Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче кĕретсĕр уйрăмри студентсен тĕрĕслев ĕçĕсене çырмалли йĕрке
Контрольная работа по чувашскому языку

для студентов I курса заочного отделения

(ФРФ (Р-МХК-11); ИФ (И-ИП-11); ТЭФ (Т-Т-11; Т-ТМ;
Т-ТШИ-11)


Преподаватель: кандидат педагогических наук, доцент Брусова Г. Ф.
I. ДЛЯ РУССКОЯЗЫЧНОЙ АУДИТОРИИ

(не владеющих чувашским языком)


1. Спишите. Определите шумные согласные, которые произносятся звонко.
Тÿпе, çуркунне, ăшă, сивĕ, апат, хăлха, кăтра, кăркка, ачасем, кураксем, асатте, атте, паян, вĕсем.
2. Найдите правильный перевод предложения Я хорошо учусь.
Эсĕ лайăх вĕренетĕн. Вăл лайăх вĕренет. Эпĕ лайăх вĕренетĕп. Эпир лайăх вĕренетпĕр. Вĕсем лайăх вĕренеççĕ. Эсир лайăх вĕренетĕр. Вĕсем лайăх вĕренмеççĕ.
3. Расставьте ударения в словах.
Сивĕ, йывăр, хĕвел, сулахай, хваттер, пÿлĕм, эпир, вĕсем, кăвак, симĕс, заводра, чÿрече, фабрикăран, сĕтел, тунти кун.
4. Прочитайте. Выпишите слова столбиками: мягкие – в 1 столбик, твердые – во 2 столбик, смешанные – в 3 столбик.
Вĕренекен, çăка, япăх, аппа, атте, анне, юрать, турать, кĕркунне, тÿпе, эрне, кукаçи, паян, çуркунне, лайăх, пысăк, ĕçлет, çиет, çырать, пÿрне.
5. Прочитайте и переведите на русский язык.
Эпир Шупашкарта пурăнатпăр. Пирĕн çемье пысăк мар. Çемьере икĕ ача: шăллăм тата эпĕ. Шăллăм саккăрмĕш класра вĕренет. Вăл çивĕч, пултаруллă ача. Лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Эпир шăллăмпа туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр.

6. Прочитайте, переведите на русский язык. По образцу составьте письмо к своим близким.
Юратнă кукамайпа кукаçи!

Эсир мĕнле пурăнатăр, сывах-и? Эпир аван пурăнатпăр. Пурте сывă. Атте заводра инженерта ĕçлет. Анне халĕ ача садĕнче ĕçлет. Аттепе аннен ĕç нумай. Эпир йăмăкпа вĕсене яланах пулăшатпăр. Йăмăк саккăрмĕш класа каять. Вăл лайăх вĕренет. Эпĕ кăçал университет пĕтеретĕп. Учитель пулатăп. Университетра вĕренме çăмăл мар. Нумай вуламалла, нумай пĕлмелле. Мана кунта вĕренме килĕшет. Эпĕ лайăх вĕренсе пыратăп.

Çулла каникулта сирĕн пата пырăпăр.

Сывă пулăр, лайăх тăрăр.

Сирĕн мăнукăр Петĕр!
7. Составьте монолог «Моя семья».
8. Из представленных предложений составьте текст.
Сивĕ хĕл çитрĕ. Юр çăвать. Хура кĕр иртрĕ. Час-часах тăман вĕçтерет. Ачасем тăвайккинче савăнаççĕ: çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Кун самай кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Сивĕ çил вĕçтерет. Тавралăх шурă, хулăн юрпа витĕнчĕ. Ачасем Хĕл Мучипе Юр Пикене хавасланса кĕтеççĕ. Часах хĕллехи савăнăçлă уяв Çĕнĕ çул çитĕ.

9. Переведите на чувашский язык данные слова этикета.
Пожалуйста, счастливо оставаться, доброе утро (день, вечер), до встречи или до следующей встречи.
10. Составьте из деформированных предложений текст.
Кĕркунне.

Хĕвеллĕ, иртрĕ, çу.

Кĕскелчĕç, çĕрсем, вăрăмланчĕç, кунсем.

Пĕлĕчĕсем, тÿпере, тĕксĕм, шăваççĕ, çумăр.

Типрĕ, вăрманти, курăк, пĕтĕмпех.

Йывăçсен, çаралнă, çулçисем.

Сукмаксем, витĕннĕ, сарă, хĕрлĕ, çулçăсемпе.

Часах, ларĕ, хĕл.



11. Переведите вопросы на чувашский язык и дайте на них ответ.
Сколько лет твоему отцу? Где живет твой друг? Навещаешь ли ты своего деда и бабушку (по отцу)? Приезжают ли к вам дед и бабушка (по матери)? В каком классе учится твоя старшая сестра? Есть ли у твоей матери братья и сестры? Ты когда и где родился?
12. Объясните, почему в словах типа атте, пичче, улттă, виççĕ, çиччĕ согласный звук между двумя гласными произносится глухо?

13. Какие согласные звуки в чувашском языке во всех положениях произносятся звонко?
14. Напишите, какие согласные в чувашском языке относятся к сонорным?

II. ДЛЯ РУССКОЯЗЫЧНОЙ АУДИТОРИИ

(элементарно владеющих чувашским языком)
1. ТЕМЫ ДЛЯ БЕСЕД

1-МĔШ ТЕМА

– Аннене халалласа камсем картинăсем ÿкернĕ?

– Анне çинчен мĕнле хайлавсем, юрăсем пĕлетĕр?

– Г. Н. Волков анне пирки мĕн каланă?


  • И. Я. Яковлев «Çемье – вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ» тенине мĕнле ăнланатăр?

Çак темăсенчен пĕринпе пĕчĕк хайлав çырăр:

1. «Анне – чăвашшăн çутă та янăравлă ят».

2. «Анне сăнарĕ чăваш сăмахлăхĕпе ÿнерĕнче».

3. «Анне тата паянхи чăваш тĕнчи».
2-МĔШ ТЕМА

– Мĕн вăл «çут çанталăк»?

– Хăвăр тавралăх çинчен каласа парăр.

– Чăвашсен çут çанталăка упрас тĕлĕшри ырă йăлисене каласа парăр.

– Эсĕ тăван тавралăхшăн тăрăшса мĕн тума пултаратăн?
3-МĔШ ТЕМА

– Çĕр çинче мĕн чухлĕ халăх пурăнать? Йышĕпе вĕсенчен хăшĕсем чи нумаййи, хăшĕсем чи сахалли?

– Пирĕнпе кÿршĕллĕ халăхсем çинчен мĕн пĕлетĕн?

– Чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхе?

– Тăван чĕлхемĕре упрас тĕлĕшри хăвăн тивĕçе мĕнле ăнланатăн?
4-МĔШ ТЕМА

– Чăваш тĕррине сăнласа парăр.

– Пирĕн тĕрре тĕнчере ăçта-ăçта пĕлеççĕ?

– Халăхăн мухтавлă тĕрĕçисенчен камсене пĕлетĕр?

– Авалтан тăсăлакан эрешĕмĕр ан çухалтăр тесен мĕн тумалла?
2. ВЫПОЛНИТЕ УПРАЖНЕНИЯ

1. Из двух предложений составьте одно.
1. Ачасем шкула каяççĕ. Эпĕ урамра вĕсемпе тĕл пултăм. 2. Юлташ Мускавра пурăнать. Эпĕ унпа телефонпа калаçрăм. 3. Юлташ Мускавра пурăнать. Вăл ман пата хăнана килет. 4. Вĕрентекен чăвашла калаçать. Эпĕ çавна итлетĕп. 5. Аппа кĕнеке парнелерĕ. Эпĕ çав кĕнекене вулатăп.
О б р а з е ц: Эпĕ урамра шкула каякан ачасене тĕл пултăм.
2. Заключенные в скобки слова поставьте в нужной форме. При необходимости используйте послелоги или служебные имена.
Автобус (икĕ сехет) Канаша çитрĕ. Тепĕр (çур сехет) автобус Канаша тухса каять. Атте (ĕç) ултă сехетре таврăнать. Эпĕ (вĕрентекен) хам йăнăша тÿрлетнĕшĕн тав турăм. Юлташ мана (чăвашла калаç) вĕрентет. Çулла эпĕ Мускава (кайса кур) ĕмĕтленетĕп. (Эпир) хулара аслă шкулсем йышлă. (Эпĕ) юлташ ял хуçалăх институтĕнче вĕренет. (Вăл) ашшĕ ялта пурăнать. (Эпир) çĕр-шывра тĕрлĕ халăх пурăнать. Шупашкар (Атăл хĕрри) ларать. Хусан (Шупашкар) анатарах вырнаçнă. Шупашкартан (Чулхула) сехетрен автобус çÿрет. Çулла эпĕ Чулхулана (пăрахут) çÿретĕп, хĕлле (автобус). Кун çинчен (республикăри хаçатсем) чылай çырчĕç. Вăл (ман ыйту) хуравламарĕ. Эпĕ (сирĕнпе тĕл пултăм) савăнтăм.

