Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Литературăпа музыка композицийĕн сценарийĕ
Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, ЧР, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ.

Сценăна илемлетнĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр.

Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25-мĕшне – Чăваш чĕлхин кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантаратпăр.
Ачасем сцена çине тухаççĕ:

1 ача: «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук,» - тенĕ И.Я.Яковлев.
2 ача: Чăвашсен çак тарана упраннă паха мулĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ.
3 ача: Атте-анне чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.

4 ача: Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ,

Сиктернĕ лăнкăр-лăнкăр сăпкама,

Чĕкеç вĕçнисене курса пилленĕ

Çемçен те чĕвĕл-чĕвĕл калаçма

Ачаранах ĕмĕрлĕхе

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.



5 ача: Чăваш чĕлхи вăл – манăн чун та ĕмĕт,

Хĕвел те уйăхăм – тăван чĕлхе.

Пуçна чĕлхе вилессипе ан çĕмĕр,

Вăл халĕ кирлĕ халăха!



6 ача: Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,

Пире, ачсем, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.



1 ача: Ан тиркесем чĕлхемĕре,

Ан хăй ăна начар теме, -

Унпа сана аннÿ ÿстернĕ, -

Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.



2 ача: Савар, мухтар чĕлхемĕре,

Ялан усрар чыс-хисепре, -

Эпир унпа ĕçе вĕреннĕ,

Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.



3 ача: Упрар тăван чĕлхемĕре –

Чун-чĕрери хĕлхемĕре, –

Эпир ăна ялан ĕненнĕ,

Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ.



4 ача: Тăван чĕлхе – таса çăлкуçĕ,

Тăван чĕлхе – хĕвел шевли.

Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

Куллен кунах пире валли.



5 ача: Çурхи сасă евĕр шăнкăрав чĕлхене

Ан тиркĕр, чăваш ачисем, ĕмĕрне.

Ан тиркĕр ăна, тиркеме май тупса

Е урăх чĕлхе илемне ăмсанса.



6 ача: Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене

Юратăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!

Юратăр ăна çын çинче, кил-çуртра,

Юратăр ăна паянхи юрăра!



«Илемлĕ, илемлĕ» юрă янăрать.

Ертсе пыракан: Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ

ÿстерсе вăй-хал мулне.

Кĕнекеçĕсем шыраççĕ

Чăвашсен кунне-çулне.

Тинкеретпĕр малалла,

Кайрине те халь куратпăр.

Манăн шухăшăмпала

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!


Никифорова Юлия «Ман телей тупасчĕ» юрă

Ертсе пыракан: «Ват çын – тăват çын,» - теççĕ. Ĕлĕкренех чăваш çамрăкĕсем ватăсене хисепленĕ. Ватти пур та латти пур теççĕ тата. Эпир те асатте-асаннесене сума суса юрă парнелетпĕр.

Ачасем «Асанне» юрă юрлаççĕ
Ертсе пыракан: Чăн та, илемлĕ те çепĕç пирĕн чĕлхе.

Чухăн мар вăл – пуян та, чаплă та,

Çемçе те, вутлă та хăватлă.

Вăл тÿсĕмлĕ, çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ!



«Мĕнле пур - çапла юрат» юрă.

Ертсе пыракан: Чăваш чĕлхинче çут çанталăк илемне сăнлама та, пуçри ĕмĕт-шухăша, чунри туйăма уçса пама та витĕмлĕ те çепĕç сăмахсем çав тери нумай.

«Акăшсем» юрă янăрать

Ертсе пыракан: Паянхи кун ĕлĕкхи йăла-йĕркене, вăййа-ташша, сăвва-юрра пĕлни – халăхăн авалхи культурине пĕлнине çирĕплетет. Иртнисĕр пуласлăх çук. Ку тĕлĕшпе пирĕн шкулта пуçламăш классен вĕрентекенĕ Зотикова Л.Н. питĕ нумай тăрăшать. Сирĕн умăрта «Путене» фольклор ушкăнĕ.

«Путене» фольклор ушкăнĕ

Виçĕ ача «Упрар-ха чĕлхене» юрă юрлаççĕ. (Сăввине чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова В.М. çырнă, кĕвви «Шевле» ушкăн юрлакан «Тавта пуç, учительсем, сире» юррăн)




1 ача:

Чăваш чĕлхи питĕ капăр,

Вĕрентет пулма вăл сапăр.

Кашни кун пĕлÿ парать пире!

Сăвă-юрă ян янратăр,

Ташă-кĕвĕ аталантăр.

Чăвашлăх тытса тăрать пире.

Чăвашла аван пĕлетĕп,

Вырăсла та эп пуплетĕп –

Туслăх пултăр ĕмĕр-ĕмĕре!



2 ача:

Чăваш чĕлхи питĕ капăр,

Пултăр çулĕ ялан такăр.

Вăл пурри вăй-хал парать пире!

Ĕмĕрех асра усратăп,

Чунра яланах туятăп –

Чи хакли эс маншăн тĕнчере.

Пуласлăхушăн çунатăп,

Тăрăшса ăс-тăн пухатăп,

Ялан пулăн эсĕ чĕремре.



3 ача:

Чăваш чĕлхи питĕ капăр,

Вĕрентет пулма вăл сапăр.

Кашни кун пĕлÿ парать пире!

Çулсеренех пуянлантăр,

Тĕлĕнтерсе савăнтартăр.

Ачасем, упрар-ха чĕлхене.

Мухтаса юрă юрлар-ха,

Чун-чĕререн тав тăвар-ха,

Манас çук ăна эп ĕмĕрне!




Ертсе пыракан: Çакăнпа эпир уява вĕçлетпĕр. Сывă пулăр!






Ĕçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр

35.37kb.

18 12 2014
1 стр.


Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.

Класс тулашĕнчи ĕçе хатĕрлекенĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ерт

46.07kb.

12 10 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс (чăваш шкулĕ)
97.71kb.

14 10 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2013) Чăваш чĕлхипе литератури. 9 класс (чăваш шкулĕ)

Текста вулăр, иккĕмĕшле сăмахсене пурне те пуçламăш формăра çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр

49.49kb.

16 12 2014
1 стр.


Литература каçĕ Ĕçе тǎваканĕ чр елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Литература каçне шкулта Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçи пĕтнĕренпе 65 çул çитнине халалласа вǎтам тата аслǎ классенчи ачасен умĕнче ирттерме пулать

161.01kb.

14 12 2014
1 стр.


Ĕçе пурнăçлаканĕ: Ильина Екатерина Юрьевна, 9 класс. Вăрмар районĕ мву «Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш поэзийĕн малтанхи алмазĕ. Вăлах – пирĕн фотожурналист, художник, декорат

120.39kb.

15 12 2014
1 стр.


Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012) Чăваш чĕлхипе литератури 9 класс

Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ

73.2kb.

23 09 2014
1 стр.


Чăваш чěлхи эрнине пěтěмлетсе çырнă информаци

Вĕренекенсем Чǎваш енĕн паллǎ вырǎнĕсене çитсе курчĕç, мухтавлǎ ывǎл-хĕрĕн сǎн ÿкерчĕкĕсемпе паллашрĕç. Чăваш чěлхи эрнинче пулса иртекен ěçсен йěркипе чăваш чěлхине вěрентекен Г.

54.94kb.

14 10 2014
1 стр.