Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури
9 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)
1
. Наречисен синонимĕсене тупса çырăр.
Ĕлĕк, тăтăш, пăртак, ерипен.
2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.
Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ (каччăна, качча) пăхма тытăнчĕç. (Л.Агаков.)
3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ кам пулать?
4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсене çырса илĕр, пулăвне ăнлантарăр.
Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Хăвăн хăватна çухатмасăр ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн; чĕре кÿтсе çитсен – ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн; тăваншăн эсĕ – тĕттĕмри çул маякĕ, тăшманшăн – вилĕм тытамакĕ. (А. Артемьев.)
5. Ваттисен сăмахĕсене çырса пĕтерĕр:
1. Çапа пĕлмен пушă …. 2. Кашкăртан тарнă … . 3. Лаша тăват ураллă, … . 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – … . 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – …
6. Кайăк е чĕр чун ячĕ хушаматлă чăваш писателĕсемпе поэчĕсене камсене пĕлетĕр?
7. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.
8. Çак сăвă йĕркисен авторĕ кам? Хайлав мĕн ятлă? Сăвăра мĕнле илемлĕх мелĕсем тĕл пулаççĕ?
Çуркунне, юратрăм эп сана,
Пĕлтĕрхи пекех тĕрĕс-тĕкеллĕн
Таврăнатăн пирĕн таврана.
Шурлăхра шуйхатрăн пин текерлĕк,
Эс вĕçтертĕн ушкăн тăрнана,
Кунталла вĕсен çулне тĕллерĕн.
9. «Нарспи» поэмăра мĕнле календарлă йăла-йĕркесем сăнланнă?
10. Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.
Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем
9 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)
1.
Ĕлĕк – авал, тăтăш – час-часах, çине-çине, пĕрмай; пăртак – кăштах, кăшт; ерипен – майĕпен, хуллен, аран; пайтах – нумай, чылай, самай. Синоним пулакан пĕрер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан
5 балл лартма юрать.
2. Пурте пĕр харăсах ÿкерчĕк çинчи çавракарах питлĕ, çав тери чĕрĕ куçлă илемлĕ
качча пăхма тытăнчĕç. Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш орфографи словарĕн авторĕ – чăвашсен паллă чĕлхеçи В.Г. Егоров профессор. Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле япала ячĕсем:
Вилĕм – вил (гл.) + ĕм (2,5 б.), тытамакĕ – тыт (гл.) + амак (2,5 б.). Тĕрĕс хуравшăн чи нумаййи –
5 балл.
5. 1. Çапа пĕлмен пушă хăвна лекет. 2. Кашкăртан тарнă упана лекнĕ. 3. Лаша тăват ураллă, çапах такăнать. 4. Пуçтарма – çулталăк, салатма – пĕр талăк. 5. Ăшă сăмах – çу кунĕ, сивĕ сăмах – хĕл кунĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
6. Г. Орлов, А. Воробьев, П. Львов, А. Медведев, С. Шăпчăк, А. Волков, М. Волкова, Г. Волков, И. Лисаев, В. Синичкин, Уйăп Мишши, Кашкăр Микули, А. Галкин, Ю. Скворцов. (7 хушамат тĕрĕс каланă пулсан
5 балл лартма юрать.)
7. Чи нумаййи – 5 балл.
8. Ухсай Яккăвĕ (1 б.). Çурхи ÿкерчĕк (1 б.). Илемлĕх мелĕсем (3 б.): сăпатлантару, эпитет, чĕнÿ. Чи нумаййи –
5 балл.
9. Калăм, çăварни, çинçе, çимĕк. Кашни тĕрĕс хуравшăн
≈ 1,25 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
10. Чи нумаййи – 5 балл.
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупах чи нумаййи 5 балл лартма юрать (пурĕ
50 балл пулма пултарать).
Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури
10 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)
1. Панă сăмахсен синонимĕсене тупса çырăр.
Вашават (паллă ячĕ), пайта (япала ячĕ).
2. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.
Тăван ялăмăр çинчен хывнă (юрăна, юрра) пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.)
3. Вулăр. Текстра тĕл пулакан кайăк ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр.
Вăрманта лăпкă мар. Çывăхрах чăваш пек ĕçчен ула такка хăрнă йывăçа сăмсипе такать. Ватă çăка çинче, килти ĕç-пуçа пуçтарнăшăн савăннă инке евĕр, капăр кăсăя юрласа ларать. Кукăр сăмсасем чăрăш йĕкелĕсене васкавлăн шĕкĕлчеççĕ. Шăван кайăк ушкăнĕ чăрăш вулли тăрăх çÿлтен аялалла, аялтан çÿлелле тати-сыпписĕр чупса кĕшĕлтетет. Сулахайра, вĕтлĕх вăрманти ĕшне хĕрринче, пилеш кайăкĕ чăрлатни илтĕнкелет. (М.Кипек çырнинчен.)
4. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле паллă ячĕсене çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.
Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Эсĕ чăваш юрри пек кĕвĕллĕ те янăравлă. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янра эсĕ! Тайма пуçăм сана! (А. Артемьев.)
5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1) Çăмарта шурă тесе … . 2) Çĕр çын вĕрсен … . 3) Аслăран та асли пур, … . 4) Ыр ут çынна таптамасть, … . 5) Калаçу вăрăм пулсан та … .
6. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.
7. Ухсай Яккăвĕ мĕнле çыравçă çинчен тĕпчев ĕçĕ çырса уйрăм кĕнеке кăларнă?
8. «Хĕрлĕ мăкăнь» хайлавăн авторне, жанрне, тĕп геройĕсене палăртăр.
9. Н. Бичурин «Тĕлĕк» одине кама халалланă?
10. Çеçпĕл Мишшин пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.
Пĕлсе тăма: Кашни ыйтăва тĕрĕс хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем
Чăваш шкулĕ 10 класс
1.
Вашават – тарават, кăмăллă, юмарт, уçă кăмăллă; пайта – усă, сипет, сип(лĕх), пархатар; тупăш, услам, сĕтев (2-шер сăмах тĕрĕс тупнă пулсан
5 балл лартма юрать. Кашни тĕрĕс хуравшăн
≈ 1,25 балл.).
2. Тăван ялăмăр çинчен хывнă
юрра пĕтĕм йышпа итлеме юрататпăр. (Хаçатран.) Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
3. Кайăк ячĕсем: ула такка – дятел, кăсăя – синица, кукăр сăмса – клест, шăван кайăк – поползень, пилеш кайăкĕ – дрозд. Кашни тĕрĕс хуравшăн
- 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
4. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле паллă ячĕсем:
Илемлĕ – илем (яп. ячĕ) + лĕ, асамлă – асам (яп. ячĕ) + лă, кĕвĕллĕ – кĕвĕ (яп. ячĕ) + ллĕ, янăравлă – янăрав (яп. ячĕ) + лă, ирĕклĕ – ирĕк (яп. ячĕ) + лĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
5.
1) Çăмарта шурă тесе шуратмасăр çиме çук. 2) Çĕр çын вĕрсен капан тÿнет. 3) Аслăран та асли пур, ăслăран та ăсли пур. 4) Ыр ут çынна таптамасть, ыр çын çынна хурламасть. 5) Калаçу вăрăм пулсан та сăмах кĕске пултăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн – 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
6. Чи нумаййи –
5 балл.
7.
Константин Иванов çинчен. Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
8.
Повесть (1 б.). Авторĕ – Ю. Скворцов (1 б.). Геройсем (5 ят тĕрĕс каланă пулсан 3 балл лартма юрать) – Тамара, Рая, Вова, Валентин, Вера Федоровна, Геннадий Васильевич, Елена Сардоновна… Чи нумаййи –
5 балл.
9.
Хусан архирейне, хăйĕн вĕрентекенне – Амвросий Бодабедова. Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.
10. Чи нумаййи –
5 балл.
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).
Регионсем шайĕнчи олимпиада (2012)
Чăваш чĕлхипе литератури, 11 класс (чăваш шкулĕ, диаспора)
1. Сăмах малашăвĕсенчи паллă ячĕсене çывăх пĕлтерĕшлисемпе (синонимлисемпе) улăштарса çырăр:
килĕшÿллĕ пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах, килĕшÿллĕ çын.
2. Текста вулăр. Аффикс хушăнса пулнă 5 иккĕмĕшле сăмах çырса илĕр, вĕсен пулăвне ăнлантарăр.
Чăваш халăхĕ мĕн авалтан юрă ăсти пулнă. Чăваш чĕлхинче çĕр пин сăмах, чăваш халăхĕн çĕр пин тĕслĕ тĕрри, çĕр пин юрри пур теççĕ. Чăн та, пире тăван юрă сăпкара чухнех илтĕнме тытăнать. Пире вăл яшлăх кунĕсене хаклама вĕрентет, пурнăçра пиçĕхсе çитме хистет, ват атте-аннене хисеплесе сума сума ăс парать, ĕçре паттăр та сумлă пулма хистет. (Илпек Микулайĕ.)
