Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Николай Иванович Ашмарин – пирĕн мухтавлă ентеш

(8-мĕш класс)


Воспитани тĕллевĕсем: Н.И.Ашмаринăн тĕслĕхĕпе усă курса ачасене ырă, усăллă ĕçсем тума хистесси, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă Н.И.Ашмаринăн пурнăçĕпе тата ĕçĕпе кĕскен паллаштарасси, учёнăй çинчен каласа пама хăнăхтарасси, паллă тĕпчевçĕн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе» хатĕрленĕ проекта презентацилесси, ачасене çак словрьпе усă курма вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: Н.И.Ашмарин çинчен çырнă кĕнекесен выставки, Н.И.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», компьютер, проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, Н.И.Ашмарин тата «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» буклет.
Усă курнă литература:

  1. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсенчи 1-9 классен программи / И.А.Андреев. – Шупашкар, 2004.

  2. Печников О.И. Чăваш сăмахĕ: вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕ валли.(вĕрентÿ кĕнеки) / О.И.Печников, М.Н. Печникова. - Шупашкар, 2008.

  3. Печников О.И. Вырăс шкулĕн 8-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентесси. О.И.Печников, М.Н. Печникова. - Шупашкар, 2005.

  4. Федотов М.Ф. Н. И.Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности / М.Ф. Федотов. – Чебоксары, 1995.

  5. Краткая чувашская энциклопедия / Чувашский государственный институт гуманитарных наук. - Чебоксары, 2001.

  6. Ашмарин Н.И. 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки». / Н.И.Ашмарин.

Слайдсен аннотацийĕ:

1-мĕш слайд: Урок теми.

2-мĕш слайд: Урок тĕллевĕсем.

3-мĕш слайд: Урокăн цифрланă эпиграфĕ.

4-мĕш слайд: Урок эпиграфĕ.

5-мĕш слайд: Словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем.

6-мĕш слайд: Текстăн пăтраштарнă планĕ.

7-мĕш слайд: Текст планĕ.

8-мĕш слайд: Текст содержанийĕпе ĕçлемелли ыйтусем.

9-мĕш слайд: Куçа кантармалли хăнăхтарусем.

10-мĕш слайд: Физкультура саманчĕ ирттермелли кĕвĕ.Фон вырăнне усă курмалли ÿкерчĕк.

11-мĕш слайд: «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» ÿкерчĕксем.

12-мĕш слайд: Буклетăн 1-мĕш пайĕ.

13-мĕш слайд: Буклетăн 2-мĕш пайĕ.

14-мĕш слайд: Урока пĕтĕмлетсе кластер йĕркелемелли схема.

Урок юхăмĕ


  1. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)




  1. Урокăн планĕпе кĕскен паллаштарни.

- Паян урокра эпир тăван республика, мухтавлă ентешсем çинчен малалла калаçăпăр. Килти ĕçе тĕрĕслĕпĕр – рольпе выльăпăр, текстпа паллашăпăр, мăшăрсенче тата ушкăнсенче ĕçлĕпĕр. Манăн ыйтусене хуравласан паянхи урок теми паллă пулĕ.

3. Пуплев хăнăхăхтарăвĕ.

- Эсир мĕнле республикăра пурăнатăр?

- Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?

- Республикăра миçе хула?

- Чăваш Республикинче администрациллĕ ял районĕсем миçе?

- Пирĕн республикăн тĕп хули мĕнле хула?

- Вăл миçемĕш çулта никĕсленнĕ?

- Республикăри чи çамрăк хула мĕнле хула?

- Чăваш Республикинче миçе тĕрлĕ халăх пурăнать?

- Мĕнле паллă сынсене пĕлетĕр?

- Чăнах та, Чăваш çĕрĕ ĕлĕкренпех ăслă та ĕçчен çынсемпе пуян. Паянх урокра эпĕ сире Чăвашсен тата тепĕр паллă çыннипе паллаштарасшăн.

4. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни. (2-мĕш слайд.)

- Николай Иванович Ашмарин – пирĕн мухтавлă ентеш. Эпир Чăваш Республикинче çуралнă паллă тĕпчевçĕ çуралнă паллă тĕпчевçĕ пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе паллашăпăр, ун çинчен каласа пама вĕренĕпĕр.


5. Килти ĕçе тĕрĕслени. (Рольпе выляни.)

- Халĕ вара маларах вĕреннĕ паллă сынсене тĕплĕнрех аса илĕпĕр. Килте сирĕн вĕсенсен хăшĕн çинчен те пулин каласа пама вĕренмелле пулнă. «Паллă çынсем» вăййа выльăпăр: Эсир – паллă çынсем, пирĕн тата хăнана килнĕ, анчах палламалла маар тăхăннă. Сире ыйтусем парса ачасем эсир камне пĕлме тăрăшĕç.