III. ДЛЯ ЧУВАШЕЯЗЫЧНОЙ АУДИТОРИИ

(владеющих чувашским языком)
ПОДГОТОВЬТЕ РЕФЕРАТ.

(Публичная защита рефератов, сопровождаемая мультимедийной презентацией)

Тематика рефератов

1. Пирĕн тăрăхри паллă çынсем.

2. Чăвашсен ĕлĕкхи уявĕсем.

3. А. Г. Николаев – чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ.

4. Чăваш театрĕн аталанăвĕ.

5. Чăваш ялĕнчи çурт-йĕр, унăн пайĕсем.

6. Шупашкарăн паллă вырăнĕсем.

7. XX ĕмĕрчченхи Шупашкар.

8. Авалхи Шупашкарăн урамĕсем.

9. Чăвашсен паллă скульпторĕсем.

10. И. Я. Яковлев чăваш халăхне панă халал, унăн пĕлтерĕшĕ.

11. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсем.

12. Чăваш тĕрри.

13. Чăваш халăхĕн паллă художникĕсем.

14. Чăваш халăхĕпе вырăс халăхĕн туслăхĕ.
СПИСОК РЕКОМЕНДУЕМОЙ ЛИТЕРАТУРЫ
Андреев, И. А. Учебник чувашского языка для русских /
И. А. Андреев. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 271с.

Бусыгин, Е. П. Этнография народов Поволжья / Е. П. Бусыгин,
Н. В. Зорин.
– Казань : Изд-во Казан. ун-та, 1984. – 97 с.

Выдающиеся люди Чувашии. Т. 1 / под. ред. Н. Ю. Партасовой,


Н. И. Володиной, И. А. Андреева и др.
– Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2002. – 238 с.

Димитриева, Н. И. Мир чувашской культуры : Древняя история и духовное наследие этноса : учеб. пособие. Изд. 2-ое, доп. /
Н. И. Димитриева. – Чебоксары : «Новое время», 2007. – 304 с.

Егоров, В. Г. Современный чувашский литературный язык /
В. Г. Егоров. – Чебоксары, 1971. – 204 с.

Иванов, В. П. Чуваши: Этническая история и традиционная культура / В. П. Иванов, В. В. Николаев, В. Д. Дмитриев. – М., 2003.

Культура чувашского края. Часть 1 : учебное пособие / Сост.


М. И. Скворцов.
– Чебоксары : Чув. кн. изд-во, 1994. – 351 с.

Кузнецов, А. В. Чăвашсен авалтан килекен кĕреке несепĕ : вĕренÿ пособийĕ / А. В. Кузнецов. – Шупашкар, 2003. – 96 с.

Николаева, К. И. Чувашский язык. Начальный курс /
К. И. Николаева. – Чебоксары : Чув. кн. изд-во, 2004. – 159 с.

Николаева, К. И. Чувашский язык / К. И. Николаева. – Чебоксары : ЧГПУ, 2005. – 92 с.

Николаева, К. И. Чувашский язык : учебник для русскоязычных учащихся и студентов / К. И. Николаева. – Чебоксары : ЧГПУ, 2011. – 174 с.

Салмин, А. К. Семантика дома у чувашей / А. К. Салмин. – Чебоксары, 1998. – 64 с.

Салмин, А. К. Народная обрядность чувашей / А. К. Салмин. – Чебоксары, 1994. – 339 с.

Сергеев, Л. П. Чăваш чĕлхи / Л. П. Сергеев, В. И. Котлеев. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1993. – 375 с.

Скворцов, М. И. Чувашско-русский словарь / М. И. Скворцов. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1989. – 238 с.

Тексты и задания по чувашскому языку: для студентов нефилологических факультетов. Практикум / Сост. Н. В. Доброва. – Чебоксары : Чуваш. гос. ун-т, 2006. - 44 с.



Чернов, В. С. Чувашские народные музыкальные инструменты /
В. С. Чернов. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2008. – 174 с.

Чăваш чĕлхи. СИНТАКСИС, ЧФФ, 5 курс, кĕретсĕр уйрăм
ВĕрентекенĔ - Андреева Евдокия Александровна доцент
I. Сăмах майлашăвĕ

1. Илемлĕ литература произведенийĕнчен пĕр анлă хутсăр предложени çырса илĕр, произведенин авторне, ятне, ăна ăçта тата хăçан пичетленине, страницине кăтартăр.

Çырса илнĕ предложенирен малтан ансăр, унтан анлă сăмах майлашăвĕсене тупса палăртăр.

Ансăр сăмах майлашăвĕсене пурне те, чи анлă ят тата глагол сăмах майлашăвĕсене пĕрер тишкерĕр.



Сăмах майлашăвне тишкермелли йĕрке.


  1. Сăмах майлашăвĕн пуçламăш форми.

  2. Тĕп тата пăхăнакан сăмахсем. Вĕсем хăш пуплев пайне кĕреççĕ?

  3. Сăмах майлашăвĕ ансăр е анлă?

  4. Тĕп сăмахне кура хăш ушкăна кĕрет?

  5. Пăхăнакан сăмахĕ (пайĕ) тĕп сăмахпа (пайпа) мĕнпе çыхăннă?

  6. Сăмах майлашăвĕн пĕлтерĕшĕ.

  7. Синтаксис енчен пайланать е пайланмасть?


Тишкерÿ тĕслĕхĕсем


Часах вăл шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ. (Ю. Скворцов. Сарă кунсем е Аделина.)

Ку предложенири ансăр сăмах майлашăвĕсем: çитсе чарăнчĕ, пÿрт умне, пĕчĕк пÿрт, шуратнă пÿрт, тăмпа шуратнă, шурă тăмпа, часах чарăнчĕ.


Анлă сăмах майлашăвĕсем: часах çитсе чарăнчĕ, часах пÿрт умне çитсе чарĕнчĕ, часах пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, часах шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, часах тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, часах шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ, шурă тăмпа шуратнă, шуратнă пĕчĕк пÿрт, пĕчĕк пÿрт умне, шуратнă пĕчĕк пÿрт умне, шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне.



Ансăр сăмах майлашăвĕсене тишкерни


Мĕнле?

Х

Çитсе чарăнчĕ

Пуçламăш форма: çитсе чарăн. Тĕп сăмахĕ – чарăн (гл.), пăхăнаканни - çитсе (гл., деепр.). Ку ансăр глагол сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, обстоятельство пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.


Мĕн?

Х



Пÿрт умне

Пуçламăш форма: пÿрт умĕ. Тĕп сăмахĕ – умĕ (я.я.), пăхăнаканни – пÿрт (я.я.). Ку ансăр ят сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе тата камăнлăх категорийĕн (-ĕ) аффиксĕпе çыхăннă, определени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланмасть.

Мĕнле?

Х

Пĕчĕк пÿрт

Сăмах майлашăвĕ пуçламăш формăра. Тĕп сăмахĕ – пÿрт (я.я), пăханаканни – пĕчĕк (п.я.). Ку ансăр ят сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, определени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.

Мĕнле?

Х

Шуратнă пÿрт

Пуçламăш формăра. Тĕп сăмахĕ – пÿрт (я.я.), пăхăнаканни – шуратнă (гл., прич.). Ку ансăр ят сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, определени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.

Мĕнпе?

Х

Тăмпа шуратнă

Пуçламăш форма: тăмпа шурат. Тĕп сăмахĕ – шурат (гл.), пăхăнаканни – тăмпа (я.я.). Ку ансăр глагол сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа пĕрлелĕх падежĕн –па аффиксĕпе çыхăннă, дополнени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.


Мĕнле?

Х

Шурă тăмпа

Пуçламăш форма: шурă тăм. Тĕп сăмахĕ – тăм (я.я.), пăхăнаканни – шурă (п.я.). Ку ансăр ят сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, определени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.

Хăçан?

Х

Часах чарăнчĕ

Пуçламăш форма: часах чарăн. Тĕп сăмахĕ – чарăн (гл.), пăхăнаканни – часах (нар.). Ку ансăр глагол сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан сăмахĕ тĕп сăмахпа выранĕ-йĕркипе çыхăннă, обстоятельство пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.


Анлă сăмах майлашăвĕсене тишкерни
1 2 3 4 5 6 7 8 9

Часах шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăнчĕ





1 2 3 4 5 6 7 8 9
Пуçламăш форма: часах шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăн. Тĕп пайĕ – шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне çитсе чарăн (хăй анлă глагол сăмах майлашавĕ пулать), пахăнаканни – часах. Ку анлă глагол самах майлашăвĕ, пăхăнакан пайĕ тĕп пайĕпе вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, обстоятельство пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.

