Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Тĕллевсем:

1)Г.Комиссаровăн пурнăçĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе кĕскен паллашни;

2) пьесăна тĕплĕн тишкерни, текстăн тишкерÿ йĕркине аталантарасси;

3) юрату туйăмне таса тытма хăнăхтарасси.



Оборудовани:

Г.Комиссаровăн сăн- ÿкерчĕкĕ, хронологи таблици, урок эпиграфĕ «Мĕн-ши вăл юрату?», ăнланман сăмахсене доска çине çырни( уретник, арестансем, варлă, шухă, тĕс мар çав, таркăн, алă сули, селĕм), тишкерÿ таблици.



I. Хронологи таблици тăрăх ĕçлесси.

Учитель сăмахĕ.

1) Ачасем, паян сирĕнпе Г.Комиссаровăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăпăр. (Веренекен хронологи таблици тăрăх ĕçлет).



Вĕренекен таблица тăрăх каласа панă хыççăн учитель ачасемпе пĕрле вывод тăвать.

Вывод: Г.Комиссаров Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче И.Яковлев патĕнче вĕренет. 1903 çул чăваш драматургийĕ тата театрĕ çуралнă вăхăт тесе шутламалла. Кунта чăваш драматургине никĕслекен Г.И. Комиссаровăн пайти питех те пысăк.

II. Хайлав тăрăх ĕçлесси, тишкересси.

2) Ачасем, урокăн эпиграфне вулăр-ха. Паянхи урок мĕн çинчен пырать?



Юрату çинчен нумай çыравçă çырнă. Аса илĕр-ха. Юрату çинчен эсир мĕнле произведенисем вуланă?

- Шекспир юратăва епле кăтартать? ( юратăвĕ вут пек, чунсене хыпса илет, çунтарать, анчах та вăл мĕскĕн).

- Карамзинăн юратавĕ мĕнле? (Таса, анчах та чÿклĕ).

- Чăваш халăхĕн произведенисенче юратăва кам ÿкерсе кăтартнă? К.Иванов т.ыт. «Нарспи» поэмăра юратăва епле кăтартнă?

Паянхи урокра эпир сирĕнпе юрату çинчен калаçăпăр. Юрату мĕнле пулмалла-ши? Ģав туйăма мĕнле сыхламалла-ши? Ģаксем пирĕн тĕп ыйтусем пулĕç. Урока хайлав тишкерĕвĕнчен пуçлăпăр.

Ыйту: Ачасем , мĕн вăл композици?

(Хайлав тытăмĕ питĕ кăткăс пулăм. Ăна чĕрĕ организмпа танлаштарма пулать. Вăл хайлавăн пур сыпăкĕсемпе пайĕсене çыхса пĕрлештерсе тăрать) Учитель: Кашни хайлав сыпăксемпе, пайсенчен тăрать. Халь эпир пьесăн тытăмне пăхса тухăпăр.

Вĕренекенсем: (пьеса тăрăх хуравлаççĕ).

Учитель: Мĕн вăл сюжет?

(Тĕп текстри ĕç- пулăма йĕркелесе пыракан, хайлавари сăнар- характера пур енле уçма пулăшакан литература ăнлавне эпир сюжет тетпĕр).

-Пьесăри сюжетăн тĕп пайĕсене палăртни. (Ẽç тĕвĕленĕвĕ, аталанăвĕ, хĕрсе çитнĕ вăхăт, ĕç вĕçленĕвĕ- пьеса тăрăх вĕренекенсем каласа параççĕ).

Учитель:Халь эпир пьесăри тĕп сăнарсем патне куçăпăр. Мĕн пур ĕç- пуç кам йĕри- тавра пулса иртет?

1.Евкен сăнарне тишкерни.

- Кам вăл Евкен?

- Миçере?

- Мĕнле хĕр вăл?

- Кама килĕштерет? (вĕренекенсем текст тăрăх тупса ĕнентереççĕ).

- Хĕр юратнине автор мĕнле мелсемпе палăртать?

Евкен кама юратнине сÿтсе явсан Павăл сăнарне куçни.

2. Павăл сăнарне тишкерни.

- Павăл çинчен мĕн калама пултаратăр?

«Ẽçленĕ вăхăтра хырăм выççи те сисĕнмест». Ģак сăмахсем Павăла хăш енчен кăтартаççĕ?

- Мĕнле тупа тăвать?

- Ģамрăксем епле калаçаççĕ? (чăвашла, таса)

3. Купис сăнарне тишкерни.