Ыйту тĕслĕхĕсем:

- Эсир ăçта çÿралнă? Ăçта ÿснĕ? Ăçта вĕреннĕ? Эсир мĕнле халăх çынни? Пурнăçа мĕне халалланă? Мĕнле кĕнекесем çырнă? Мĕнле юрăсем юрланă? Мĕнле вăрçăра çапăçнă? Нă? Эсир мĕнле профессм çынни?



6. Урокăн эпиграфĕпе паллашни.(3-мĕш слайд.)

- Халĕ çак таблицăпа усă курса шифрланă урок эпиграфне вулăр




1

2

3

4

5

6

7

8

9

10

11

12

13

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ē

Ё

Ж

З

И

Й

14

15

16

17

18

19

20

21

22

23

24

25

26

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ÿ

Ф

27

28

29

30

31

32

33

34

35

36

37







Х

Ц

Ч

Ш

Щ

ъ

Ы

ь

Э

Ю

Я








Эпиграф




24

21

1

15




9

22

19

7













33

20

2




37

23




12

15

23

7

13

16

9

17

- Усал ĕçпе ырă ят илтеймĕн.(4-мĕш слайд.)



1) Ваттисен сăмахне вулани.

2) Ăнланнине тĕрĕслени.

3) Ваттисен сăмахĕн шухăшне ăнланасси.

- Эсир асăннă çынсем çинчен халăхра мĕнле сăмах сарăлнă: ырă-и, усал-и? Ырă ят мĕнпе çыхăннă?



4) Ваттисен сăмахне тĕрлĕ хăвăртлăхпа каласа ас туса юласси.

7. Текстпа ĕçлени. (116 стр.)



1) Словарь ĕçĕ. (5-мĕш слайд.)

Хам тĕллĕнех – самостоятельно

Пулманпа пĕрех – почти не было

Вăрах вăхăт хушши – долгое время

Чăнласах чухлакан пултăм – действительно стал понимать

Палăрса тăрать – отражается

Хавхалантар – воодушевлять.

а) учитель – хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;

учитель – хор; 1 рет, 2 рет;

ă) мăшăрсенче;

б) «сăнчăр» (пĕрер сăмахăн).



2) Кăтартуллă вулав. (Пуçламăшне учитель вулать, малаллине – лайăх вулакан ачасем.)

- Ачасем, текст биографии евĕрлĕ. Тимлĕ итлĕр, йĕрлесе пырăр. Вуласа тухнă хыççăн çак ыйтăва хуравламалла пулать: Н.И.Ашмарин мĕнле халăх çынни пулнă?



3) Текста ăнланнине тĕрĕслени.

- Н.И.Ашмарин мĕнле халăх çынни пулнă?

- Н.И.Ашмарин вырăс çынни пулнă.

- Ку мĕнрен паллă?

- Чăваш чĕлхипе паллашма эпĕ гимназире вĕреннĕ вăхăтра, хам 13 çулта чухне, тытăнтăм предложенире курăнать. Кенекесене учёнăй вырăсла çырнă.

4) Текста çурма сасăпа вулани.

- Текста çурма сасăпа вуласа тухăр, пăтраштарнă плана майлама хатĕрленĕр.( Пăтраштарнă план пункчĕсемпе паллашни.)



5) Пăтраштарнă плана майлани.(6 - 7-мĕш слайдсем.)

1)Манăн ĕçĕмĕн тĕллевĕ.

2) Чăваш чĕлхине чăнласах чухлакан пултăм.

3) Эпĕ ăçта çуралнă?

4) Чăваш чĕлхипе паллашматытăнтăм.

5) Эпĕ пичетлесе кăларнă ĕçсем.

Тĕрĕс план:

  1. Эпĕ ăçта çуралнă?

  2. Чăваш чĕлхипе паллашматытăнтăм.

  3. Чăваш чĕлхине чăнласах чухлакан пултăм.

  4. Эпĕ пичетлесе кăларнă ĕçсем.

  5. Манăн ĕçĕмĕн тĕллевĕ.

  1. План пункчĕсем тăрăх текст пайĕсене саспа вулани.

  2. Ыйтусене хуравлани. (8-мĕш слайд)

- Н.И.Ашмарин хăçан тата ăçта çуралнă?

- Н.И.Ашмарин чăваш чĕлхипе миçе çулта паллашма тытăннă?

- Н.И.Ашмарина кам чăвашла вĕрентнĕ?

- Учёнăй чăваш чĕлхине мĕн вăхăт хушши вĕреннĕ? Мĕншĕн?

- Н.И.Ашмарин мĕнле чĕлхесене тĕпченĕ?

- Тĕпчевçĕ мĕнле кĕнекесем çырнă?

- Н.И.Ашмаринăн ĕçĕн тĕллевĕ мĕнле пулнă? Мĕншĕн?

8. Мăшăрсенче ыйтусене хуравлани.

9. Диалог туни.

10. Монолог туни.

11. Кану саманчĕ (Куçа тата кĕлеткене кантарни.)

