Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1страница 2 ... страница 6страница 7
c:\users\тарасова мария\pictures\img054.jpg

Учебно-тематическое планирование

по родному языку и родной литературе

4 класс


Учитель: Тарасова Мария Васильевна.

Количество часов: всего 102 часа; в неделю 3 часа

Плановых контрольных уроков - 10 , зачётов - , тестов – 8

Административных контрольных уроков – 4

Планирование составлено на основе требований федерального компонента государственного стандарта общего образования 2004 года и соответствует обязательному минимуму содержания образования.

Учебники:

1.Чаваш челхи: 4-меш класс валли.- Шупашкар: Чаваш кенеке издательстви, 2007г.

2.Литература вулаве: Пучах сумне пучах. 4-меш класс валли / Т.В.Артемьева, О.И.Печников.-Шупашкар: Чаваш кенеке издательстви, 2011г.

Дополнительная литература:

Мультимедийные пособия:



Пояснительная записка

Родной(чув.) язык и литература

Ачасене кенеке юратма, пултарулла вулавне пулма верентесси, вулав культурине ханахтарасси — питех те каткас ла.Ана терес туса пырсан литература пелтереше ача пурнасенче пысак пулма пултарать. Искусстван ытти тесесем пекех, литература та этемен камал-туйамне варатакан, хускатакан, йеркелекен хатер. Литература фантазие, шухаш пелевне, аслав пултарулахне аталантарать

Литература вулаве вал тап-таса вулав кана мар, литература вулани есе те мар. Нормативла документсенче литература вулавен теллевне ачасен вулав ханахавесене аталантарнипе перлех весене илемле литература хайлавесемпе еслеме верентессипе сыхантарна.

Патшалах базис планепе килешуллен, 2006 султан пусласа чаваш наци пусламаш шкулсен веренту планне «литература вулаве» предмета перремеш класранах кертне. Сапла вара малашне 4 классенче вулав урокесем выранне литература вулавен урокесем пулассе (пахар: Базисный учебный план общеобразовательных учреждений Чувашской Республики с родным (нерусским) языком обучения. Начальное общее образование // Халах шкул\. — 2006. — 3№. — 51 с.)


Пуре -102 урок,эрнере-3 сехет (литература вулаве-1сех., чаваш челхи урокесем-2 сех.)

Литература вулаве задачисем:

— ача ситенсен менпур этемлехен литература пуянлахне анланма, хисеплеме, унпа киленме пултартар;

— тенче литературин пулминче чаваш литературин тупи те палармаллах пысак пулнине анкартар;

— хайлава анланса илме ана хайлана пекех йываррине асархатар;

— кирек хаш хайлав та сыравса пусенче шаранса калапланна, шухашласа каларна япала иккенне чухлатар, хай те хайлас есе явасма семлентер;

— ача-пача ас-тан телешенчен сес мар, чи малтан камал-сипетпе туйам-сунам телешенчен тасалса пуянлантар.

Литература вулаве пусламаш шкулан чи пысак ике теллевне перлехлен татса пама май парать: перремешенчен, вулама тата кенекене юратма верентет, иккемешенчен, литература хайлавне анланма тата унпа еслеме верентет.

Каларамар енте, вулав — ача пурнасенчи теп ес-хелсенчен пери. Саван пекех вал ачана харкам телленех аталанма пулашакан теп хатер те.

Текстпа пуплев единици пек есленипе перлех ана литература хайлаве пек те пахмалла, саванпа та текстпа еслене май литература хайлавесен стиль (илемле литература, аслалах литератури, публицистика литератури т.ыт.те) уйрамлахесене санама-курма та верентмелле.

СТАНДАРТ ВЫРАННЕ

Вал е ку предмета веренсе ача менлерех ситенусем патне ситсе тухма тивеслине патшалах стандарче палартать. Литература вулавне пусламаш классенче верентмелли чаваш регион стандарче хальлехе сук-ха. Сакна шута илсе министерство сак теслехпе уса курма сенет. Ана Петемешле верентевен патшалах стандарчен федералла компонентне тепе хурса хатерлене (пахар: Федеральный компонент Государственного стандарта общего образования // Вестник образования России. — 2004. — №4).

Петемешле пусламаш веренту — петемешле верентевен перремеш сыпаке. Стандарт ача харкамлахне аталантарассине теп вырана хурать те сапларах теллевсене пурнаслама палартать:

— шкул ачин харкамлахне, унан творчествалла пултарулахне, веренес туртамне аталантарасси, веренсе сын пулас камалепе аслайне калапласси;

— камал-сипетпе илемлех туйамесене аталантарасси, харпар хайне тата ыттисене хисеплеме верентесси;

— пелусене, аслайсемпе ханахусене, ес-хелен терле тесесене пурнаслас мелсемпе майсене аса хывасси;

— ачасен ут-пу, хул-сурампа ал-ура тата психика сывлахне упрасси тата сиреплетесси;

— ачан харкамлахне упрасси тата ана аталантарма условисем тавасси.