- Ăçтан вăл?

-Мĕнле çын вăл?

- Автор мĕнле сăнлать пулас кĕрĕве? (ватă, мухтанчăк, пуян, тиркет)

-Пьесăри Купис сăмахĕсене тимлесе вулăр. Мĕншĕн вăл Евкене сула париччен вырăсла акцентпа, кайран чăвашла тап таса калаçма пуçлать?

- Вăл «арçынна хĕрарам кирлех çав» тесе каланине Евкен мĕнле ăнланать-ши?

Вĕренекенсен кашни хуравне тишкеру таблицине çырмалла.

Учитель: Пьеса мĕнле пĕтет?

- Мĕн вăл уçă финал?

- Мĕнле пĕтмелле пулнăăччĕ- ши? 2-мĕш пайри ремаркăран мĕн пĕлетпĕр?

- Пьеса мĕнле пуçланать?

- Пьеса вĕçĕнчи Куписăн сăмахĕсене вулатпăр?

-Павăл мĕнле ĕç тума пултарать?

-Автор пьесăра мĕнле проблема çĕклет? (чунпа мул тĕнчи).

- Автор мĕнле тема уçса парать?

- Пьесăн тĕп шухăшĕ?

- Павăл мĕнле ĕç тăвать? Мĕншĕн?



III. Словарь ĕçĕ.

IV. Ачасем пĕр- пĕрне ыйтусем пани.

V. Урок тăрăх вывод туни.

VI. Оценкăсем лартни.

VII. Килти ĕç пани.

Пьесăна тишкернĕ вăхăтра вĕренекенсем таблицăпа та ĕçлеççĕ, ăна çырса тултараççĕ.



Г.Комиссаров «Авлану»





Евкен


Павăл

Купис

Тĕп сăнарсем













Илемлěх мелсем








Ремарка








Тема








Проблема


Шухăш


Урок эпиграфĕ «Мĕн-ши вăл юрату?»

Г. Комиссаровăн сăн- ÿкерчĕкĕ, хронологи таблици, урок эпиграфĕ «Мĕн-ши вăл юрату?», ăнланман сăмахсене доска çине çырни( уретник, арестансем, варлă, шухă, тĕс мар çав, таркăн, алă

36.48kb.

12 10 2014
1 стр.


Урок тěлевěсем : 1 Вěреннине аса илсе çирěплетесси

Мěн-ха вǎл ят? Н. И. Ашмарин хǎйěн словарěнче çапла ǎнлантарать : Ят (йат). Когда у чуваш родится ребенок, то, ещё раньше, чем крестить его, ему заодно с бабушками повитухами, наре

42.88kb.

18 12 2014
1 стр.


7 класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă

488.79kb.

15 12 2014
4 стр.


Урок теми: [и] cаcă; И,и саспаллисем. Урок тĕллевĕсем: 1 [и] сасса калас, И,и саспаллиллĕ сăмахсене тĕрĕс вулас

Ачасем, почтальон пире паян çыру парса хăварчĕ. Вулар-и çырăва? Кам янă-ши ăна? Мĕн çырнă-ши ?

40.95kb.

23 09 2014
1 стр.


Правила чтения Основной курс Урок 1 Урок 2 Урок 3 Урок 4 Урок 5 Урок 6 Урок 7 Урок 8 Урок 9 Урок 10 Урок 11

В своем современном виде корейский фонетический алфавит Хангыль состоит из сорока букв. Начнем с согласных

2279.47kb.

09 10 2014
7 стр.


Урок темисем Урок шучĕ Урок тĕсĕ Урок тĕллевĕсем Тĕп ăнлавсем

Халăх сăмахлăхĕ. Истори юррисем: «Мамук ханăн пуçне вăрăнтар!», «Хура халăх куççулĕсем»

334.11kb.

14 10 2014
1 стр.


Урок по пьесе Э. Грига «Утро». Тип урока: урок развития речи (комбинированный урок) Методы и приемы

Этот урок стал уроком хороших, положительных эмоций, уроком красоты и добра

102.71kb.

02 10 2014
1 стр.


Литература урок. 7 класс Урок теми Ю?Скворцовён «Ултёк» калав нчи сёнарсем? Урок т с. Хутёш урок? Произведени илемне ёнланма: сёнарсене танлаштаруллё хак пама в рентекен урок?

Урок т с.% Хутёш урок? Произведени илемне ёнланма: сёнарсене танлаштаруллё хак пама в рентекен урок?

44.33kb.

24 09 2014
1 стр.