12. Н.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе» паллашни.

1) Вĕрентекенĕн умĕнхи сăмахĕ. Кĕнекесен выставки. ( -мĕш слайд)

- Н.И.Ашмарин вырăс çынни пулнă пулин те, чăваш чĕлхине нумай тĕпченĕ. Учёнăй ĕçĕ-хĕлĕпе эсир çак кĕнекесем тăрăх паллашма пултаратăр: (8-мĕш слайд) М.Ф. Н.И.Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности/ Федотов М.Ф. – Чебоксары, 1995.

Пирĕн шкул библиотекинче Ашмаринăн 17 томлă словарĕ те пур. Унăн чăвашла ячĕ - «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки».

2) Ушкăнсенче Н.И.Ашмаринăн словарĕпе ĕçлесси.

- Халĕ ушкăнсенче словарьпе ĕçлĕпĕр, хăш-пĕр сăмахсен статйисемпе паллашăпăр: ĕç, ырă, илт.



13. Урока пĕтĕмлетни. ( -мĕш слайд)

- Сирĕн шухăшпа, Н.И.Ашмарин мĕнле çын пулнă?

- Кам вăл Н.И.Ашмарин?

- Н.И.Ашмарин хăйĕн пурнăçĕнче тунă ĕç мĕнле пÿлнă: ырă-и, усал-и?

- Вăл ырă ят илнĕ-и?

- Ашмаринăн ырă ячĕ мĕнре упранать?

- Эсир мĕнле ырă ĕçсем тума пултаратăр?



14.А.Смолин сăввине пăхмасăр калани.
Чăваш-и вăл е чăваш мар-и,

Нумай ĕçленĕ-и, сахал-и?

Пурне те паллă халь:

АШМАРИН –

Чаваш сăмахĕн шурсухалĕ.
Сăмахсене шитпе виçеймĕн,

Калаймăн: пăт туртать е тонна».

Кунта йăлт урăхла виçе-мĕн:

Пĕр кĕнеке - ВУНÇИЧĒ ТОМЛĂ!


Кашни сăмах, сăмах кăшкарĕ

Ун сывлăхне чылай кăшларĕ…

Чăваш-и вăл е чăваш мар-и?..

ЧĂВАШШĂН тăрăшрĕ АШМАРИН!


15. Ачасен ĕçне хаклани.

16. Киле ĕç пани.

- Килте: 1) Н.И.Ашмарин çинчен каласа пама хатĕрленмелле;



2) Ēç çинчен калакан 7-8 ваттисен сăмахĕ тупса çырса килмелле.

17. Урока вĕçлени.

Николай Иванович Ашмарин – пирĕн мухтавлă ентеш (8-мĕш класс) Воспитани тĕллевĕсем

Воспитани тĕллевĕсем: Н. И. Ашмаринăн тĕслĕхĕпе усă курса ачасене ырă, усăллă ĕçсем тума хистесси, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси

90.5kb.

10 09 2014
1 стр.


Урокăн план-конспекчĕ. 3-мĕш класс. Тема: Тус-юлташ. Тĕллевĕсем Туслăх темăпа ĕрлесси, сăмахсен йышне ÿстересси, калав тума вĕрентесси

Тĕллевĕсем Туслăх темăпа ĕрлесси, сăмахсен йышне ÿстересси, калав тума вĕрентесси

45.77kb.

14 10 2014
1 стр.


Краснова Нелли Анатольевна, 6-мĕш гимназири аслă категориллĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Çĕнĕ Шупашкар, 2009 Çулталăк вăхăчĕсем. 4-мĕш класра икт-па усă курса ирттернĕ урок

Пĕлÿ тĕллевĕсем: Уйăхсен чăвашла ячĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси, пуплевре тата çырура шут хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курассине çирĕплетесси, çулталăк вăхăчĕсем çинчен у

97.18kb.

23 09 2014
1 стр.


Сычев Юрий Иванович к т. н., зав лабораторией Моторный Николай Иванович

Фгуп внипиистромсырье по заданию «Федерального центра нормирования, стандартизации и технической оценки соответствия в строительстве» фау

75.36kb.

01 10 2014
1 стр.


Затеев Николай Иванович
460.13kb.

08 10 2014
3 стр.


Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Класс тулашĕнчи ĕçе хатĕрлекенĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ерт

46.07kb.

12 10 2014
1 стр.


Килте вулама сěннě кěнекесем 2-мěш класс Паттăр та хăюллă çынсем çинчен
125.93kb.

14 12 2014
1 стр.


Повесть о том, как поссорился Иван Иванович с Иваном Никифоровичем Глава I иван Иванович и Иван Никифорович

Описать нельзя: бархат! серебро! огонь! Господи Боже мой! Николай Чудотворец, угодник Божий! отчего же у меня нет такой бекеши! Он сшил ее тогда еще, когда Агафия Федосеевна не езд

572.52kb.

10 09 2014
4 стр.