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унан тĕп инструменчĕ -тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс -тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе - усекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе перех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.

Тăван чĕлхе вĕрентесси виçĕ пайран тăрать: 1) вулама-çырма вĕрентесси; 2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.

II класран вĕренсе тухнă тĕлĕ ачасем çаксене пĕлмелле:


  • алфавитри саспаллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене,

  • уçă тата хупă сасăсен уйрăмлахĕсене,

  • сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине,

  • сасăсем хытă тата çемçе пулнине,

  • сǎмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине.

Вĕренекенсем çак ăслайсене хăнăхмалла:

  • 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, саспаллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

  • 25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма;

  • сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

  • çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăлла сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырма;

  • çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллипе пуçласа çырма;

  • сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе саспаллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

  • япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтавё тăрăх ушкăнлама;

  • предложенин тĕп членĕсене - подлежащипе сказуемăя - тупма;

  • ыйтусем тăрăх ансат предложени членесем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

  • предложение пысăк саспаллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

  • 30-45 самахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума.

ПУПЛЕВЕ ПУР ЕНЛĔН АТАЛАНТАРНĂ МАЙ ЧĔЛХЕНЕ АНСАТ ТИШКЕРМЕ,

ТЕРМИНСЕМПЕ УСĂ КУРМА ВĔРЕНТЕССИ

Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ. Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.

Ÿкерчĕксемпе ĕçлесси. Ÿкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.

Изложени çинчен ăнлантарасси. Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыççăн вĕрентуçĕ пулăшнипе 30-45 самахлă текст тăрăх изложени çырасси.

Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.



Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу самахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сывпуллашу сăмахĕсем.

Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.

Сăмах йышне пуянлатасси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси

Тăван-хурăнташа чĕнесси: атте, анне, асанне, асатте, кукаçи, кукамай, пичче, аппа, шăллăм, йăмăк, кукка, мăн акка, инке, мучи, кинемей.

Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: пушмак, атă, çăм ата, алса, алсиш, калуш, çуха, кунча, кĕсье, карттус, майка, нуски, пиншак, тутăр, кĕпе, çанă, саппун, чăлха, çĕлĕк; вăрăм, кĕске, илемлĕ, капăр, хитре, шукăль, ăшă, çăм, пурçăн, сарлака;

хыв, хывса ил, салт, тÿмеле, çĕтĕл, пĕт, кивел, тумлан, тăхăн.



Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: мунча, хапха, алăк, картиш, карта, çурт, пÿрт, кĕлет, пусă, çăл, вите, лаç, сарай, çенĕк, пÿрт ум, вутă, кухня, газ, плита, ванна, душ, туалет, кран, сивкĕч (холодильник), шăнткăч (морозильник), пулĕм, пусма, картлашка, чÿрече, кăмака, форточка, сакай, урай, мачча, хăлăп, стена, мăрье, юпа, чăлан;

çÿллĕ, ăшă, хулăн, çÿхе, таса, сарлака;

хуп, хупăн, çурăл, шăл, тасат, çу, ту.

Кил-çуртри япала ячĕсем: пичке, витре, чулмек, кашăк, вилка, çăра, çăраççи, чаршав, тĕкĕр, йĕп, карта, хуран, турчка, кравать, кашăк, тÿшек, сĕтел, пукан, шăпăр, михĕ, хутаç, çĕçĕ, утиял, куçлăх, минтер, çытар, çитĕ (çитти), çăпала, сак, çатма, шăрпăк, кантăк, хыçлă пукан, турилкке, чашăк, шкап, щётка, стакан.

Килти кайăк-кĕшĕк ячĕсем, вĕсемпе çыхăннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: хур, кăркка, автан, чăх, кăвакал, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал;

ырхан, хыткан, начар, мăнтар, самăр;

чиклет, авăт, какала, нартлат.

Килти выльăх-чĕрлĕх ячĕсем, вĕсемпе çыхйннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: така, вакăр, тиха, ăйăр, кĕсре, качака, ут, лаша, ĕне, кушак, кролик, сурăх, сысна, йытă, пăру, анчăк, путек, аçа, ама, выльăх, çăвăр; сĕкекен, çара, мăкла, çăмламас, ăратла, мăйракаллă, пĕтĕ, хĕсĕр;

кÿл (лаша), мĕкĕр, вĕр, сыхла, чăрмала.



Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: акăш, ăсан, вĕçен кайăк, кайăк хур е хур кайăк, кăвакарчăн, кăсăя, куккук, курак, пăрчăкан, путене, çăхан, çерçи, тăмана, тăри, тăрна, уйăп, улатакка, хурчка, чакак, чана, чĕкеç, чёпё, шăнкăрч, шăпчак.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йыт пулли, карас, карп, партас, çăрттан, çĕлен пулă, çырма пулли, çтерлĕк, шапа, шапа вăлчи, ыраш пăтри;

пулăçă, вăлта, вăлча, карас кулли, пĕве пулли, тăварла пулă, пулă шÿрпи, вĕтĕ пулă.



Апат-симĕç ячесем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апат, аш, икерчĕ, йăва, какай, канфет, кĕрпе, кĕсел, компот, кукăль, лапша, макарон, манна, мăйăр, мороженăй, пăтă, печени, пĕремĕк, пыл, сахăр, серте, пултăран, сĕт, чăкăт, çăкăр, çăмарта, çăнăх, çу, тăвар, тăпăрчă, турăх, уйран, улма, хăйма, чей, чуста, шаркку, шушкă, яшка;

вир (тулă, хура тул, сĕлĕ) кĕрпи, килти çăкăр, хура çăкăр, шур çăкăр, савра çăкăр, çăкăр чĕлли, сăмси, çăкăр магазинĕ, купăста (сĕт) яшки, мăйăр тĕшши, пан улми, калекле (чăмăрла) çăмарта, çăмарта хăпартни, аш (тăпăрчă) кукли, хуран кукли, çăка (чечек) пылĕ, аш апачё, çатма икерчи, тăпăрчă (çĕр улми) икерчи, лапша яшки, какай шÿрпи, кĕрпе яшки, сĕлĕ кĕселĕ, çырла кĕселĕ, шĕвĕ пăтă, улма нимĕрĕ, кĕрпеклĕ (типĕ) печени, катăклă сахăр, сахăр песокĕ, тулă (ыраш, сĕлĕ) çăнăхĕ;

ирхи апат, кăнтăрлахи апат, каçхи апат;

уйран уçла, компот вĕрет, варени пĕсер, пыл юхтар, йÿçĕ калать;

йÿçĕ, çуллă, çусăр, пылак, тăварлă, тăварсăр, тутлă, йÿçек, пыллă, сахăрлă;

çыртăк, касăк, татăк, чĕлĕ;

апатлан, апатлану.

Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: купăста, сухан, çĕр улми, кишĕр, хăяр, помидор, йÿç кăшман, сахăр кашманĕ, выльăх кашманĕ, çарăк, кавăн, ыхра, фасоль;

тутлă, йÿçĕ, хĕрхÿ, пылак, шултра, пысăк, вак, вĕтĕ, çÿллĕ, лутра, чĕрĕ, сĕтеклĕ;

шăвар, çумла, çитĕн, пиç, кас, ларт, ак, пух, пуçтар, пулса çит, тăварла, тат, çитĕнтер;

мăкăнь, нимĕç парçи, çĕр çырли, хурăн çырли, улмуççи, хăмла, хăмла çырли, хĕвел çаврăнăш, хура çырла, хурлăхан, чие, хĕрлĕ хурлăхан, хура хурлăхан;

кăшман çеçки, йăран, кишĕр сĕткенĕ, купăста калчи, купăста пуçĕ, помидор калчи, помидор сĕткенĕ, çĕр улми аври, çĕр улми купала, ыхра шăлĕ, хăмла пахчи, хăмласа, хăяр калчи, хĕвел çаврăнăш пуçĕ (çăвĕ).

Йываç ячĕсем: ăвăс, йăмра, йĕлме, кавраç, палан, пилеш, çăка, çĕмĕрт, çирĕк, çÿçе, тирек, хăва, хурăн, хыр, чăрăш, шăлан, шĕшкĕ, юман;

ăвăслăх, йăмралăх, йĕлме йĕлтĕр, палан çырли, паланлăх, хура пилеш, пилеш çупкăмĕ, çăка пылĕ, çăка чечекё, çăкалăх, çĕмĕрт çеçки, çирĕклĕх, çÿçелĕх, тирек мамăкĕ, тиреклĕх, хăва хулли, хурамалăх, хурăн милĕкĕ, хурăн шывĕ, хырлăх, чăрăшлăх, шăлан çырли, шĕшкĕ мăйăрĕ, шĕшкĕлĕх, юманлăх, юман йĕкелĕ.



