Ч=ваш Республикин В\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви
Ч=ваш Республикин в\ренъ институч\
Ч=ваш ч\лхипе литератури кафедри
Чăваш чĕлхипе
8-мĕш класра чък\н 23-м\ш\нче ирттерн\
уё= урок конспекч\
/ёе пурн=ёлакан\: В=рнар район\нчи В=рманкасри п\т\м\шле п\лъ паракан т\п шкулти ч=ваш ч\лхипе литературине в\рентекен Лукина Ирина Ивановна (телефонсем: 8(83537)32-2-35 (кил.) 8-927-856-55-82 (сот.))
В=рманкас – 2010
Урок теми: Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем.
Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Вĕрентÿ тĕллевĕ: текстпа ĕçлесси; предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсене, пулăвне, кĕçĕн членсен паллăрах пĕлтерĕшĕсене, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илмелли мелсене; тĕп членсем хушшине тире лартмалли правилăсене аса илсе çирĕплетесси.
Воспитании тĕллевĕ: этем ăс-хакăлĕ кивçен туянайми пуянлăх пулнине ĕнентересси.
Урок юхăмĕ
I.Вĕренине çирĕплетесси.
-
Сăмах диктанчĕ.
Вулаччăр, ĕçлеччĕр, такăнччăр, хывăнччăр, сисчĕр, ăмсанччăр, савччăр, сÿччĕр, ыйтчăр, вистеччĕр, тÿсчĕр, ишĕлччĕр, пуйччăр, паллашчăр.
«5» - пĕр йанаш та çук
«4» - 1-2 йăнăш
«3» - 3-5 йăнăш
2.Сăмах майлашăвĕпе схемине мăшăрлăр
1 2 3 4 5
Виçĕ чÿречеллĕ йывăç мунча тăрри
1 2 3 4 5
Пĕр хаяр йытăллă кил карти
1 2 3 4 5
Пысăк пÿрнеллĕ сарлака ал тупанĕ
Тĕрĕсси:
Виçĕ чÿречеллĕ йывăç мунча тăрри
Пĕр хаяр йытăллă кил карти
Пысăк пÿрнеллĕ сарлака ал тупанĕ
3.Текста вулăр, палăртнă предложенисене членсем тăрăх тишкерĕр. Текстри сказуемăйсем мĕнле пуплев пайĕнчен пулнине калăр.
Академик – ачасен тусĕ
Ыхраçырми ятлă ялта пĕр ача пурăннă. Хĕлле шкула чупнă, çулла шыва кĕнĕ, аслисене ĕçре пулăшнă. Çав ачан географа вĕренсе инçе çĕре çÿрес, çут çанталăка тĕпчес ĕмĕт пулнă. Çавăнпа та Патăрьел шкулне пĕтерсен вăл Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. Вăхăт иртнĕ май Патăрьел таврашĕнчи çынсем, тен, манса та кайнă пулĕччĕç ку ача çинчен, анчах пĕр учитель аллине «Ача-пăча кăмăлĕ», «Этем пуласси ачаран паллă» ятлă кĕнекесем лекнĕ. Çыраканĕ Шакуров иккен.
Мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка тĕпчес ĕмĕтпе пурăннă Рафаила ача-пăча тĕнчи мĕншĕн илĕртнĕ-ха. Хусан университетне пĕтерсен ăна Çĕпĕре ĕçлеме яраççĕ. Унта, Новосибирск çывăхĕнчи Чулым станцийĕнче, шкул ертсе пыма шанаççĕ. Часах пурнăç сукмакĕсем ăна инçетри Киева, аспирантурăна илсе çитереççĕ. Вĕренсе пĕтерсен кунтах наука лабароторийĕ шанса параççĕ.
Мĕн тесен те, тăван ен хăй еннеллех туртать. Вун тăватă çул ĕнтĕ Шакуров Хусанта Наука академийĕн тĕпчев институтĕнче ĕçлет. Çак хушăра вăл ик çĕр ытла ăçлăлăх ĕçĕ пичетленĕ.
Халĕ ĕнтĕ Рафаил Хайруллович Шакуров академика тăван Патăрьел районĕнче кăна мар, пĕтĕм çĕр-шывĕпех пĕлеççĕ. («Çил çунат».)
Ачасен тĕрĕс ĕçĕ
Çавăнпа та Патăрьел шкулне пĕтерсен вăл Хусан
университетне вĕренме кĕнĕ.
Çыраканĕ Шакуров иккен
Унта, Новосибирск çывăхĕнчи Чулым станцийĕнче, шкул ертсе пыма шанаççĕ.
Вун тăватă çул ĕнтĕ Шакуров Хусанта Наука академийĕн тĕпчев институтĕнче ĕçлет.
Çак хушăра вăл ик çĕр ытла ăçлăлăх ĕçĕ пичетленĕ.
Хушма ĕçсем
Подлежащипе сказуемăй хушшине хăçан тире лартаççĕ?
Иккĕмĕш предложение тишкерĕр, чарăну паллисене ăнлантарăр.
Хĕлле шкула чупнă, çулла шыва кĕнĕ, аслисене ĕçре пулăшнă.( Хутсăр, подлежащи çук, пĕр йышши сказуемăйсене союзсăр çыхăннă пирки запятой лартса уйăрнă.)
II.Учебникри 7,9- мĕш хăнăхтарусене тăвасси.
III. Панă сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшне ăнлантарăр, кашнинпе предложении çырăр. Предложенире вĕсем мĕнле член пулнине палăртăр.
Турти кĕске, хăлхи юплĕ, алли çумне çыпçăнать, чул чĕреллĕ.
IV. Килте тумалли ĕç.
Ăтăр е çÿлевĕç çинчен калав хатĕрлĕр.
Хушма ĕçсем
Предложенисенче шухăш тĕшшине тупăр.
Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.
Хăш-пĕр чухне çула юр кĕрчĕсем хĕве-хĕве каяççĕ
Шăрăхра ачасем кÿлĕрен тухма пĕлмеççĕ.
Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ.
Тĕрĕс хуравсем:
Çывăхри танк кĕпçинчен вут-çулăм тухрĕ.
Хăш-пĕр чухне çула юр кĕрчĕсем хĕве-хĕве каяççĕ
Шăрăхра ачасем кÿлĕрен тухма пĕлмеççĕ.
Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ
Йăнăшсене тупăр.
Кукка пăтаран çакăнса тăракан ал шăллие илсе шăлăнчĕ.
Ик алăна пĕр ĕç.
Кукка пасартан таврăннă май пирĕн патне кĕрсе тухма тăрăшать.
Тĕрĕсси
Кукка пăтаран çакăнса тăракан ал шăллине илсе шăлăнчĕ.
Ик алла пĕр ĕç.
Кукка пасартан таврăннă май пирĕн пата кĕрсе тухма тăрăшать.
Схемăна хăш предложение пăхса ÿкернĕ?
1 2 3 4 5 6
Нихçанхинчен мĕскĕн пек туйрĕ Полина халь хăйне.
Тарье аппа яланах кăмăлсăр калаçать Полинăпа.
Намăс пулать хĕр ачана ыттисенчен юлсан.
Тату пурăнса кăна вăрăмлататпăр эпир пĕр-пĕрин пурнăçне..
Тĕрĕс хурав:
Тарье аппа яланах кăмăлсăр калаçать Полинăпа

Ăтăр-норка -