Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1 ... страница 6страница 7страница 8страница 9

Чун савни, эсĕ – ман çуркунне.

Хушса юрламалли:

Чи хакли çĕр çинче кил ăшши.

Чăн телей çуралать çемьере.

Çемьерен лайăххи мĕн пур-ши?

Юрату парнелет вăл пире.

Тăван кил ырлăхне упраса

Ӳстерер ывăлпа сар хĕре,

Савнă кил вучахне çутатса

Савăнса юр юрлатăр чĕре!!!

Тăван кил ырлăхне упраса

Пулăшар аттепе-аннене.

Савнă кил вучахне çутатса

Пурăнар ăнланса пĕр-пĕрне.

Аттене эп чунтан юрататăп,

Эп савап йăмăка, аннене.

Атте пек эп пулма тăрăшатăп,

Чи хитри, чи чапли - ман анне!

Хушса юрламалли:

Чи хакли çĕр çинче кил ăшши.

Чăн телей çуралать çемьере.

Çемьерен лайăххи мĕн пур-ши?

Юрату парнелет вăл пире.

Тăван кил ырлăхне упраса

Ӳстерер ывăлпа сар хĕре,

Савнă кил вучахне çутатса

Савăнса юр юрлатăр чĕре!!!

Тăван кил ырлăхне упраса

Пулăшар аттепе-аннене.

Савнă кил вучахне çутатса

Пурăнар ăнланса пĕр-пĕрне.

Альбина Юрату


5№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕпе çирĕплетмелли текст.

Çанталăк сивě тăнă. Куç уçма çук çил-тăман вěçтернě. Çав вăхăтра çамрăк çын урампа иртсе пынă май пěрене çинче старик ларнине курах кайнă. Старик темěн çинчен шухăшланă пулнă.

Çамрăк çын старик патне пырса:

- Мучи, мěн туса ларатăн урамра çак çил-тăман вăхăтěнче? – тесе ыйтнă.

- Эй, ачам, эсě пурнăçа чухласа илейместěн-ха. Тулти çил-тăвăл мěн вăл?

Пÿртре ав ывăлпа кинěм харкашаççě, ниçтан чарма çук: ку чăнласах та хăрушă çил-тăвăл. Яланах асту, ачам: тулти çил-тăвăл килтинчен лăпкăрах. Кил-йышра харкашу тухсан çуртран тухса тарас килет. (Геннадий Волков).




6№ хушса пани. Ачасен ĕçĕсенче анне çинчен çуралнă шухăшĕсем…

  • «Аннене юратмалла, хисеплемелле, упрамалла».

  • «Анне – маншăн пурте!»

  • «Эпĕ ăна йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшатăп».

  • «Анне – çĕр çинчи чи илемлĕ сăмах. Çынсемпе вăл яланах сăпайлă та кăмăллă калаçать. Аннен аллисем – ылтăн».

  • «Манăн анне ырă чунлă, ĕçчен, ывăнма та пĕлмест».

  • «Хăçан-ши эсĕ канатăн, ытарайми хитре анне, ывăнми ĕçчен анне? …Унăн аллисем минтер пек çемçе».

  • «Инкек лекесрен упрать. Аннесене упрамалла, савăнтармалла, вĕсенчен хакли никам та çук».

  • «Вăл ырă, ăслă. Анне пире ырра кăна вĕрентет».

  • «Анне - манăн чи шанчăклă та çывăх юлташ. Йывăрлăхра вăл мана пулăшать. Анне пире нихăçан та сутмасть».

  • «Анне хăçан çывăрнине те пĕлместĕп. Эпĕ аннене питĕ хытă юрататăп».

  • «Тав сана, анне, çуратса ÿстернĕшĕн, ăс-тăн панăшăн».

  • «Аннене никампа та, нимĕнпе те улăштармастăп».

  • «Вăл пĕтĕм ĕçе тĕплĕн те лайăх тăвать. Çитĕнсе çитсен вăл панă юратăва каялла тавăрма сăмах паратăп».

  • «Пуç таятăп, ырлăх-сывлăх сунатăп, пĕтĕм çĕр çинчи аннемĕрсене! Хисеп те тав пурне те».

7№ хушса пани. Анне çинчен ырă сăмахсем

Анне пире мĕн пĕчĕкренех тăван халăха хисеплеме, уншăн тăрăшма вĕрентнĕ… 94 çула çитсе вилчĕ пулсан та паян кун та çĕр çинче анне çуккине ĕненсе çитереймерĕм-ха. Хăй те – куç умĕнчех, сасси те – хăлхара, сăмахĕсем те – чĕре варринчех…Кашни çынна тенĕ пекех пил сăмахĕ калатчĕ: «Ман пек телейлĕ пулăр!» Пĕр вĕçĕмсĕр çак сăмаха калатчĕ. Телейĕ мĕнре пулнă-ши аннен, мăнтарăнăн? Кану мĕнне пĕлмесĕр ĕмĕрне ирттерчĕ. Канас вĕçне кăна улăштаратчĕ. Йывăр ĕçе вĕçлесен арлатчĕ, çыхатчĕ, тĕрлетчĕ, куматчĕ, тĕртетчĕ, çĕлетчĕ.. Çапла канатчĕ те - каллех йывăр ĕç тума пуçлатчĕ… Аннерен ĕмĕрне пĕр усал сăмах та илтмен. Нихăçан никампа ятлаçман. ..Упăшкипе ачисемпе килĕштерсе юратса пурăннă – телей. Тăванĕсем нумай пулнă – тепĕр телей. Вĕсемпе питĕ лайăх пурăннă – тата тепĕр пысăк телей. Ял-йыш çинче сумлă пулнă…

Г.Н.Волков, чăвашăн мухтавлă ывăлĕ, этнопедагогика никĕслевçи, академик.


