Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Чăваш Республикинчи

Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ


Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул
ТОПОНИМИКА

9-мĕш класра вĕренекенсен чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен предмечĕпе суйласа илмелли курс программи
Программа авторĕ:

Муркаш районĕнчи Тойкилтĕри

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен



Евстафьева Юлия Николаевна

Тойкилтĕ – 2010

Ăнлантару сăмахĕ.

Тăван чĕлхепе халăх сăмахлăхне, литературăна шкулта вĕрентессин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чи малтанах ку вăл – ачасене тăван чĕлхепе тĕрĕс, çыпăçуллă усă курма хăнăхтарасси. Иккĕмĕшĕнчен: унăн илемне туйма, унтан вара чĕлхемĕр сыхласа хăварнă ĕмĕрхи пуянлăха упрама хавхалантарасси. Топонимсене пухасси те чăваш чĕлхи наукишĕн питĕ ырă ĕç.


Чĕлхе пуянлăхĕ шутĕнче топонимсене тĕпчесси те пысăк вырăн йышăнать. Кашни ялăн, çырмасемпе варсен, вăрмансемпе улăх-çарансен, кÿлĕсемпе пĕвесен хăйсен ячĕ пур. Тĕрлĕ ялсемпе çырма-çатрасен, вăрмансемпе сăртсен,

кÿлĕсемпе пĕвесен, улăхсемпе варсен ячĕсем паян-ĕнер çуралнă ятсем мар, вĕсем авалтанах пыраççĕ, нумайăшĕн историйĕ вăрăм. Этеме таврари вырăн ячĕсем тахçанах интереслентернĕ, ăна вăл тĕпчесе пĕлме тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни ял е çырма, вар е вăрман пирки халăхра тĕрлĕ халап çÿрет, пĕри тепринчен кăсăклăрах. Топонимсене тĕпчесе вĕренесси юлашки çулсенче вăйлă аталанчĕ. Тĕпчев ĕçĕсемпе пĕрлех вĕсене пухасси те анлă сарăлчĕ. Çапах та топонимсене анлăн пухса, çырса илес ĕçе çителĕклĕ тытăнман-ха. Кашни ялта тĕл пулакан топонимсене пухасси питĕ пĕлтерĕшлĕ, васкавлă ĕç. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен топонимсем манăçа тухса пыраççĕ, вĕсем чăннипех çухалаççĕ. Вăл ятсене вăхăт иртнĕçемĕн пуçĕпех манса каятпăр.


Топонимсене пĕччен-иккĕн пухнипе нумай ĕç тăваймăн. Ку ĕçе тăван чĕлхене юратакан, тăван ял тата тавралăх историйĕпе интересленекен кашни çынна явăçтарсан аван, вара çеç топонимсен ячĕсене пурне те пĕр сиктерсе хăвармасăр çырса илме пулать.

Топонимика материалĕсем чĕлхепе этнографии, историпе археологи наукисемшĕн питĕ кирлĕ. Вăл материала тĕпчесе вĕренни чăваш халăхĕн, чăваш чĕлхин авăллăхне пĕлме те пулăшать.


Çак шухăшсене тĕпе хурса хатĕрленĕ те эпĕ «Топонимика» текен элективлă курс программине. Топонимсене тĕпчесси шкул ĕçĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнмалла.

Унăн тĕллевĕсем çакнашкал:
-вĕренекенсене тăван тавралăх топонимĕсене пухса тĕпчеме хăнăхтарасси;

-топонимсен ячĕсен пулăвне тĕпчесси;

-наукăпа практика конференцийĕ валли материал пуçтарасси;

-интернет ресурссемпе усă курма вĕрентесси;

-проект, презентации тума вĕрентесси;

-ялти ватă сынсемпе тĕл пулса калаçасси


Мелĕсем:
-рефератсем çырасси;

-докладсем тăвасси;

-конкурссене хутшăнасси;

-справочниксемпе, энциклопеди словарĕсемпе ĕçлесси;

-тĕпчев ĕçĕн материалĕсене хаçат-журналсене тишкересси;

-презентацисем хатĕрлесси;


Формисем:
-пурте пĕрле

-ушкăнпа


-пĕчĕк ушкăнпа

-уйрăммăн


Тĕрĕслев формисем:

тĕл пулусем; практика занятийĕсем; -шырав-тĕпчев ĕçĕсем;


Тĕллевсемпе килĕшÿллĕн, вырăнти условисене шута илсе, элективлă курсăн темисене, кашни темăпа ĕçлемелли формăсене палăртнă (лекции-урок, тĕпчев-урок, калаçу урок, тĕрлĕ майпа материал пуçтарни тата ытти те). Курс валли 17 сехет уйăрма пăхнă: вăл шутра лекцисем - 6 сехет, практика занятийĕсем - 10 сехет, зачёт - 1сехет. Вĕренекенсен пултарулăхне аталантарма харпăр тĕллĕн (пĕччен е ушкăнпа) ĕçлессине те мала хунă. Вĕрентекен тивĕçлĕ консультацисем ирттернĕ, кăтартусем панă хыççăн ачасен ял çыннисенчен ыйтса пĕлсе материал пуçтармалла. Тĕрлĕ çĕрте упранакан документсемпе, историксемпе, чĕлхеçĕсен тĕпчевĕсемпе, музейри материалсемпе паллашмалла, словарьсемпе усă курмалла.