1 2 3 4 5 6



Шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умне


1 2 3 4 5 6

Пуçламăш форма: шурă тăмпа шуратнă пĕчĕк пÿрт умĕ. Тĕп пайĕ – пĕчĕк пÿрт умĕ (анлă ят сăмах майлашăвĕ), пăхăнаканни – шурă тăмпа шуратнă. Ку анлă глагол сăмах майлашăвĕ, пăхăнакан пайĕ тĕп пайĕпе вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, определени пĕлтерĕшлĕ, синтаксис енчен пайланать.


Усă курмалли литература

1. Андреев И.А. Хальхи чăваш чĕлхи. Синтаксис. – Шупашкар, 2005. – 36 – 53 с.

2. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Синтаксис. 8-9 классем валли. – Шупашкар, 2001. – 11 – 31 с.

3. Андреев И.А. Структура именных синтагм в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 39. – С. 78 – 99.

4. Горский С.П. Хальхи чăваш литература челхин синтаксисĕ. – Шупашкар, 1970.

5. Лекци материалĕ.


II. Хутсăр предложени
1. Илемлĕ литература произведенийĕнчен икĕ составлă, анлă хутсăр предложени çырса илĕр, ăна пĕтĕмĕшле хак парăр, тулли синтаксис тишкерĕвĕ тăвăр.
Хутсăр предложение пĕтĕмĕшле хак памалли йĕрке

  1. Предложени хутсăр пулнине палăртăр, тĕп членĕсене тупăр.

  2. Каланин тĕллевне кура хăш ушкăна кĕрет?

  3. Кăмăл-туйăм енчен мĕнле предложени (кăшкăруллă е кăшкăруллă мар) пулать?

  4. Çирĕплетекен е хирĕçлекен предложении?

  5. Тытăмĕ енчен предложени хăш ушкăна кĕрет:

а) икĕ е пĕр тĕп членлă?

ă) ансăр е анлă;

б) тулли е тулли мар?


  1. Предложени мĕнпе (пĕр йышши е уйрăм тăран членсемпе, кÿртĕм сăмахсемпе е предложенисемпе, обращенипе) кăткăсланнă?

  2. Чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсене ăнлантарăр.

  3. Предложение членсем тарăх туллин тишкерĕр.



Тишкерÿ тĕслĕхĕсем

Шурăмпуç çăлтăрĕ, пĕчĕкçĕ уйăх пек, симĕс мерчен пайăркасем ярсах çутатать (Ю. Скворцов. Сарă кунсем е Аделина).
Ку хутсăр (çăлтăрĕ – подлежащи, çутатать – сказуемăй), калуллă, кăшкăрулла мар, çирĕплетекен, икĕ тĕп членлă, анлă, тулли предложени. Вăл уйрăм тăран членпа (пĕчĕкçĕ уйăх пек) кăткăсланнă, ăна икĕ енчен запятойпа уйăрнă, мĕншĕн тесен танлаштару сăмахĕсем шухăш тăрăх хыççăнхи сăмахсемпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăннă.

Предложение тишкересси тĕп членсенчен пуçланмалла, унтан подлежащи тата сказуемăй ушкăнне кĕрекен кĕçĕн членсене тишкермелле.



Мĕн? – çăлтăрĕ – подлежащи, тĕп падежри, пĕрреллĕ хисепри япала ятĕнчен пулнă.

Çăлтăрĕ мĕн тăвать? – çутатать – сказуемăй, кăтарту наклоненийĕнчи, хальхи вăхăтри, пĕрреллĕ хисепри, виççĕмĕш сăпатри глаголтан пулнă.

Мĕн çăлтăрĕ? – шурăмпуç – определени, тĕп падежри, пĕрреллĕ хисепри япала ятĕнчен пулнă.

Мĕнле çутатать? – пайăркасем ярсах – обстоятельство, япала ячĕпе глаголăн сăпатсăр форминчен, деепричастирен пулнă.

Мĕнле пайăркасем? – мерчен – определени, тĕп падежри, пĕрреллĕ хисепри япала ятĕнчен пулнă.

Мĕнле мерчен? – симĕс – определени, паллă ятĕнчен пулнă.

Мĕнле çутатать? – пĕчĕкçĕ уйăх пек – уйрăм тăран обстоятельство, паллă ячĕ, япала ячĕ тата хыç сăмах пĕрлешĕвĕнчен пулнă.
2. Илемлĕ литература произведенийĕнчен пĕр тĕп членлă предложенисем çырса илĕр, пĕтĕмĕшле хак парăр, тĕп членсене тупăр.
Тишкерÿ тĕслĕхĕсем

Тĕрĕссипе, Вассан хăйĕн те чăн-чăн пурнăçран юлас килмест (В. Алентей).
Ку хутсăр, калуллă, кăшкăруллă мар, хирĕçлекен, пĕр тĕп членлă, тулли предложени. Кÿртĕм сăмахпа кăткăсланнă. Вăл предложени пуçламăшĕнче тăрать, çавăнпа ун хыççăн запятой лартнă.

Тĕп членĕ – юлас килмест – сказуемăй, глаголăн сăпатсăр формипе (причасти) сапатлă глагол пĕрлешĕвĕнчен пулнă.


Вутта вăйсăр чух сÿнтерме хушнă (Ватт. сăм.).
Ку хутсăр, калуллă, кăшкăруллă мар, çирĕплетекен, пĕр составлă, паллă мар сăпатлă, анлă, тулли предложени. Вăл нимĕнпе те кăткăсланман, чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсем çук. Тĕп членĕ – хушнă – сказуемăй, глаголăн сăптасăр форминчен, иртнĕ причастирен пулнă.
Чул хапха (В. Алентей).
Ку хутсăр, калуллă, кăшкăруллă мар, çирĕплетекен, пĕр составлă, ят, анлă, тулли предложени. Вăл нимĕнпе те кăткăсланман, чарану палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсем çук. Тĕп членĕ – хапха – подлежащи, тĕп падежри япала ятĕнчен пулнă.
Усă курмалли литература

1. Андреев И.А. Хальхи чăваш чĕлхи. Синтаксис. – Шупашкар, 2005. – 56–201 с.

2. Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 1 пай. – Шупашкар, 1973. – 92–159 с.

3. Андреев И.А. Чăваш челхи. Синтаксис. 8-9 классем валли. – Шупашкар, 2001. – 34–138 с.

4. Горский С.П. Хальхи чăваш литература чĕлхин синтаксисĕ. – Шупашкар, 1970.

5. Чернов М.Ф. Обособленные члены предложения в современном чувашском языке. – Чебоксары, 1963.

6. Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ / И.А. Андреев профессор редакциленĕ. – Шупашкар, 1991.
Чăваш чĕлхи. СИНТАКСИС, 5 курс, кĕретсĕр уйрăм

ВĕрентекенĔ - Андреева Евдокия Александровна доцент

Хутлă предложени

1. Сыпăнуллă хутлă предложени
Илемлĕ литература произведенийĕнчен сыпăнтаракан, уйăракан, хирĕçлекен союзсемпе йĕркеленнĕ пĕрер сыпăнуллă хутлă предложени çырса илĕр, палăртнă йĕркепе тишкерĕр.

Сыпăнуллă хутлă предложение тишкермелли йĕрке


  1. Сыпăнуллă хутлă предложени пулнине калăр.

  2. Миçе предикативлă пайран тăрать, вĕсен предикативлă никĕсĕсем (тĕп членĕсем).

  3. Предикативлă пайĕсем мĕнле союзпа çыхăннă.

  4. Предикативлă пайесем хушшинче мĕнле пĕлтерĕш (шухăш) çыхăнăве палăрать.

  5. Предложени мĕнпе кăткăсланнă.

  6. Чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсем.



Тишкерÿ тĕслĕхĕсем

Кăнтăрла янкăр тăрă пĕлĕтре хĕвел йăлтăртатать, анчах унăн ăшши иксĕлнĕ ĕнтĕ (Трубина М.).
Ку сыпăнуллă хутлă предложени, икĕ предикативлă пайран тăрать (тĕп членесем: хĕвел йăлтăртатать, ăшши иксĕлнĕ). Предикативлă пайĕсем анчах союзпа çыхăннă, весем хушшинче хирĕçлев пĕлтерĕшĕ палăрать. Предложени нименпе те кăткăсланман. Сыпăнуллă хутла предложенин пайĕсене пер-перинчен (анчах союз умĕн) запятой лартса уйăрнă.


1


2

Предложенин схеми: , анчах .


