Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
ЧР Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.


Вăрçă тата ĕç ветеранĕсемпе -

тĕл-пулу

(сценари)

Йĕркелесе ирттернĕ:

Васильева Н.Т.

истори учительници
2005 çул

Вăрçă тата ĕç ветеранĕсемпе -

тĕл-пулу

Тĕл пулу тĕллевĕ:
Ачасене вăрçă вăхăтĕнче тата

тылра паттăрла ĕçсем кăтартнă

çынсемпе паллаштарасси,

вĕсем тунă ĕçсемпе мухтанма

вĕрентесси.
Тĕл пулу ирттерекен зала вăрçă тата ĕç ветеранĕсем кĕреççĕ. Шкул ачисем вĕсене ура çине тăрса кĕтсе илеççĕ.

1 ертсе пыракан. 2005-мĕш çулхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра пурăнакан халăхсем 1941-1945-мĕш çулсенчи Тăван çĕр -шывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул тултарнине уявлаççĕ.

2 ертсе пыракан. 1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Тăшманăн çав тери пысăк вăй пулнă: 190 девизи, 5,5 млн. çын, 4300 яхăн танк, 5 пине яхăн самолет, 48 пине яхăн орудисемпе минометсем.

1 ертсе пыракан. Кĕтмен çертен кÿчĕ тăшман пире шар,

Тăван çĕр çине хыпса илчĕ пушар,

Вырас тыр-пула çĕрпе çăрчĕс танксем,

Вĕри кĕл купи пулчĕç ял-хуласем.



2 ертсе пыракан. Чăматчĕç пиншер бомбăсем тÿперен,

Танксем урнă çил пек çÿретчĕç хир урлă,

Хитре хуласем арканатчĕç тĕпрен –

Нумай пурнаçа витрĕ вилĕм те хурлăх.



1 ертсе пыракан. Тăшман çиçĕмле пырса çапса Раççей çарне тĕппипех пĕтерме, темиçе уйахра çĕршывăн пысак пайне ярса илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та тăшман ĕмĕчĕ путланнă. Кар тăрса çĕкленнĕ пĕтĕм халăх, тăшманăн пысак вăйне çĕнтернĕ.

2 ертсе пыракан. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Тăшманпа çапăçса 27 млн. çын пуçне хунă.

1 ертсе пыракан. Нумай хур кÿчĕ вутлă тăвăл,

Лармарĕ çĕнтерÿ йуне.

Миçе ял, хула чулпа кĕл пулчĕ?

Мĕн чухлĕ хир таптанчĕ çăрăлса ,

Пин-пин ывăл-хĕр аттесĕр юлчĕ,

Пин-пин пурнăç юлчĕ хуçăлса.



2 ертсе пыракан. Çĕр-шыва фашистсенчен çăлса,

Ял-йышсем пуç хунă çапăçса

94 çамрăк паттăра

Илеймен кĕтсе пирĕн ялта.

Обелиск çинче халь ячĕсем,

Асран каймĕç ĕмĕрех вĕсем.



1 ертсе пыракан. Паянхи уява эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех пуç хунă ентешĕмĕрсене халаллатпăр.

2 ертсе пыракан. Тĕл-пулăва эпир вăрçă ветеранĕсене, тылра хастарлăх кăтартнă ĕçченсене чĕнтĕмĕр.

1 ертсе пыракан. Пирĕн патăмăрта паян вăрçă ветеранĕсем:

Архипов Алексей Евдокимович

Константинов Василий Константинович

Петров Василий Егорович

Тимофеева Анна Тимофеевна.

2 ертсе пыракан. Вăрçă вăхăтĕнчи ĕç ветеранĕсем:

Максимова Зинаида Егоровна

Епифанова Лидия Семеновна

Григорьева Мария Григорьевна

Егорова Мария Осиповна

Муравьев Агафон Дмитриевич



1 ертсе пыракан. Хисеплĕ ветерансем! Шкул ачисем сире юрăпа саламлаççĕ.( Юрăсем: «Малтан-ха вăрçă суранне», «Ветерансем» .5-8 классем юрлаççĕ.)