Тĕрлĕ ÿсен - тăран ячĕсем: тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ, пăрçа, пăри, кукуруза, вир, вĕлтĕрен, пултран, мăян, хупах, хăях, пиçен, армути, куршанак, кашкăр ути, утмăл турат, йыт пырши, чăрăш тарри;

йĕкел, хыр (юман) йĕкелĕ, кăчкă, хурăн кăчки, кăчкăллă, папак, чечек папакĕ, папкалан, пучах, сапака, хурлăхан сапаки, сĕткен, хурăн сĕткенĕ, çеçке, роза (сирень) çеçки, çеçкене лар, çеçкелен, çулçă, çулçăллă, çырла, çырла шывĕ, çырла пиçнĕ, турат, хунав турат, туратлă, тымар, йывăç тымарĕ, хулă, хăва хулли, хунав, чие хунавĕ, хунав вăрман, хунав яр, хурлăхан хунавĕ, чечек, чечек йăранĕ, чечек çыххи, чечеке лар.



Кăмпа ячёсем: кăмпа, ăвăс кампи, масла кăмпи, çерем кăмпи, тислĕк кăмпи, уплюнкка, ут туги, хурăн кампи, шăна кăмпи, юман кăмпи, шурă кăмпа, мăйра кăмпи;

çимелли кăмпа, наркăмăшлă кăмпа, кăмпаçă, кăмпана çÿре, кăмпа тат, кăмпа яшки.



Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Самахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш саспалли тăрăх).



Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен çăмахсем. Вёсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; дурен, тура, хала, ула, сара-хала (лаша сличен); а) 9ьшна хаклакан самахсем (чилер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕçчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложении тĕп (подлежащипе сказуемай) тата кĕсĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем хăнăхтарасси. Вёсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн/) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнча, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль; ларать, вылять, чупать, тăрăшать.

2) Уйаракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье, тухья, Марье.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палăртасси:

ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: атте, анне, асатте, шăллăм,аппа, кукка, мăн акка;

çупталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, ĕçлеççĕ, ĕçлемеççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси: ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

5) Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Мăрмăр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, Атăл, Сĕве.

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня;

а) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета;

б) парта, учитель, директор;

в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

г) кухня, стакан, щётка.


II, III, IV классенче диктант тата çырса илмелли текст калǎпǎшĕ çакǎн пек пулмалла:

Классем


Чёрексем

1 | II


III | IV



















IV

50-55

60-65


следующая страница>


Тематическое планирование по родному языку и родной литературе 4 класс Учитель: Тарасова Мария Васильевна. Количество часов: всего 102 часа; в неделю 3 часа

Планирование составлено на основе требований федерального компонента государственного стандарта общего образования 2004 года и соответствует обязательному минимуму содержания образ

803.61kb.

17 12 2014
7 стр.


Рабочая программа по литературе в 11 классе Количество часов 3 часа в неделю (102 часа) Уровень базовый
682.74kb.

26 09 2014
4 стр.


Тематическое планирование по чувашской литературе Количество часов: Всего 35 часов; в неделю 1 час. Плановых контрольных уроков 2, зачетов 2, тестов 4 ч. Административных контрольных уроков 2 ч

Рабочая программа предназначена для 8 класса и составлена в соответствии с нормативными документами

199.7kb.

17 12 2014
1 стр.


Рабочая программа по литературе (7 класс) на 2011 2012 учебный год количество часов в неделю: 2 часа

Программа детализирует и раскрывает содержание стандарта, определяет общую стратегию обучения, воспитания и развития учащихся средствами учебного предмета в соответствии с целями и

436.1kb.

30 09 2014
2 стр.


Программа секции шейпинга количество часов: 2 часа в неделю Константинова Ольга Викторовна

Урочные формы занятий являются главенствующими, но 2-3 урока физической культуры в неделю, предусмотренные программой компенсируют в среднем 11%, а максимально

161kb.

16 12 2014
1 стр.


Учебно-тематическое планирование по родной литературе Классы: 8

Планирование составлено на основе стандарта общего образования и программы по чувашской литературе под редакцией З. С антоновой, Н. Г. Ивановой, В. П. Никитина, Чебоксары,2003 г

228.59kb.

14 12 2014
1 стр.


Лекции 18 часов Практические занятия 54 часа Всего аудиторных 72 часа

Охватывают все содержание изученного материала

461.46kb.

25 09 2014
4 стр.


Программа дисциплины «Демографический анализ»

Продолжительность курса составляет 84 аудиторных учебных часа (14 недель), в том числе: 46 часов лекционных занятий, 32 часов семинарских занятий, 2 часа на контрольную работу и 4

352.36kb.

01 10 2014
1 стр.