Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Урок ячě : Эпир - ятсǎр халǎх мар.

Асаилÿпе пěтěмлетÿ урокě.


Урок тěлевěсем : 1) Вěреннине аса илсе çирěплетесси;

2) ачасен калаçури диалог тата монолог формисене, шухǎшлавне аталантарасси;

3) чавашлǎх туйǎмне упрама вěрентесси.

Урокра кирлě хатěрсем: çырса хатěрленě доска, кěнекесем, карточ-

кǎсем, словарь, паллǎ çынсен сǎн ÿкерчěкěсем (слайдсем )


Урок юхǎмě .

1. Дежурнǎй калаçěвě. Çанталǎка сǎнласа пани. 2. Килти ěçе тěрěслени : А) „Çěнě ят” сǎвǎ вěреннине тěрěслени. - Мěн-ха вǎл ят? Н .И. Ашмарин хǎйěн словарěнче çапла ǎнлантарать : Ят (йат). Когда у чуваш родится ребенок, то, ещё раньше, чем крестить его, ему заодно с бабушками - повитухами, нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим ,так как иначе ему имя наречёт чёрт (шуйттан).

Çěp çинче кашни япалан хайěн ячě пур. Çавǎн пекех - çынсен те. Кашни çыннǎн - уйрǎм ят.

Ǎ) „Ят вǎрттǎнлǎхě “. Кашни ача хǎйěн ячě çинчен çырнǎ хайлавне хÿтěлет . Ыйтусем çине хуравлать.

Б)Ятсем улшǎнни. Халě сире пурне те вырǎсла ятпа чěнеççě. Чавашсен ěлěк хǎйсен чǎвашла ячěсем пулнǎ. Вěсем питě илемлě илтěнеççě : Нарсии, Салампи, Силпи, Юман, Чěкеç. Тата мěнле ятсене пěлетěр? Ю. Сементерěн „Сарписем” сǎввине пěр ача вуласа парать.

- Tyтарсен ячěсем мěнле-ши ?

Тутарсен вара паян та ячěсем тутарлах : Нияз, Гелия, Ришат, Альмира, Рустем.


  • Чǎвашсен мěншěн ячěсем вырǎсла-ши?

  • Вырǎссемпе пěрлешнě хыççǎн ирěксěр тěне кěртнě ,вырасла ятсем
    панǎ.

  • Чавашла ятсем те сыхланса юлнǎ. Сирěн аслаçǎрсемпе асаннěр-
    сем , кукаçǎрсемпе кукамǎрсем Петя мар, Петěр е Петюк, Маша
    мар, Манюк , Маруç е Машук .

В) „Корреспондент” „Çамрǎк корреспондент " ачасенчен интервью илет (диалог формипе аслашшě асламǎшě çинчен ыйтса пěлет)

  • Эпě…, радио корреспонденчě.

  • Сывǎ-и, ... Каçарǎр та, сиртен ыйтса пěлме юрать-ши?

  • Сирěн аслаçǎр мěн ятлǎ? Ялта ǎна мěнле ченеççě?

  • Тавтапуç. Чармантарнǎшǎн каçарǎр.
    Ачасем! Апла пулсан, сирěн те чǎвашла ятсем пур.


Лёша

Алюш

Элекçей

А лёша

Анастасия





Настя


Таççа


Наçтук

Настаççи

Таçук

Г) „Тěпçевçěсем". Пирěн шкулта мěнле ятсем пур-ши?

Çамрǎк тěпчевçěсем шкулта шырав ěçě туса ирттернě. Итлесе пǎхар-ха вěсене.



I ушкǎн кěçěн классенче

II ушкан - аслǎ классенче

III ушкǎн - районта (ЗАГС пěлтерни).
Юлашки çулсенче ачасене аслашшě-асламǎшě, кукашшě-кукамǎшě ячěсене пани сисěнěт .Çынсем хǎйсен тǎванлǎхне

çухатасшǎн мар .

2. Вěреннине аса илни. “Хǎш ят лайǎх” И.А. Андреевǎн „Çын ячěсем” кěнекинчен илнě сыпǎка ачасене валеçсе тухассě.

а) Ыйтуллǎ предложенисене çырса илеççě (I ушкǎн)

Хǎш ят лайǎх? Ят мěнле пулмалла? Кун пек капами

вырǎнлǎ-и?



Пĕтĕмлетÿ: 1) Ыйтуллǎ предложенисем ыйгу сǎмахěсемпе

(кам? мěн? ǎçта? хǎçан? мěнле? миçе?) тата-и, -ши

татǎксемпе йěркеленеççě.

А) Çуклǎ предложенисем. Текстри çуклǎ предложенисене çырса илмелле (II ушкан)

Ят киви е çěнни ниме те пěлтермест.

Пěтěмлетÿ: Çуклǎ предложенисем - ма (-ме), -мас(-мес) аффикссемпе , мар,çук сǎмахсемпе йěркеленеççě.

Б) Сапатсǎр предложенисем. Текстри сǎпатсǎр предложенисене çырса илмелле (III ушкǎн).



Пĕтĕмлетÿ: 1)сапатсǎр предложенисенче подлежаши çук, анчах та тупма пулать ; 2) е пачах та сук. Ун пек чухне сказуемǎй ытларах причастирен е инфинитивран тǎрать.

Ята ачашласа пǎсма юрамасть .