Хурăн çинчен салакайăк чĕвĕлтетсе анчĕ те, пĕчĕк хăрăк турат хуçăлса кÿлле чăмрĕ (П. Афанасьев).
Ку сыпăнуллă хутла предложени, икĕ предикативла пайран тăрать (тĕп членĕсем: салакайăк анчĕ, турат чăмрĕ). Предикативлă пайĕсем те союзпа çыхăннă, вĕсем пĕр ĕç хыççăн тепри пулса иртнине сăнлаççĕ. Сыпăнуллă хутлă предложенин пайăсене пĕр-пĕринчен запятой лартса уйăрнă.

Пайĕсем тĕрлĕ çыхăнура тăракан

сыпăнуллă хутлă предложени

Илемлĕ лтрература хайлавĕнчен пайесем тĕрлĕ çыхăнура тăракан пĕр сыпăнуллă хутлă предложени çырса илĕр (хайлав авторне, ятне, тĕслĕхе хăш страницăран илнине катартăр), палăртнă йĕркепе тишкерĕр, схемине ÿкерĕр.



Тишкерÿ йĕрки

1) Предложени миçе предикативлă пайран тăрать. Пайĕсенчи тĕп членсене тупăр. Предложени тĕсне калăр.

2) Предложени шухăшĕ енчен мĕнле пайланать. Пайĕсем пĕр-пĕринпе мĕнпе çыхăнаççĕ.

3) Шухăшĕ енчен уйрăлакан пайсем хăйсем мĕнле предложенисем пулаççĕ. Вĕсене кашнине тишкерĕр.

4) Предложени пĕтĕмĕшле мĕнпе кăткăсланнă.

5) Чарăну паллисем лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсене анлантарăр.



Тишкерÿ тĕслĕхĕ

Пÿлĕмре çутă та çутса ячĕç,1 чÿрече карри витĕр пĕр-икĕ хутчен кил хуçин лăпсăркка пуçĕ куранчĕ2(I), анчах унта урăх çын пурри3 палăрмарĕ4(II) (Л.Агаков. Юманлăхра çапла пулнă).
Ку предложени пурĕ тăватă предикативлă пайран тăрать, тĕп членсем пек çыхăннă сăмахсем: çутса ячĕç; пуçĕ курăнчĕ; çын пурри; палăрмарĕ. Пĕтĕмĕшле сыпăнуллă хутлă предложени пулать, мĕншен тесен шухăшĕ енчен икĕ пая уйрăлать, вĕсем пĕр-пĕринпе анчах союзпа çыхăннă. Пĕрремĕш пайĕ (I) хăй союзсăр хутлă предложени пулать, вăл икĕ предикативлă пайран тăрать, вĕсем пер-перинпе интонаци перлĕхĕпе çыхăннă. Пайесем пĕр вăхăтра пулса иртекен ĕçсене сăнласа параççĕ, çавăнпа та вĕсем хушшине запятой лартнă. Иккĕмĕш пайĕ (II) пăхăнуллă хутлă предложени, пăхăнуллă пайĕ(3) тĕп пайĕпе(4) -и аффикспа çыхăнать, мĕн? ыйтура тăрать, подлежащи пĕлтерĕшлĕ пулать. Предложени нименпе те кăткасланман. Анчах союз умен яланах запятой лартмалла.
П
,
редложени схеми: I II


1


2

4


: анчах .

2. Пăхăнуллă хутлă предложени
Илемлĕ литература произведенийĕнчен пайĕсем аффикспа, хыç сăмахпа, союзпа, союзла сăмахпа, вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă 5 пăхăнулла хутлă предложени çырса илĕр. Вĕсене кăтартнă йĕркепе тишкерĕр.

Пăхăнуллă хутлă предложение тишкермелли йерке

  1. Пăхăнуллă хутлă предложени пулнине калăр.

  2. Миçе предикативлă пайран тăрать. Хăшĕ тĕп пайĕ, хăшĕ пăхăнаканни. Тĕп членĕсем.

  3. Пăхăнуллă пайĕ тĕп пайĕпе мĕнпе çыхăннă. Пăханулла пайĕн ыйтăвĕ, пĕлтерĕшĕ.

  4. Паханулла пайĕн выранĕ, теп пайĕпе мĕнле (пĕтĕмĕшлĕн е тĕп пайĕнчи пĕр-пĕр сăмахпа е сăмахсен пĕрлешĕвепе) çыхăннă.

  5. Предложени мĕнпе кăткăсланнă.

  6. Чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрамлăхсене анлантарар (пур пулсан)



Тишкерÿ тĕслĕхесем

Керхи çилпе вăрман кашлама тытăнсан1 çулçăсем хăранă кайăксем пек пăлханаççĕ, вăрмантан яванса вĕçсе тухаççĕ2 (М.Трубина).
Ку пăхăнуллă хутлă предложени, икĕ предикативлă пайран тăрать (тĕп членĕсем: вăрман кашлама тытăнать, çулçăсем вĕçсе тухаççĕ). 2-мĕш предложени – тĕп пайĕ, 1-мешĕ – пăхăнулли. Пăхануллă пайĕ тĕп пайĕпе деепричастин –сан аффиксĕпе çыхăннă, хăçан? ыйтура тăрать, обстоятельство пĕлтерешлĕ, тĕп пайĕ умĕн тăрать, унпа пĕтемĕшлĕн çыхăнать. Предложени пĕр йышши членсемпе (пăлханаççĕ, вĕçсе тухаççĕ) кăткăсланнă, вĕсем союзсăр çыхăннă пирки запятой лартса уйăрнă.


2


Предложени схеми: .


Хур кайăксем Çавал патне çитне чух1 шăпах хĕвел хĕмленсе тухрĕ2 (Мĕтри Кипек).
Ку пăханулла хутла предложени, ике предикативлă пайран тăрать (теп членĕсем: хур кайăксем çитнĕ, хĕвел тухрĕ). 2-мĕш предложени – тĕп пайĕ, 1-мĕшĕ – пăханулли. Пăхăнуллă пайĕ тĕп пайĕпе чух хыç сăмахпа çыхăннă, хăçан? ыйтура тăрать, обстоятельство пĕлтерĕшлĕ, тĕп пайĕ умĕн тăрать, ăна пĕтемĕшлĕн ăнлантарать. Предложени нимĕнпе те кăткасланман, чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсем çук.
Предложени схеми:
2

.
Вĕсем1Яриле мучи утса такăрлатнă2 ансăр сукмакпа пĕчĕк уçланка тухрĕç1 (Х.Уяр).

Ку пăхăнуллă хутлă предложени, икĕ предикативлă пайран тăрать (тĕп членĕсем: вĕсем тухрĕç, Яриле мучи такăрлатнă). 1-мĕш предложени – тĕп пайĕ, 2-мĕш. – пахăнулли. Пăхăнуллă пайĕ тĕп пайĕпе вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă, мĕнле? ыйтура тăрать (мĕнле сукмакпа?), определени пĕлтерĕшлĕ, тĕп пайĕ варринче вырнаçнă, тĕп пайĕнчи сукмакпа сăмаха ăнлантарать. Предложени нимĕнпе те кăткăсланман.


1 1

Предложени схеми: .




Кăткăс пăхăнуллă хутлă предложени
Тишкерÿ йерки

1) Предложени миçе предикативлă пайран тăрать. Пайĕсенчи тĕп членсене палăртăр. Предложени тĕсне калăр.

2) Тĕп тата пăхăнуллă пайĕсене тупăр, вĕсем хăйсем менле предложенисем пулнине калăр, кашнине тишкерĕр.

3) Пăхăнулла пайне (е пайĕсене) тĕп пайĕпе çыхăнтаракан грамматика хатĕрĕсене тупăр, тишкерÿ тăвăр.

4) Предложени пĕтĕмĕшле мĕнпе кăткăсланнă.

5) Чарăну паллисем лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсене ăнлантарăр (пур пулсан).



Тишкерÿ тĕслĕхĕ

Пăрахут тăвалла хускалсан1 купца нумайччен алă сулса тăчĕ, унтан карлăк çине кăкарепе упĕнче те2 каç сĕмлĕхĕнче хура теслĕн куранакан Атал шыве анаталла юхнине3 сăнама тытăнче2 (Г.Краснов).

Ку предложени виçĕ предикативлă пайран тăрать. Пайĕсенчи теп членсем пек çыхăннă сăмахсем: пăрахут хускалсан, купца тăчĕ, ÿпĕнчĕ, сăнама тытанчĕ, Атăл шывĕ юхнине. Илнĕ теслех кăткăс пăханулла хутла предложени, мĕншĕн тесен предикативлă пайĕсем виççĕ, вĕсем хушшинче пăхăнуллă çыхăну çеç палăрать.

