Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1 ... страница 5страница 6страница 7страница 8страница 9


Пире кам ачашшăн Е ăшă çи-пуç-и

Лăпкать пĕчĕкрен, Тимлет сан валли?

Чипер çын тăвасшăн Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –

Çунать чĕререн? Сиплет кам алли?

Кам тĕлĕкĕнче те Кам ыррăн, хавассăн

Курать-çке пирех, Пурне те пире,

Килте пуринчен те Çапла лăш курмасăр,

Тăрать иртерех? Пăхса ÿстерет?

Кам ир вучах чĕртнĕ – Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Апат пĕçерет, Туссем вăл камне:

Ĕне суса кĕнĕ – Вăл – пирĕн телей-çке,

Ăш сĕт ĕçтерет? Вăл пирĕн анне!

Аркадий Ĕçхĕл



Тавах, аннем çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн

Лăпканăшăн, юратнăш

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн…

Валентин Урташ



Анне пурри – пуриншĕн те телей. Сăваплă сас хăватлăхне туятăп.

Ачаш сасси чун-чĕремре упранĕ: Анне сасси–таса çăлкуç сасси,

«Шăнса ан пăсăл, пулсамччĕ йăрă»,– Уй-хир, вăрман, инçе çулсен сасси.

Тесе вĕрентнине епле-ха манăн? Аннен илемлĕ, ырă сăнарне

Анне сасси –çуралнă кил сасси, Йăваш сасси ялан аса илтерĕ,

Ача-пăча, тăван ял-йыш сасси. Тăван çĕре те, çут тĕнчене те

Анне сăн- пичĕ маншăн –сар хĕвел, Теллей те ырлăх хаваспах пиллерĕ.

Куллен-кунах вăл çиçессе шанатăп. Анне сасси–сенкер тỹпе сасси,

Çула тухсассăн, йывăр килсессĕн, Ешерекен Тăван çĕр-шав сасси.

Галина Сорокина

Хаклăран та хаклă эс, аннеçĕм,

Халĕ эп инçе-инçе санран.

Тунсăхлать, çунать вĕри чĕреçĕç,

Куçа-куçăн тĕл пуласчĕ манн.

Юнашар ялан манпа тăратăн,

Куç умнее тухать йăваш куллу.

Ырлăх сывлăх т ателей сунатăн,

Асăмрах тăрать сан çут сăну.

Çырупа çеç çыхăну тытатăп –

Çепĕç сăмахсем чĕре туллии.

Пурнăçра хăват парса тăратăн –

Нимĕн те шел мар хĕрÿ валли.

Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп:

Аннĕре ан манăр нихăçан.

Юратма та упрама ыйтатăп:

Пурнăç лайăх аннесем пулсан!

Зинаида Михайлова


Хĕвел пек хĕрÿ çыннăм – анне,

Çук санран çывăх çын тĕнчере.

Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,

Юратса ÿстеретĕн пире.

Çăлтăр пек çутă çыннăç – анне,

Çук санран лайăххи тĕнчере.

Сывлăм пек таса чун хавалне

Пурнăçра парнелетĕн пире.

Ылтăн пек ырă çыннăм –анне,

Çук санран кăмăлли тĕнчере.

Çĕклемешкĕн çĕр-шыв хăватне

Урăх кам-ши пире вăй кÿрет.

Василий Давыдов-Анатри.



3№ хушса пани. Атте çинчен çырнă сăвăсем.

Манăн атте пит маттур.

Ун пекки тек камăн пур?

Тем тума та пултарать,

Такама та пулăшать.

Çурт-хуралтă вăл тăвать,

Сĕтел-пукан ăсталать.

Питĕ тулă пĕçерет,

Аннерен те ирттерет.

Хаçат-журнал юратать,

Çут çанталăка сăнать.

Выльăх-чĕрлĕх те усрать,

Юратса ăна пăхать.

Хисеплетĕп аттене,

Юрататăп аннене,

Асаннепе савăнатăп,

Туслă çемьере пурнатăп.

Оксана Садовникова


Атте-анне, телей сунатăп,

Çуратса ÿстернĕшĕн тавах.

Яланах асра тăван кил-йыш.

Атте-анне, телей сунатăп.

Раиса Сарпи



Атте-анне юратнă пек

Пире никам та юратман.

Атте-анне юратнипе

Эпир ниçта та хур пулман.

Эпир ăçта-ăçта пулман,

Атте-анне ятне яман.

Çитес çĕрсем татах та пур

Тӳсес кунсем татах та пур.

Атте-ачне юратнипе

Йывăррине çăмăл тăвар,

Атте-аннемĕр пек пулар.