Пухнă материала ушкăнласа йĕркелес, тишкерсе пĕтĕмлетес тĕллевпе хальхи техника хатĕрĕсемпе, вăл шутра, компьютерпа усă курма пăхнă.




№№

Темăсем

Лек-

цисем

Прак-

тика

ĕçĕсем

Зачет-

сем

Урок

тĕсĕ

Урок

меслечĕсем

тĕрĕслев

1

2


3

4
5

6
7

8

9


10

11


12


13

14


15

16


Мĕн вăл топонимика? Пĕтĕмĕшле ăнлантарни

Макротопонимсем.

Пĕтĕмĕшле ăнлантарни

Микротопонимсем. Пĕтĕмĕшле ăнлантарни


Ойконимсем
Ойконимсем

Ял ячĕсен пулăвĕсем


Авалхи ял ячĕсем. Мĕншĕн хăш-пĕр ял ячĕсем икке?
Шыв-шур ячĕсем

Вăрман , уçланкă ячĕсем


Уй-хир ячĕсем

Улăхсемпе варсен ячĕсем

Çырма –çатра, сăрт-ту ячĕсем

Пирĕн ялти кас, урам ячĕсем

Мăн Токшик ял таврашĕнчи топонимика халапĕсем

Топонимсен пурнăçри пĕлтерĕшĕ. Топонимсем илемлĕ сăмахра
Пĕтĕмлетни

Пурĕ


1

1


1

1

1



1

6

1
1

1

1

1


1

1


1


1

1


10

1

1



Лекции- урок

Лекции- урок


Лекции- урок

Тĕпчев- урок.
Тĕпчев- урок.

Тĕпчев- урок


Лекции- урок

Тĕпчев- урок

Тĕпчев- урок

Тĕпчев- урок.

Тĕпчев- урок.

Тĕпчев- урок


Тĕпчев- урок


Вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн ĕçлени


Урок-зачёт

Конспект

Конспект

Конспект

Тĕпчев ĕçĕ


Слайдсем, картотека йĕркелесси

Слайдсем, картотека йĕркелесси


Ял ячĕсем çинчен материал пухасси

Ял планĕ, урамсен ячĕсем

Шыв-шур ячĕсене пухасси

Наукăпа практика конференцине хатĕрленесси.

Таврари вырăн ячĕсене пухса хатĕрлесси
Презентации хатĕрлеме пуçласси Картотекăсемпе слайдсем хатĕрлесси.

Улăхсемпе варсен ячĕсене пухасси


Материал пухасси

Урам ячĕсене тĕпчесси

Презентации хатĕрлесси

Конспект

Презентации хÿтĕлесси




Усă курнă литература:
1.Сергеев Л.П.,Сергеева Т.Н., Матвеева Н.В. Муркаш районĕнчи ял ячĕсем: Словарь. – Шупашкар, 2010.

2.Сергеев Л.П. Чăваш сăмахĕ. – Шупашкар, 1994

3.Ашмарин Н.И.Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. 1-17. Хусан – Шупашкар, 1928-1950

4.Вязов И.Д. Апаш.- Шупашкар, 2000



5.Муркаш районĕнчи „Çĕнтерÿ ялавĕ” хаçатран илнĕ статьясем

Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ

Мĕш класра вĕренекенсен чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен предмечĕпе суйласа илмелли курс программи

101.18kb.

25 09 2014
1 стр.


Ч=ваш Республикин в\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви

Ч=ваш Республикин Муркаш район администраций\н в\рентъ, ёамр=ксен политики тата физкультур=па спорт пай\

532.78kb.

10 09 2014
4 стр.


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

«Н. В. Овчинниковăн «Салам, Çĕр!» картини тăрăх калав сочинени çырса хатĕрлемелли материал»

309.38kb.

14 12 2014
1 стр.


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Проект результачĕ: Уçă урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: «Тăван кил ăшши атте-анне ăшши». ( 8 класс)

410.87kb.

14 12 2014
9 стр.


Муркаш районӗнчи культура учрежденийӗсем пичетре 2012 ҫул Культура Андреева, Алевтина Евстафьевна

Муркаш район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗпе Алевтина Андреевӑпа районти культура аталанӑвӗ ҫинчен калаҫни] / А. Андреева; В. Шапошников калаҫнӑ // Ҫӗнте

148.5kb.

18 12 2014
1 стр.


«Спорт любить- здоровым быть»

Спорт- это здоровье! Спорт- это азарт! Спорт- это хорошее настроение, задор, это общение с друзьями. И не обязательно добиваться высоких рекордов, не всем это дано. Главное собрать

7.59kb.

11 10 2014
1 стр.


Спорт деген бір сиқЫР, спорт деген саясат «Спорт деген бір сиқыр»

«Спорт деген бір сиқыр», «спорт деген саясат» деген сөздердің ойдан шығарылмағанын ескерсек, салауатты өмір салты, спортқа баулу мәселесі басты назарда ұсталатын маңыздылардың бірі

14.09kb.

09 10 2014
1 стр.


ЕТ,рне район администраций,н в,рент/ тата +амрёксен политикин пай, Муниципаллё в рент\ учреждений

Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) – чёваш халёхне =утта кёларассиш н ырми-канми тёрёшнё паллё педагог: ученёй: =. н чёваш =ырулёхне: чёваш ачисем валли учительсем хат рлекен шкула

164.69kb.

06 10 2014
1 стр.