Предложенин тĕп пайĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш пайсен пĕрлĕхĕ пулать, пăхăнуллă пайĕ - пĕрремĕш предложени. Тĕп пайĕ хăй пăхăнуллă хутлă предложени. Пăхăнуллă пайĕ (3) тĕп пайĕпе (2) пару падежĕн аффиксĕпе çыхăнать, мĕне? ыйтура тăрать, объект пĕлтерĕшлĕ пулать.

Пăхăнуллă пайĕ (1) тĕп пайĕпе (2,3) деепричастин -сан аффиксĕпе çыхăнать, хăçан? ыйтура тăрать, вăхăт обстоятельстви пĕлтерĕшлĕ пулать. Предложени пĕтĕмĕшле пĕр йышши сказуемăйсемпе (тăчĕ, ÿпĕнчĕ, санама тытăнче) кăткасланнă, союзсăр çыхăннисене запятой лартса уйарнă.



2 2


3. Союзсăр хутлă предложени
Илемлĕ литература произведенийенчен виçĕ союзсăр хутлă предложени (предикативлă пайĕсене запятой, тире, икĕ точка лартса уйăрна тĕслĕхсем) çырса илĕр, тишкерÿ тăвăр.

Союзсăр хутла предложение тишкерÿ тумалли йĕрке

  1. Союзсар хутлă предложени пулнине палăртăр.

  2. Миçе предикативлă пайран тăрать. Тĕп членĕсем.

  3. Предикативлă пайĕсем мĕнпе çыхăннă.

  4. Предикативлă пайĕсем хушшинче мĕнле пĕлтереш (шухăш) çыхăнăвĕ палăрать.

  5. Предложени мĕнпе кăткăсланнă.

  6. Чарăну палли лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсем.

Тишкерÿ тĕслĕхĕсем

Вăрман тÿпине тĕтре хупласа тăрать,1 ун витĕр хĕвелĕн пайăркисем аран-аран кăна сăрхăнса тухаççĕ.2 (Д. Гордеев).
Ку союзсăр хутлă предложени, икĕ предикативлă пайран тăрать (тĕп членĕсем: тĕтре хупласа тăрать, пайăркисем тухаççĕ). Предикативлă пайĕсем интонаципе çыхăннă, вĕсем пĕр вăхăтри пулăмсене сăнласа параççĕ, çавăнпа вĕсене запятой лартса уйăрнă. Предложени нимĕнпе те кăткăсланман.


1


2

Предложени схеми: , .


Вăрмансемпе садсем çуллахи пек нумай сас-чĕвлĕ мар ĕнтĕ:1 кайăксем кăнтăралла вĕçме тытăнаççĕ.2 (Н. Матвеев).
Ку союзсăр хутлă предложени, икĕ предикативлă пайран тăрать (тĕп членĕсем: вăрмансемпе садсем сас-чĕвлĕ мар, кайăксем вĕçме тытăнаççĕ). Предикативлă пайĕсем интонаципе çыхăннă, иккĕмĕш пайĕ пĕррремеш пайне ăнлантарать, уçса парать, çавăнпа вĕсем хушшине икĕ точка лартнă. Предложени нименпе те кăткăсланман.


1


2

Предложени схеми: : .


Пайĕсем тĕрлĕ çыхăнура тăракан

союзсăр хутлă предложени
Илемлĕ литрература хайлавĕнчен пайĕсем тĕрлĕ çыхăнура тăракан пĕр союзсăр хутлă предложени çырса илĕр (хайлав авторне, ятне, тĕслĕхе хăш страницăран илнине кăтартăр), палăртнă йĕркепе тишкерĕр, схемине ÿкерĕр.

Тишкерÿ йĕрки

1) Предложени миçе предикативлă пайран тăрать. Пайĕсенчи тĕп членсене тупăр. Предложени тĕсне калăр.

2) Предложени шухăшĕ енчен мĕнле пайланать. Пайĕсем мĕнпе çыхăннă.

3) Шухăшĕ енчен уйрăлакан пайсем хăйсем мĕнле предложенисем пулаççĕ. Вĕсене кашнине тишкерĕр.

4) Предложени пĕтĕмĕшле мĕнпе кăткăсланнă.

5) Чарăну паллисем лартассипе çыхăннă уйрăмлăхсене ăнлантарăр.



Тишкерÿ тĕслĕхĕ

Çут çанталăк пытарса усранине1 тупма çăмăлрах:2(I) кашни япала3 ĕмĕрсем иртнĕ май4 çиеле тухать,3 пĕр çын тупайманнине 5 тепри тупать6 (II) (В. Эктел. Шавкăн).

Ку предложени пурĕ ултă предикативлă пайран тăрать. Пайĕсенчи тĕп членсем: 1) çут çанталăк (подл.) усранине (сказ.); 2) çăмăлрах (сказ.); 3) япала (подл.) çиеле тухать (сказ.); 4) ĕмĕрсем (подл.) иртнĕ (сказ.); 5) çын (подл.) тупайманнине (сказ.); 5) тепри (подл.) тупать (сказ.). Ку союзсăр хутлă предложени мĕншен тесен вал шухăшĕ енчен икĕ пая уйрăлать, весем пĕр-пĕринпе интонаципе пĕрлешеççĕ. Перремеш пайĕ ( I ) хăй пăхăнуллă хутлă предложени пулать: пăхăнуллă пайĕ (1) тĕп пайĕпе (2) пару падежĕн -е аффиксĕпе çыхăнать, дополнени пĕлтерĕшлĕ, мĕне? ыйтура тăрать. Иккĕмĕш пайĕ ( II ) – хăй союзсăр хутла предложени, вăл тăватă предикативлă пайран тăрать, шухăшĕ енчен каллех икĕ пая уйрăлать. Пĕрремĕш пайе – пăхăнуллă хутлă предложени, пăхăнулла пайĕ (4) тĕп пайĕпе (3) май хыç сăмахпа çыхăнать, хăçан? ыйтура тăрать, обстоятельство пĕлтерĕшлĕ пулать. Иккĕмĕш пайĕ те пăхăнуллă хутлă предложени. Пăхăнуллă пайĕ (5) тĕп пайĕпе (6) -е аффикспа çыхăнать.

Предложени нимĕнпе те кăткăсланман. Союзăр хутлă предложенин иккĕмĕш пайĕ(I) пĕрремĕшне(II) ăнлантарса тăнă пирки вĕсем хушшине икĕ точка лартаççĕ. Иккĕмĕш союсăр хутлă предложенире пайĕсем пĕр евĕрлĕрех пулăмсене сăнланă пирки вĕсем хушшине запятой лартаççĕ.

Предложени схеми:

I II



2

,

3 3

6
:

Усă курмалли литература

1. Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 11 пай. – Шупашкар, 1975.

2. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. 8-9 классем валли

3. Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Синтаксис. – Шупашкар, 2005.



Харпăр хăй тĕллĕн тишкермелли ăслăлăх ĕçĕсем

1 Алексеев А.А. Порядок расположения компонентов в определительных словосочетаниях чувашского языка // УЗ ЧНИИ. – Вып. 39. – Чебоксары, 1969. – С. 223–230.

2. Андреев И.А. Структура простого предложения в чувашском языке. Автореферат докторской диссертации. – М., 1970.

3. Андреев И.А. Структура именных синтагм в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 39. – Чебоксары, 19 – С. 78–99.

4. Андреев И.А. Порядок слов в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 49. – Чебоксары, 1970 – С. 3–28.

5. Андреев И.А. К вопросу об обособлении членов предложения // УЗ ЧНИИ. – Вып. 49. – Чебоксары, 1970. – С. 115–136.

6. Андреев И.А. Об одной синтаксической особенности деепричастия на -са/-се/ // УЗ ЧНИИ. – Вып. 27. – С. 161–176

7. Андреев И.А. Пăхăнуллă союзсен синтаксисри вырăнĕ çинчен // УЗ ЧНИИ. – Вып. 27. – С. 177–189.

8. Андреев И.А. Вăхăта пĕлтерекен пăхăнуллă предложениллĕ пăхăнуллă хутлă предложенисем // УЗ ЧНИИ. – Вып. 21. – Чебоксары, 1962.

9. Павлов И.П. О сложноподчиненных предложениях с частицей те в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 34. – Чебоксары, 1967. – С. 145–152.

10. Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи -тăк/-тĕк/ татăклă конструкцисем // УЗ ЧНИИ. – Вып. 26. – Шупашкар, 1963. – С. 66–81.

11. Павлов И.П. Чăваш чĕлхинче хирĕçлев союзĕсем пулса кайни тата вĕсемпе сыпăнуллă хутлă предложенисече усă курни // УЗ ЧНИИ. – Вып. 49. – Чебоксары, 1970. – С. 47–61. Малалли // Чувашский язык, литература и фольклор. – Вып. I. – Чебоксары, – 1972. – С. 94–111.