Валентин Урташ




Ман аттен паян çуралнă кунĕ

Турă патăр татах кун-çулне

Сахал мар хура-шурне вăл курнă

Пурнăç ир шуратнă ун пуçне

Сахал мар хура-шурне вăл курнă

Пурнăç ир шуратнă ун пуçне

Ах аттеçĕм татах пурăн

Эс пире савăнтарса

Эс ÿстернĕ шурă хурăн

Нумай лартăр кашласа

Сан садра ав çитĕнеççĕ

Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем

Пирĕнпе чупса çÿреççĕ

Чун юратнă мăнуксем

Сан çине анне пăхать ытарлăн

Ас илет, тен, иртнĕ кунсене

Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл

Çуратса пĕрле ÿстернине

Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл

Çуратса пĕрле ÿстернине

Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр.

Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр.

Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр.

Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Ваттисем каланă халала эс

Пурнăçланă, атте, чăннипех

Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ

Яту юлĕ сан мăнуксенче




4№ хушса пани. Тăван кил, çемье çинчен çырнă сăвăсем

Ума тухать çуралнă килĕм,

Пуç уснă хурăн ун енне.

Тунсăхласа, тем, хурлăх килнĕн,

Кунта кĕтет мана анне.

Ял варринче çап-çутă кÿлĕ,

Хумсем çинче вылять шевле.

Ун хĕрринче эпир каçкÿлĕм

Çÿренĕ савнипе пĕрле.

Юрий Петров



Сар хĕвел хавас куллиллĕ

Тăван ен — кĕтрет çути.

Атте килĕ, анне пилĕ

Ĕмĕр-ĕмĕр пыл тути.

Акă ман тăван кĕтесĕм:

Пăла шывĕ, пирĕн ял…

Чун-чĕремшĕн ылтăн эсĕ,

Умăнта пуçа таям.

Чи çемçе сăмах шырарăм,

Сăввăмра савса ырларăм,

Тăвансемшĕн хаклă кил

Йыхăрса чĕнет пек: — Кил!

Ачисемшĕн тунсăхланă

Ытарми атте-анне.

Пичĕ-куçĕ кушăрханă

Тинкерсе çулсем енне.

Тăван ялăм, тăван килĕм,

Эсĕ маншăн — чун ăшши.

Вăранап та илĕм-тилĕм

Çывăхрах пек ял хушши.

Вячеслав Круглов



Çак тĕнче çутăпа тулса ларчĕ

Тĕл пулсассăн сана, тур çырни

Пĕр сана юратса çунат сарчĕ

Яш чĕрем, эсĕ – пурнăç парни.

Куçунта юрату çеç куратăп,

Шанса патăм сана чĕрене.

Кун-çула пĕр санпа халь пайлатăп,


<предыдущая страница | следующая страница>


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

«Н. В. Овчинниковăн «Салам, Çĕр!» картини тăрăх калав сочинени çырса хатĕрлемелли материал»

309.38kb.

14 12 2014
1 стр.


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Проект результачĕ: Уçă урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: «Тăван кил ăшши атте-анне ăшши». ( 8 класс)

410.87kb.

14 12 2014
9 стр.


Ч=ваш Республикин в\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви

Ч=ваш Республикин Муркаш район администраций\н в\рентъ, ёамр=ксен политики тата физкультур=па спорт пай\

532.78kb.

10 09 2014
4 стр.


Национальностей, информационной политики и архивного дела чувашской республики

ЧĂваш республикин культура, национальноçсен ěÇĚсен информаци политикин тата архив ěÇĚН

22.71kb.

08 10 2014
1 стр.


Ч=ваш Республикин В\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви

Кун хыёё=н с\нн\ 10 ыйт=ва хуравлама пуё=н=р. Кашни ыйту хыёё=н 4-шар вариант хурав пан=. В\сенчен п\ри ёеё т\р\с. Ёак заданисемпе \ёлен\ май сир\н х=в=р хурав=рпа тър килекен цифр

54.64kb.

01 10 2014
1 стр.


Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ

Мĕш класра вĕренекенсен чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен предмечĕпе суйласа илмелли курс программи

101.18kb.

25 09 2014
1 стр.


7 класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă

488.79kb.

15 12 2014
4 стр.


Ч+ваш республикин патшал+х наградисем ёинчен

Саккунпа Ч=ваш Республикин Конституций\пе кил\ш лл\н Ч=ваш Республикин патшал=х наградисене туса хураёё\: в\сен право статусне тата награда памалли й\ркене пал=ртаёё\

260.41kb.

09 10 2014
1 стр.