3. „Паллǎ çынсем” Текстри ваттисен сǎмахěсене тупмалла, çырса илмелле .
Ята ан яр. Çын хушшинче ырǎ ятлǎ пул.

Мěне пěлтернине палǎртмалла .

- чǎвашра ырǎ ят хǎварнǎ çынсене пěлетěр-и? Камсем вěсем? Мěнпе чапа тухнǎ? (Слайдсем пǎхса калаçу ирттересси).

Тěслěх:1 слайд. Кам ку?
2 слайд.

И.Я.Яковлев, Д.В.Иванов,А.Г.Николаев, Н.И.Ашмарин, Н.В.Никольский, П.Е.Егоров, А.Н.Крылов, В.И.Чапаев çинчен хатěрленě слайдсем.

-Пурте вěсем хǎйсен ырǎ ěçěсемпе чапа тухнǎ, çěр çинче

ырǎ ят хǎварнǎ. Апла пулсан, чавашсем - ятсǎр халǎх мар.

Эсир те хǎвǎр хыççǎн ырǎ ят хǎварасса шанас килет .Сирěн

аçу-аннÿ, аслаçу-асаннÿ, кукаçупа кукаму çěр çинче пурǎнса

сире валли ырǎ ят хǎварнине шута илсе, сирěн те çавсем пек

пулма тǎрǎшмалла. Анчах та эсир вěсем çинчен çителěклě

таран пěлетěр-и -ха?
4. Киле ěç. Килте несěл йывǎççине туса килмелле (аннÿ

енчен е аçу енчен). Тěслěхшěн иртнě çулсенче тунǎ ěçсемпе

паллаштарни (кашни ача валлиех ).

З. Ачасен пěлěвне хакласси.

Паянхи урокра хастар ěçленě ачасане тав туса хаклани .

Урока вěçлен

- Эсир паян хǎвǎрǎн пěлěвěрпе палǎртǎр. Хǎвǎр ятǎра

ямарǎр. Мěн хушшине пурнǎçласа ырǎ ят çěнсе илтěр.



Малашне те çаплах пултǎр. Хамǎр ята çÿлте тытар.

Урок вěçленчě. Тепре куриччен!



Урок тěлевěсем : 1 Вěреннине аса илсе çирěплетесси

Мěн-ха вǎл ят? Н. И. Ашмарин хǎйěн словарěнче çапла ǎнлантарать : Ят (йат). Когда у чуваш родится ребенок, то, ещё раньше, чем крестить его, ему заодно с бабушками повитухами, наре

42.88kb.

18 12 2014
1 стр.


Урок теми: Вĕреннине çирĕплетесси. Задачăсем шутласси. Тĕллевĕсем: Вĕреннине çирĕплетесси. Задачăсем шутласси

Ачасем пĕр-пĕрне алла-алăн тытăр. Аллисене кăшт хытăрах тытăр-ха. Алă ăшшине туятăр-и? Эпир паян çакăн пек туслă урокра ĕçлĕпĕр. Туслă пулни пире яланах пулăшĕ. Халĕ хуллен парта х

41.42kb.

15 09 2014
1 стр.


Урок юхăмĕ Вĕреннине аса илни. Карточкăпа ĕçлеççĕ. Икĕ ушкăнпа: 1 карточка

Урок тĕллевĕ: Танлаштару формисене йĕркелеме, тупса палăртма тата пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентесси; танлаштаруллă формисене тĕрĕс çырма хăнăхтарасси

35.46kb.

16 12 2014
1 стр.


Тавтапуç сана, букварь!

Тĕллевсем: ачасене кĕнекене юратма вĕрентесси; пĕрремĕш класра вĕреннине çирĕплетесси; ачасен пултарулăхне аталантарасси

90.59kb.

12 10 2014
1 стр.


Урок юхăмĕ: Урока йĕркелесе ярасси. II. Вĕреннине аса илесси. 1 Презентации «Чĕрчунсем тĕрлĕрен пулни»

Урока кирлĕ хатĕрсем: тупмалли юмахсем, презентации «Чĕрчунсем тĕрлĕрен пулни», вăйă «Кам тимлĕрех», таблица «Юман мĕнпе туслă», сăвă «Юман», «Курăнман çипсем» ÿкерчĕксем, рассказ

55.81kb.

23 09 2014
1 стр.


Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх…

Пĕлÿ тĕллевĕ: Ухсай Яккăвĕн «Хура элчел» трагедийĕнчи чăвашлăх идейисене çутатса парасси, чăваш культурин ĕçченĕсен (И. Я. Яковлевăн, К. В. Ивановăн тата Ф. П. Павловăн) ĕçĕсене ас

123.02kb.

14 10 2014
1 стр.


Тематическое планирование по родному языку и литературе в 8 классе № Урок теми Сехет шуче Урок тесе Веренекенсен есе

Наречипе пулашу пелтерешле пуплев пайесем синчен аса илниЫйту-хуравХанахтарусем пурнасланиСловарь есе

1534.33kb.

15 12 2014
6 стр.


Правила чтения Основной курс Урок 1 Урок 2 Урок 3 Урок 4 Урок 5 Урок 6 Урок 7 Урок 8 Урок 9 Урок 10 Урок 11

В своем современном виде корейский фонетический алфавит Хангыль состоит из сорока букв. Начнем с согласных

2279.47kb.

09 10 2014
7 стр.