12. Павлов И.П. Особенности употребления слова тесе в чувашском языке // Вопросы чувашского языка и литературы и искусства. – Чебоксары, 1960. – С. 26–40.

13. Павлов И.П. Хуть /хăть/ союзпа çыхăнакан пăхăнуллă предложенисем çинчен // УЗ ЧНИИ. – Вып. 37. – Чебоксары, 1966.

14. Павлов И.П. Союзы пулсан та, пулин те в сложноподчиненных предложениях с придаточными уступительными в чувашском языке // Вопросы русской и чувашской филологии (ЧГУ). – Вып. I. – С. 230–238.

15. Павлов И.П. О двух типах деепричастных конструкций в чувашском языке (к вопросу о придаточном предложении) // УЗ ЧНИИ. – Вып. 12. – Чебоксары, 1955.

16. Павлов И.П. Чăваш челхинчи -и, -ши татăксемпе çыхăнса пулнă пăхăнулла хутлă предложенисем // УЗ Кировского госпединститута. – Вып. 26. – Чебоксары, 1965.

17. Павлов И.П. Придаточные предложения с союзом пулсан // УЗ ЧНИИ. – Вып. 16. – Чебоксары, 1958. – С. 294–313.

18. Павлов И.П. О сложноподчиненном предложении с придаточным цели и условия в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 28. – Чебоксары, 1965. – С. 121–129.

19. Павлов И.П. Сложноподчиненные предложения с союзом мĕншĕн тесен в чувашском языке // Вопросы чувашской филологии. – Чебоксары, 1974. – С. 85–115.

20. Павлов И.П. Об изафетных конструкциях в современном чувашском языке // Материалы научной сессии ЧНИИ. Проблемы словосочетаний в тюркских языках. – Чебоксары, 1975.

21. Павлов И.П. Япала ятне вырăн тата вăхăт тăрăх ăнлантаракан определенисем çинчен // Чĕлхене нормăлас ыйтусем. – Шупашкар, 1985. – 22–44 с.

22. Резюков Н.А. К вопросу о сложноподчиненных предложениях в чувашском языке // УЗ ЧНИИ. – Вып. 14. – Чебоксары, 1956.


Чăваш диалектологийĕ, ЧФФ, 1-мĕш курс, кĕретсĕр уйрăм
ВĕрентекенĔ - Денисова Татьяна Витальевна доцент
Тĕрĕслев ĕçĕ çырма сĕннĕ темăсем

1. Мĕн вăл диалектологи, унăн тĕпчев задачисем.

2. Чăваш литература чĕлхипе диалект хушшинчи уйрăмлăхсем.

3. Вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпченин пĕлтерĕшĕ.

4. Кивĕ çырулăх палăкĕсенчи диалект паллисем:

а) Ф. Миллер, П. Паллас, А. Шлецер ĕçĕсенчи диалект паллисем;

ă) В. Н. Татищев словарĕсен уйрăмлăхĕсем;

б) В. П. Вишневский чĕлхеçĕ словарĕсенчи чăваш диалекчĕсен уйрăмлăхĕсем;

в) С. М. Михайлов (Янтуш) хайлавĕсенчи тури диалект паллисем.

5. Н. И. Ашмарин ĕçĕсенчи диалектологи ыйтăвĕсем.

6. 1917-мĕш çул хыççăнхи чăваш диалектологи аталанăвĕ (Т. М. Матвеев, Ф. Т. Тимофеев, Н.Я. Золотов).

7. В. Г. Егоров - диалектолог.

8. С. П. Горский тĕпчевĕсенчи диалектологи ыйтăвĕсем.

9. 50-60-мĕш çулсенчи диалектологи утăмĕсем (Р. И. Цаплина, В. И. Котлеев, Г. Е. Корнилов, А. С. Канюкова).

10. Л. П. Сергеев - ăвашсен паллă та сумлă диалектологĕ.

11. Чăваш диалекчĕсен классификацийĕ.

12. Тури диалектăн пĕтĕмĕшле паллисем.

13. Анатри диалектăн пĕтĕмĕшле паллисем.

14. Хутăш диалектăн пĕтĕмĕшле паллисем.

15. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен калаçу уйрăмлăхĕсем.




Чăваш литературин историйĕ, ЧФФ, 1 курс, кĕретсĕр уйрăм
Вĕрентекенĕ – Никитин Виталий Петрович доцент



  1. Чăваш халăхĕ пулса кайни çинчен калакан гипотезăсем тата эсир хăвăр хÿтĕлекен шухăш.

  2. Чăваш халăхĕн авалхи историйĕ çинчен кăларнă çĕнĕ кĕнекесенче çырулăхпа литература палăкĕсене мĕнле çутатни.

  3. Чăваш халăх сăмахлăхĕн авалхи тĕслĕхĕсем - мифсемпе кĕлĕсем.

  4. Руна тата карт çырулăхĕ хăварнă пурлăх.

  5. Чăваш несĕлĕсем авал куçса çÿренĕ çул-йĕр çинчи культура паллисем.

  6. Тĕкĕрпе (Тиграпа) Ахрат (Евфрат) шывĕсем хушшинчи авалхи культура чăваш историйĕнче палăрса юлни.

  7. Чăваш халăх тĕнĕ-ĕненĕвĕн паллăрах енĕсем.

  8. Модэ, Аттила, Кубрат, Алмуш çар пуçĕсем çинчен çырнă тĕпчевсемпе илемлĕ хайлавсене хак парăр.

  9. Аслă тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕсем чăваш историйĕнче хăварнă культура паллисем.

  10. Кашкар Махмучĕн ĕçĕсем тата вĕсенче Атăл çинчи халăхсен сăмахлăхĕ палăрса юлни.

  11. Баласахун Уçăпĕн пултарулăхĕ.

  12. Аттила çар пуçĕн вăхăчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тата унăн чăваш литературинче палăрнă сăнарĕ.

  13. Вырăх (Ухри) çарпуçĕн паттăрлăхĕ.

  14. Чăваш халăхĕн халапсенче тата историре çырăнса юлнă паттăрсем.

  15. Байкал кÿлли тавринчи руна çырăвĕллĕ чул палăкĕсем.

  16. Кÿл техĕнпе Пĕлке кахан çырăвĕсем. Йоллăх техĕн сăвăç пултарулăхĕ.

  17. Чăваш несĕлĕсен Пăлхаш (Балхаш) таврашĕнчи историйĕпе сăмахлăхĕ.

  18. Иртĕшпе (Иртышпа) Тăпăл (Тобол) шывĕсен хутлăхĕнчи чăваш вырăнĕсемпе çыхăннă сăмахлăх.

  19. Алтайри халăхсен «Улăпа» çывăх паттăрлăх эпосĕсем.

  20. Атăлçи Пăлхарпа Сăвар патшалăхĕн культури, вĕсен хальхи йĕрĕсем.

  21. Чăваш несĕлĕсем Атăл çине куçса килнин историйĕ халăх сăмахлăхĕнче палăрса юлни.

  22. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи хуласем тата унта сарăлнă сăмахлăх.

  23. Валем хуçа çинчен калакан халапсен историлле никĕсĕ.

  24. Кул Гали пултарулăхĕ.

  25. Ахмед ибн Фадлан çырнисем.

  26. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнчи литература палăкĕсем.

  27. Иксей Пайтулĕ, Охатер Томеев, Чакка Тойтеряк тата ытти паттăрсен сăвă-юрă еткерĕ.

  28. Чăваш литературин Чулхула шкулĕ.

  29. Чăваш литературинчи Хусан шкулĕ.

  30. Авалхи чăваш литературин аталану çул-йĕрĕ, паллă ятсемпе хайлавсем (хронотоп таблицине туса пăхăр).


Чăваш литературин историйĕ, ЧФФ, 2 курс, кĕретсĕр уйрăм

Вĕрентекенĕ – Никитин Виталий Петрович доцент


  1. Чăвашсен тата Атăл çинчи ытти вак халăхсен XVIII-XIX ĕмĕрсенчи шăпи; политикăри, хуçалăхри, культура хирĕнчи лару-тăру; тĕнпе вĕренÿ витĕмĕсем; кивĕ çырулăх палăкĕсем.

  2. Ют çĕршыв çыннисем чăваш халăхĕн пурнăçĕпе культурине тĕпчесе çырнă ĕçсен пахалăхĕпе хальхи пĕлтерĕшĕ.

  3. Чăваш сăмахлăхĕнчи Чулхула шкулĕ (Пуцек-Григорович, Е.И.Рожанский, Н.Базилевский, В.К.Магницкий, В.Н.Ислентьев, Н.И.Золотницкий тата унăн вĕренекенĕсем, М.Ф.Федотов тата ыттисен шухăшĕсем, ĕçĕсен тĕп çул-йĕрĕ).