3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики мĕн ятлă? Ăна кам çырса хатĕрленĕ? Кĕнеке ăçта тата миçемĕш çулта пичетленсе тухнă?
4. Скобкăра панă сăмахсенчен тĕрĕссине суйласа илсе çырăр.
Эпĕ кĕсьери ылтăн (çĕрĕне, çĕрре) çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н. Петров.)
5. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.
1) Çĕрте малта пыр, … . 2) Кив пÿрте пăсиччен … . 3) Вăрман пек пуянни çук, … . 4) Кăмакара пиçменни … . 5) Хир урли курăнать, … .
6.
Ухсай Яккăвĕн пăхмасăр калама вĕреннĕ пĕр сăввине çырса парăр. Сăвăри илемлĕх мелĕсене палăртса тухăр.
7. «Хура çăкăр» романри Тухтар хăйĕн чунĕнчи туйăмĕсене Селимене палăртса ăна мĕн парнеленĕ?
8. Митта Ваçлейĕ «Виçĕ хăват» сăввинче поэзин мĕнле виçĕ хăвачĕ пирки калать?
9. Пĕр тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçăсен пĕр пек ятлă мĕнле хайлавне пĕлетĕр? Хайлав ятне тата авторĕсене палăртăр.
10. Хăвăра килĕшекен пĕр-пĕр чăваш çыравçине тата унăн паллăрах хайлавĕсене калăр.
Пĕлсе тăма! Кашни ыйтăва тĕрĕс те туллин хуравласан чи нумаййи 50 балл пухма пулать.
Хуравсем
Чăваш шкулĕ 11 класс
1.
Килĕшÿллĕ пурнăç – тату пурнăç, килĕшÿллĕ сăмах – вырăнлă сăмах, килĕшÿллĕ çын – кăмăллă (ырă) çын. Кашни тĕрĕс хуравшăн
≈ 1,7 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
2. Аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле сăмахсем :
ăсти – ăста – ăс (яп.ячĕ)+ та, тĕслĕ илтĕнме – илтĕн – илт (гл.) + ĕн, тытăнать – тытăн – тыт (гл.) + ăн, яшлăх – яш (яп.ячĕ) + лăх, хаклама – хакла – хак (яп. ячĕ) + ла, вĕрентет – вĕрент – вĕрен (гл.) + т, пурнăçра – пурнăç – пур(ă)н (гл.) + ăç, пиçĕхсе – пиçĕх – пиç (гл.) + ĕх, хисеплесе – хисепле – хисеп (яп. ячĕ) + ле, сумлă – сум (яп. ячĕ) + лă. Кашни тĕрĕс хуравшăн
- 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
3. Чăваш чĕлхин иккĕмĕш грамматики «Начертание правил чувашского языка и словарь, составленные для духовных училищ Казанской епархии» ятлă. Ăна В. П. Вишневский протоиерей çырса хатĕрленĕ. Кĕнеке 1836 çулта Хусанта пичетленсе тухнă. Кашни тĕрĕс хуравшăн
≈ 1,25 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
4.
Эпĕ кĕсьери ылтăн çĕрре çупăрласа сада, хамăр тăракан вырăна, утатăп. (Н.Петров.) Тĕрĕс хуравшăн – 5 балл.
5.
1) Çĕрте малта пыр, пинте кая ан юл. 2) Кив пÿрте пăсиччен çĕннине ларт. 3) Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. 4) Кăмакара пиçменни хĕвел çинче пиçес çук. 5) Хир урли курăнать, сăмса айĕнчи курăнмасть. Кашни тĕрĕс хуравшăн
- 1 балл. Чи нумаййи –
5 балл.
6. Чи нумаййи –
5 балл.
7. Арча. Тĕрĕс хуравшăн –
5 балл.
8. Чĕлхен чăн илемĕ, чун-чĕрен хĕвеллĕ хĕлхемĕ, çунатлă ăс. Кашни тĕрĕс хуравшăн ≈ 1,7 балл. Чи нумаййи – 5 балл.
9.
К. Ивановăн «Шуйттан чури» (2,5 б.), Я. Ухсайĕн «Шуйттан чури» (2,5 б.). Чи нумаййи –
5 балл.
10. Чи нумаййи –
5 балл.
Тулли те тĕрĕс хуравшăн кашни ыйтупа чи нумаййи 5 балл лартмалла (пурĕ 50 балл пулма пултарать).