2 ертсе пыракан. Чăнах та, йывăр пулчĕ вăрçă çулĕ пирĕн çĕршыври ялсемпе хуласемшĕн. Кар тăрса çĕкленчĕ паттăр халăх çĕр-шыва хÿтĕлеме. Пирĕн ялтан кăна çапăçу хирне 150 ытла салтак хутшăннă. Çурри ытла яла таврăнаймарĕç, йывăр çапăçусенче пуçĕсене хучĕç.

1941 çулта – 9 çын паттăрла вилнĕ;

1942çулта – 30 çын ;

1943 çулта – 11 çын;

1944 çулта – 8 çын;

1945 çулта - 3 çын;

Чылай салтак хыпарсăр çухалнă. Нихăçан та манмастпăр эпир вĕсене!

Çапăçса вилĕме вилĕмпе çĕнтерсе

Ĕмĕр вилĕмсĕр турăр эсир хăвăра!

1 ертсе пыракан. Кунран-кунах инçе юлаççĕ

Иртейнĕ вăрçă çулĕсем.

Çапах нихçан асран тухмаççĕ

Çапăçура пуç хунисем.

Чăн-чăн этем пулма хушаççĕ.

Пире вĕсен ыр ячĕсем.

Шăплăх минучĕпе хурлăхлăн

Асăнар-ха вилнисене, туссем!



2 ертсе пыракан .Сăвă «Июнĕн 22-мĕшĕ» Родионова Анжелапа Карчикова Ольга вулаççĕ.

1 ертсе пыракан .Юрă «Мăшăрсене аса илсе…»( Учительсен ушкăнĕ юрлать).
2 ертсе пыракан Уяв çитсен ветерансем çакаççĕ

Орден-медаль кăкăрĕсем çине.

Наградăсем май ирĕпе çунаççĕ,

Ас илтереççĕ вутлă кунсене.



1 ертсе пыракан Çапăçу хирĕнче, çăх тăшман умĕнче

Миçе хут вилĕмпе тĕл пулман,

Эс нихçан хăраман, эс нихçан парăнман,

Çулăмри кунсене эс паян та манман

Шурă çуçлĕ салтак-ветеран.

Сире сăмах паратпăр, ветерансем.



1. Хисеплĕ Алексей Евдокимович!

Эсир вăрçа миçемĕш çулта кайнă, вăрçă çулĕсене мĕнлерех утса тухнă? (Калаçать)


2. Хисеплĕ Василий Егорович, эсир Сталинград патĕнче, Курск пĕккинче, Корсун-Шевченский операцине хутшăннă. Белград, Харьков, Одесса хулисене фашистсенчен хăтарнă. Пире, ачасене, вăрçă çинчен каласа пама ыйтатпăр. (Калаçать)

Хисеплĕ ветерансем, сирĕн ятпа юрă янăрать. «Солдатушки, браво ребятушки» 2-4 классем юрлаççĕ.



3. Хисеплĕ Василий Константинович! Вăрçă çулĕсем питĕ йывăр пулчĕç пуль. Мĕн каласа парас килет сирĕн çамрăк ăрăва?

Пирĕн тĕл-пулăва паян Анна Тимофеевна та килнĕ. Вăл пирĕн ялта 22 çул медсестра пулса ĕçленĕ. Хăй вăл Кармал ялĕнче çуралнă, унтах пурăнать. 1942-мĕш çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Анна Тимофеевна вăрçа кайнă. Вăрçăра пулеметчица, наводчица пулнă. Йывăр аманнă. Сывалнă хыççăн 186-мĕш артиллери полкĕнче медсестра пулса ĕçленĕ. Унăн «За победу над Германией», «За Отвагу» медаль та пур. Вăрçăран вăл 1945-мĕш çулта 27-мĕш июльте кĕçĕн лейтенант званипе таврăннă. Нумай çул хушши медсестра пулса ĕçленĕ. Халь хисеплĕ канура.

Сире сăмах паратпăр, Анна Тимофеевна! (Калаçать)

Ветерансем, сире юрăпа саламлатпăр. «Стой, кто идет» (1-3 кл. ачисем юрлаççĕ).


2 ертсе пыракан. Халĕ вара вăрçă вăхăтĕнчи ĕç ветеранĕсем сăмах илеççĕ.