  4. Чăваш сăмахлăхĕнчи Хусан шкулĕ (Н.Я.Бичурин, В.П.Вишневский, В.И.Сбоев, А.А.Фукс, Д.П.Ознобишин, В.И.Лебедев, П.П.Оточев, П.Т.Талиев, А.М.Алмазов тата ыттисем) хăварнă пулăмсем.

  5. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнчи чăваш сăмахлăхĕ çинчен юлташăрсене вуласа памалли тишкерÿллĕ кĕске доклад (лекци) хатĕрлĕр.

  6. Никита Бичурин, Спиридон Яндуш, Михаил Федоров - кивĕ çырулăх тапхăрĕн тĕрлĕ вăхăтри классикĕсем: мĕнле палăрать вĕсен вилĕмсĕрлĕхĕ?

  7. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнче вырăс тата тĕнче литературин витĕмĕпе çуралнă чăваш хайлавĕсем. Вырăсла çырнă хайлавсен чăвашлăхĕ.

  8. Чăваш литературинчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕн çĕнĕ çырулăхри витĕмĕ. И.Я.Яковлев ÿстернĕ «хăватлă ушкăнра» XIX ĕмĕрте палăрнă талантсем.

  9. Халăх сăмахлăхĕ çинче çирĕпленнĕ чăваш литератури (Н.Охотников, М.Федоров, И.Иванов, И.Юркин, Г.Тимофеев тата ыттисен хайлавĕсене хаклани).

  10. Чăвашсен XVIII-XIX ĕмĕрсенчи лару-тăрăвне тата ăслăлăхпа культура ĕçченĕсен сăнарĕсене кăтартакан хайлавсене (И.Мучи, Хв.Уяр, М.Юхма, И.Ахрат, В.Ахун, А.Русаков, П.Хусанкай, А.Артемьев, А.Юман, Г.Юмарт тата ыттисен хайлавĕсене) хак парăр.

Чăваш литературин историйĕ, ЧФФ, 3 курс, кĕретсĕр уйрăм
Вĕрентекенĕ – Осипов Николай Николаевич доцент


  1. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературин аталанăвне «Хыпар» хаçат витĕм кÿни.

  2. Н.В.Никольский ăсчах, педагог, çыравçăн пултарулăхĕ.

  3. Михаил Акимов - пăлхавăрпа çĕкленнĕ çыравçă.

  4. Тарас Кириллов сăвви-поэминчи туртăмсем.

  5. К.В.Иванов чăваш поэзийĕн классикĕ.

  6. Ф.Павлов - чăваш драматургийĕн классикĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

  7. Тайăр Тимкки - кĕрешÿ юрăçи.

  8. Н.Шупуççыннин чăваш литература аталанăвĕн çул-йĕрĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

  9. Илле Тăхти чăваш литературинчи паллă ятсенчен пĕри.

  10. Тăхтин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ.

  11. 1917-1922 çулсенчи чăваш литератури аталанăвĕн çул-йĕрĕ.

  12. 1905-1907 çулсенчи 1-мĕш вырăс революцийĕ тата чăваш литератури.

  13. К.Ивановăн «Тимĕр тылă» балладинчи пурнăç чăнлăхĕ, конфликт çивĕчлĕхĕ, сăнарсен витĕмлĕхĕ.

  14. 1905-1907 çулсенчи поэзири туртăмсем.

  15. Г.Тал-Мăрса поэзийĕнчи революцилле романтика, символла ытарлăх.

  16. Т.Кириллов поэмисенчи вăрçăпа патриотлăх теми.

  17. Тăванъялсем Сергей пултарулăхĕнчи социаллăх ыйтăвĕ.

  18. Г.Ватнер пултарулăхĕн палăруллă енĕсем.

  19. И.Ахахăн - «Икĕ виле» тата «Пĕрре, ир çинче» новеллисенчи композиципе конфликт ăсталăхĕ.

  20. Çеçпĕл Мишши - çĕнĕ чăваш сăввине çул уçса параканĕ.



Чăваш литературин историйĕ, ЧФФ, 4 курс, кĕретсĕр уйрăм

Вĕрентекенĕ – Мефодьев Александр Иванович доцент


  1. Хв.Уяр пултарулăхĕнчи ачалăх тĕнчи.

  2. Питрав Ибасов калавĕсенчи илемлĕх хăйне евĕрлĕхĕ.

  3. Герасим Харлампьев прозинчи «Çутçанталăк тата ача» проблема.

  4. Александр Галкинăн пĕчĕккисем валли çырнă поэзи хайлавĕсенчи туртăмсем.

  5. 50-мĕш çулсенчи чи пĕчĕккисен поэзинчи сăнлăх.

  6. 50-мĕш çулсенчи вăтам ÿсĕмри ачасен поэзийĕнчи аталану уйрăмлăхĕсем.

  7. 50-мĕш çулсенчи чи пĕчĕккисен прозин палăруллă енĕсем.

  8. 50-мĕш çулсенчи вăтам ÿсĕмри ачасен прозинчи тĕп туртăмсем.

  9. Ача сăнарĕ - 60-мĕш çулсенчи чăваш драматургийĕнче.

  10. Ача сăнарĕ - 70-мĕш çулсенчи чăваш драматургийĕнче.

  11. Трубина Мархви пултарулăхĕ - чăваш критикипе литературоведенийĕнче (50-70-мĕш çулсем).

  12. Александр Мраньккан 50-мĕш çулсенчи прозинчи ачасен сăнарĕсем.

  13. Владимир Ухлин ачасем валли çырнă хайлавсен поэтики (50-мĕш çулсем).

  14. Валентина Элпин ачасем валли çырнă калавсен хăйне евĕрлĕхĕ (50-мĕш çулсем).

  15. Николай Мартыновăн «Куккук чашки» калавĕнчи психологилĕх.



Чăваш литературин историйĕ, ЧФФ, 5 курс, кĕретсĕр уйрăм

Вĕрентекенĕ - Скворцова Ольга Владимировна аслă вĕрентекен


  1. 1970-1985-мĕш ç.ç. проза жанрĕн ÿсĕмĕ (Хв.Уяр, Л.Таллеров,
    А.Емельянов, В.Петров, Д.Гордеев хайлавĕсем тăрăх).

  2. Л.Таллеровăн «Эрхип мăнукĕ – Эрхип» повеçĕнчи символсемпе аллегорисен сюжетри вырăнĕ.

  3. Хв. Акивер хайлавĕсенчи синкерлĕх палăрăмĕсем.

  4. Хв.Акивер прозинчи илемлĕх мелĕсем (парабола, символ, тĕлĕк, легенда, миф т. ыт. те).

  5. Д.Гордеев хайланă калав-повеçри философиллĕ проблемăсем.

  6. Н.Мартыновăн «Кăвак хуппи» калавĕнчи шиклĕх проблеми.

  7. Н.Мартыновăн калавĕ-повеçĕсенчи символла сăнарсем, вĕсен нацилĕхĕ.

  8. Юхма Мишши хайлавĕсенчи халапçă сăнарĕ.

  9. 1970-1985-мĕш ç.ç. роман жанрĕн малаллахи утăмĕсем, унăн проблематики: çут çанталăка, халăх несĕпне сыхласси, вăрçă асапĕсем.

  10. В.Енĕшĕн калав-повеçĕсен тематики, идейăлăх туртăмĕсем, витĕмлĕ сăнарсем.

  11. 1970-1985-мĕш ç.ç. пьеса тĕсĕсен пуянлăхĕ (историлле драма, комеди-фарс, трагикомеди, драмакомеди).

  12. В.Алентейĕн «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» повеçĕнчи Улатти сăнарĕнче аталантарнă кăмăл-сипет проблеми.

  13. В.Алентейĕн «Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ» повеçĕнчи лирикăллă, публицистикăллă палăрăмсем.

  14. А.Емельяновăн «Шăнкрав курăкĕ» повеçĕнчи юратупа çемье ыйтăвĕсем.

  15. Н.Терентьевăн сăнарсене калăплас ăсталăхĕ («Пушар лаши» пьеса тăрăх).

  16. 1970-1985-мĕш ç.ç. поэма жанрĕн тĕсĕсем, вĕсенче хускатнă тĕп ыйтусем.

  17. 1970-1985-мĕш ç.ç. поэзире палăрнă çĕнĕлĕхсем (жанрсен системинче, проблемăсен ретĕнче, поэтика мелĕсенче т. ыт. те).

  18. «Кипенек» – лирикăллă-философиллĕ поэма. Лирикăллă сăнарсем, илем шыравĕсем.

  19. Г.Айхи сăввисен çĕнĕ синтаксисĕ.

  20. Ю.Айташăн «Атнер» сăвăлла романĕнчи Сантăрпа Атнерăн хирĕçтăрăвĕ.

