет
Пултаруллă Иванов нумай çырать
Сÿнми çăлтăр
12. Урока пĕтĕмлетни.
1) Учитель сăмахĕ. Кĕнеке выставки. (10-мĕш слайд)
- К.В.Иванов çырнă «Нарспи» поэмипе ытти уроксенче тĕплĕнрех паллашăпăр. Унăн кĕнекесемпе вара шкул библиотекинче тата ача-пăча библиотекинче паллашма пулать. К.В.Иванов – чăвашсен классикăлла сăвăçи. Унăн произведенийĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, чĕлхи пуян, хитре, содержанийĕ тарăн шухăшлă, сăнарĕсем чĕрĕ. «Нарспи» поэмăна 6 сăвăçă вырăсла куçарнă: Андрей Петокки, Влас Паймен , Петĕр Хусанкай ,Борис Иринин, Александр Жаров, Анатолий Смолин.
2) «Нарспи» мюзикла итлени. (11-мĕш слайд)
13. Ачасен ĕçне хакласси.
14. Киле ĕç пани: «Нарспи» поэмăран 5 ваттисен сăмахĕ çырса илмелле.