1. Хисеплĕ Зинаида Егоровна, эсир вăрçă вăхăтĕнчи ĕçченсенчен пĕри. Мĕн кăна туман пуль чăваш хĕрарăмĕ вăрçă вăхăтĕнче: сухаланă, вырнă, çапнă. Мĕн каласшăн эсир вăрçă кунĕсем çинчен. (Калаçать).

2. Хисеплĕ Мария Григорьевна, эсир вăрçă çулĕсене астăватăр пулĕ ĕнтĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи ял çинчен каласа парăр-ха пире. (Калаçать).

3. Мария Осиповна, мĕн асра юлчĕ сирĕн вăрçă çулĕсенчен, каласа параймăр-ши пире. (Калаçать).

1 ертсе пыракан.Сире халалласа «Серая шинель» юрă янăрать (Егоров Григорийпе Егоров Георгий юрлаççĕ).

2 ертсе пыракан.

4. Лидия Семеновна, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк çинче Епифонов хушамат виççĕ. Çапла вара, сирĕн çемьерен виçĕ çын пуçне хунă. Тăван çĕр-шывшăн çапăçса вилнĕ тăванăрсем çинчен сире каласа пама ыйтатпăр

5. Хисеплĕ Агофон Дмитриевич, эпир пĕлетпĕр, сирĕн аякра пурăнакан тăванăр, сирĕн аçăрпа пĕр тăван, вăрçă вăхăтĕнче хăй пухнă укçипе самолет илсе панă. Сире çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтатпăр.

1 ертсе пыракан.Халĕ пирĕн шкул директорĕ Васильев Виктор Порфирьевич сăмах илет.

2 ертсе пыракан. Хисеплĕ ветерансем! Тавтапуç сире, пире хисеплесе тĕл пулăва килнĕшĕн.

Тĕл-пулу (сценари) Йĕркелесе ирттернĕ: Васильева Н. Т. истори учительници

Тĕл пулу ирттерекен зала вăрçă тата ĕç ветеранĕсем кĕреççĕ. Шкул ачисем вĕсене ура çине тăрса кĕтсе илеççĕ

52.08kb.

12 10 2014
1 стр.


А. Л. Купцова сăмах илет

Тепĕр лайăх енне те палăртса хăварас килет. Тĕрлĕ шкулти ачасем хушшинчи туслăха аталантарссишĕн те эпир чылай тимлетпĕр. Час-часах тĕл пулусем йĕркелесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттеретп

35.96kb.

23 09 2014
1 стр.


Класс тулашěнчи 5-мěш класпа ирттермелли сценари

Сценари тěллевě: ачасен пуплев шайне аталантарасси, хǎйсене обществăллă вырăнта йĕркеллĕ пулма вĕрентесси, чǎвашǎн йǎли-йěркипе паллаштарасси

95.51kb.

12 10 2014
1 стр.


Сценари-визитка «Н. Я. Бичурин»
31.79kb.

13 10 2014
1 стр.


Реабилитация и ведение больных с полушарным инсультом в свете новой концепции патогенеза постинсультного двигательного дефицита Васильев А. С. 1, Бабенков Н. В. 1, Носенко Е. М. 2, Андреева Н. Я. 2, Васильева В

Васильев А. С. 1, Бабенков Н. В. 1, Носенко Е. М. 2, Андреева Н. Я. 2, Васильева В. В. 2, Крылова С. В. 3, Шушарина Л. Я. 3, Кривецкий А. В. 3, Артамонов А. В. 2, Ермакова Е. В. 2,

126.12kb.

06 10 2014
1 стр.


Доцент кафедры Менеджмента и Маркетинга Васильева Т. Н., аспирантка Васильева И. В. Некоторые особенности французской школы паблик рилейшнз

Естественно, что в связи с различием общественно-политических и культурных традиций в различных странах мира, экономических моделей, специфики процессов, происходящих в них, постеп

77.32kb.

23 09 2014
1 стр.


А это очень значимый истори­ческий день первая транс­временная электроволновая связь
32.61kb.

14 10 2014
1 стр.


7 класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă

488.79kb.

15 12 2014
4 стр.