  21. В.Станьял поэзийĕнчи тĕп мотивсем.

  22. Ю.Айташ лирикинчи илемлĕх пайрăмĕсем.

  23. Н.Теветкел сонечĕсем: вĕсен тытăмĕ, лирика геройĕн сăнарĕ.

  24. В.Энтип поэзийĕнчи тĕп проблемăсем.

  25. Л.Мартьянова сăвви-юрринчи дисгармони палăрăмĕсем.

  26. Ю.Сементер сăввисенчи лирика геройĕн сăнарĕ.

  27. 1970-1985-мĕш ç.ç. философилле лирика аталанăвĕн уйрăмлăхĕсем.

  28. П.Эйзинăн лирикăлла хайлавĕсенчи çĕнĕлĕх.

  29. А.Воробьев лирикин поэтики.

  30. 1970-1985-мĕш ç.ç. баллада жанрĕн уйрăмлăхĕсем (Г.Айхи, М.Сениэль, П.Яковлев хайлавĕсем тăрăх).


Чăваш халăх сăмахлăхĕ, ЧФФ, 1 курс, кĕретсĕр уйрăм

ВĕрентекенĕСкворцова Ольга Владимировна аслă вĕрентекен


  1. Халăх сăмахлăхне пухакансем тата тĕпчекенсем.

  2. Хĕллехи йăла-йĕрке поэзийĕ.

  3. Юпа юррисен хăйне евĕрлĕхĕ.

  4. Туй мешехи тата поэзийĕ.

  5. Мăн кĕрÿ такмакĕнчи миф тата эпос палăрăмĕсем.

  6. Хăна юррисен тематики, тытăмĕ, вĕсен философилĕхĕ.

  7. Вĕрÿ-суру чĕлхисен тĕсĕсем, вĕсен тытăм уйрăмлăхĕсем.

  8. Ĕç юррисен уйрăмлăхĕсем.

  9. Салтак юррисенчи сăнарлăх.

  10. Йăла балладисем.

  11. Н. И. Ашмаринăн 17 томлă словарĕнчи турă ячĕсем.

  12. Улăп халапĕсен нацилле хăйне евĕрлĕхĕ.

  13. Истори халапĕсен тематики, сюжет тĕсĕсем, жанр палăрăмĕсем.

  14. Юмах тытăмĕн уйрăмлăхĕсем.

  15. Асамлă юмахсенчи пархатарлă тата сивлек геройсен портречĕсем.

  16. Йăла юмахĕсен поэтики.

  17. Тупмалли юмахсен тематика ушкăнĕсем.

  18. Чĕр чун юмахĕсенчи ытарлăх.

  19. Халăх юррисенчи символсем.

  20. Ача çуралнипе çыхăннă йăласем.

  21. Топонимика халапĕсен хăйне евĕрлĕхĕ.

  22. Чăваш такмакĕ.

  23. Ача-пăча тата çамрăксен вăййисен уйрăмлăхĕсем.

  24. Паттăрсем çинчен хывнă юмахсем.

  25. Халăх пурнăçĕнчи пилсен пĕлтерĕшĕ.


Тăван литературăна вĕрентес меслетлĕх, ЧФФ, 4 курс, кĕретсĕр уйрăм

Вĕрентекенĕ – Степанова Надежда Ивановна аслă вĕрентекен



Çак темăсенчен виççĕшне суйласа илсе урок планĕсем çырăр:


  1. XVIII-XIX ĕмĕрĕн малтанхи çурринчи çыруллă сăмахлăх.

  2. Е.Рожанскин «Чăвашсем çинчен» очеркĕ.

  3. Н.Бичуринăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ.

  4. Н.Бичуринăн «Тĕлĕк» оди. Китайларан куçарнă поэзи.

  5. С.Михайлов (Янтуш) пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. «Чăваш калаçăвĕсемпе юмахĕсем» кĕнеке историйĕ.

  6. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăваш литератури. Н.Золотницкий вĕренекенĕсем.

  7. Г.Филипповăн «Чухăн çын пурнăçĕ - хирти мулкач пурнăçĕ» хайлавĕ.

  8. И.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем. «Манăн пурнăç».

  9. И.Юркин повеçĕсем. «Мул».

  10. Турхан Яккăвĕн чăваш лирикипе лирика-эпикине аталантарас ĕçри вырăнĕ.

  11. Турхан Хĕветĕрĕ - ăста лирик.

  12. Г.Комиссаров пурнăçĕпе пултарулăхĕ. «Авлану» пьеса.

  13. XX ĕмĕр пуçламăшĕ. Вăхăт паллисем. Прозăпа поэзи аталанăвĕ.

  14. Лирика хайлавĕ. Унти автор тата лирика харкамçи. (Г.Кореньков поэзийĕ тăрăх).

  15. Н.Шупуççынни пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем.

  16. К.Иванов хайлавĕсене çырнă вăхăт, вĕсен çăлкуçĕсем.

  17. «Нарспи» поэмăра автор сăнарĕ. Хайлава тĕнче классикипе (Низами, Шекспир) танлаштарса пăхни.

  18. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи драматурги. К.Ивановăн «Шуйттан чури» трагедийĕ.

  19. «Укçа пулсан мул та пур, унтан урăх мĕн кирлĕ».

  20. К.Иванов тата XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи куçарусем.

  21. 1917-1930 çулсенчи поэзипе проза.

  22. Çеçпĕл Мишши тата чăваш халăхĕпе унăн интеллигенцийĕ. Поэт трагедийĕн тĕп сăлтавĕсем.

  23. Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем.

  24. Çеçпĕл Мишшин Теччĕ, Шупашкар, Крым тапхăрĕсенче хайланă сăввисем.

  25. Çеçпĕл Мишшин Киев тата Остер тапхăрĕсенче хайланă сăввисем.

  26. Çеçпĕл прози. «Юншăх» калавĕ.

  27. Çеçпĕл Мишшин «Чунăмçăм, çунатăмçăм» çыравĕсен ярăмĕ.

  28. «1917-1930 çулсенчи поэзипе проза».

  29. Хумма Çеменĕн «Станцăра» калавĕ.

  30. 1917-1930 çулсенчи драматурги. Чăваш театрĕ тата кино ÿнерĕ.

  31. Ф.Павлов пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем.

  32. Ф.Павловăн поэзири тата музыкăри пултарулăхĕ. «Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт» юрă, «Экспромт», «Савнă хĕр…» сăвăсем.

  33. Ф.Павловăн «Ялта» драми. Хайлава çырнă вăхăт, унти тĕп конфликт.

  34. «Ялта» драма фабули юмахсенчипе пĕр килни, унти сăнарсен тытăмĕ. Çĕнĕ идеал çăлкуçĕ тата психологизм.

  35. 1930-1945 çулсенчи проза.

  36. С.Ялавинăн «Çул çинче» калавĕ.




Контрольная работа по чувашскому языку для студентов I курса заочного отделения

Тÿпе, çуркунне, ăшă, сивĕ, апат, хăлха, кăтра, кăркка, ачасем, кураксем, асатте, атте, паян, вĕсем

333.71kb.

15 10 2014
1 стр.


Учебно-методическое пособие для студентов заочного отделения филологического факультета Специальность: 050301 русский язык и литература

«История русского литературного языка» предназначено для студентов 5 курса заочного отделения филологического факультета. В него входят задания для самостоятельной работы, системы

593.39kb.

15 10 2014
7 стр.


Методические указания к выполнению контрольных работ для студентов заочного отделения Красноярск, 2011

В соответствии с учебным планом студенты второго курса заочного отделения в третьем семестре выполняют контрольную работу по конституционному праву зарубежных стран

116.4kb.

14 12 2014
1 стр.


8. Методические рекомендации для выполнения контрольной работы

Контрольная работа является одним из видов самостоятельной работы студентов заочного отделения, формой контроля за освоением ими учебного материала по изучаемой дисциплине, уровнем

40.15kb.

01 10 2014
1 стр.


Методическое пособие предназначено для студентов I курса заочного отделения» (степень
1504.63kb.

14 12 2014
10 стр.


Методические указания по выполнению контрольной работы по дисциплине «Иностранный язык»

Контрольная работа предназначена для студентов 1 курса заочного обучения профиля «Электроснабжение промышленных предприятий» по направлению подготовки 140400. 62 Электроэнергетика

73.2kb.

09 10 2014
1 стр.


Программа по английскому языку ставит перед собой следующие задачи

Методические указания предназначены для студентов заочного отделения неязыковыx специальностей 032002

411.33kb.

14 12 2014
6 стр.


Вопросы к зачету для студентов 3 курса заочного отделения по предмету «Основы сурдопедагогики»

Современная система воспитания в отечественном детском саду для детей с нарушениями слуха

11.21kb.

11 10 2014
1 стр.