Анне… Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнет çак сăмах. Амăшне юратман, хисеплемен, яланах асра тытман этем сахал пулĕ. Йĕркеллĕ çын тăван амăшне кирек хăçан та пуç тайса ырă сăмах калать. Манăн анне, Варвара Борисовна, 83 çул пурăнчĕ. Вăл хăй ĕмĕрĕнче йывăрлăх нумай курчĕ, çапах та мĕн куçне хупичченех çын тивĕçне çÿлте тытрĕ. Вăл яланах таса чунлă хĕрарăм пулнă. Ман пурнăçăмра, чунăмра мĕн лайăххи, ырри пур, уншăн эпĕ аннене тав тума тивĕçлĕ. Анне мана поэзии çулĕ çине тăма пулăшрĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе тăван халăхăмăр сăвви-юррисене каласа паратчĕ.

Калас килет сана: пур пек вăя та,

Чуна та халăха эп пехилем.

Тайма пуçа çĕре çитиех таятăп,

Чĕлхемĕн амăшĕ , чăваш аннем!

Петĕр Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ,

Çеçпĕл Мишши преми лауриачĕ.

«Эх, анне, мĕнле чăтатăн-ши эсĕ? Пĕр телей те çук вĕт санăн. Пурнăç йывăр пулсан та ан хуйхăр, хамăр ÿссе çитĕнсен саншăн та савăнăçлă кунсем пуçланĕç. Аннеренех тĕрлĕрен ĕç тума хăнăхса, вĕренсе пытăм: кĕпе çума, тĕрлеме, ака тума, кĕтÿ кĕтме. Анне нумай сăвă-юрă пĕлетчĕ. Аннепе пĕрле юрлаттăмăрччĕ».

Çеçпĕл Мишши, чăваш поэзийĕн классикĕ.



Манăн юратнă анне – Елена Александровна Мартынова – тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын. Яланах пурне те пулăшма васкать, ăшă сăмахпа йăпатма тăрăшать. Вăрçă-терт нушине тÿснĕ. Ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ анне тÿсĕмлĕхĕпе пултарулăхĕнчен паян кун та тĕлĕнетĕп…Вак-тĕвек ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхтаратчĕ. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантаратчĕ. Пĕчĕкренех çут çанталăк, тăван çĕре юратма вĕрентрĕ вăл…Паян та ачисемшĕн çунать чĕри, пире ырă сĕнÿ-канаш парать, мăнукĕсене ÿстерме пулăшать. Сакăр мăнукне, мăнукĕсен икĕ ачине курсан еплерех савăнать, сăнĕ те çуталать. Сывлăхĕ çеç ан хавшатăрччĕ унăн.

Галина Чернова


Анне пулчĕ пирĕншĕн шăпах атте вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн хăш чух пичче вырăнне, анне пулчĕ пирĕншĕн аслă аппа вырăнне. Суха тытма, каскалама, юлташсемпе туслă пулма, хамăр чыса мĕн пĕчĕкрен упрама пире анне вĕрентрĕ, вăй пачĕ, чунне пачĕ, ятне пачĕ вăл пире. Анне ăшши – хевтере, упрар ăна чĕрере. Амăшĕ пур çын – тăлăх мар.

Анатолий Кипеч, чăваш поэчĕ.



Анне – сăваплă сăмах, пурăнаканшăн чи çывăх, чи хаклă çын.

Анне пулнă çын, сана тав кÿреп:

Маншăн сан яту хаклă та таса.

Ырă Аннемĕн çутă сăнне эп

Чĕрем варринче тытап чысласа.

Эй, савнă Анне, манн Аннем эсĕ,

Юратап сана пĕтĕм чунăмпа.

Чĕлхем уçăлнă «А-анне», - тесе,

Санран тутлине курман куçăмпа.

С.В.Васильев, инвалид-сăвăç.


…Палах, анне кашниншĕн чи юратнă çын, вăл пуриншĕн те чи хакли, сăвапли, илемли, ĕçченни, ăсли, пултарулли, пĕтĕмпех ăнланаканни. Вăлах – кил-çурт ăшши, пирĕн телей. Анне, Нина Евгеньевна, икĕ çултах тăлăх тăрса юлнăскер, дояркăра вăй хунă, нихăçан та йывăрлăха парăнман. ..Вăл юрлама юратнă тата мĕнле юрланă…!

Сергей Кувшинов, чăваш эстрада артисчĕ.


Çăпаталлă ачалăхăм куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп, пир сумкăллă ачалăхăм куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп, иртнĕ вăрçă çулĕсем куç умне тухсан – эпĕ ялан сире аса илетĕп. Хыçа юлнă çулсем витĕр сирĕн хастарлăха куратăп, сирĕн сăпайлăхăра куратăп. Анне аллисем… Ĕçпе кушăрханă анне аллисем! Тĕнчери чи ачаш алăсем, тĕнчери чи ĕçчен алăсем!

Валем Ахун, чăваш писателĕ.


Пуçламăшĕн пуçламăшĕ – хĕрарăм. Вăл Пушкина, Вăл Çеçпĕле çуратнă. Çунат вăл панă Шуршăл ачине…

А.Воробьев, сăвăç.


Чăваш юрри хулен янрарĕ,

Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне.

Ытарайми анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…

А.Гордеев сăвăç.









8№ хушса пани. Ваттисен сăмахĕсем

Амăш çумĕнче ачи шăнмасть.

Амăш чĕри хăй ачинчен ютшăнмасть.

Амăшĕ ачине çуратнă чухне çунат парать.

Амăшĕ ачине яланах юратать.

Амăшĕ вĕрентет йăрă пулма, ашшĕ вĕрентет ăслă пулма.

Амăшĕ епле хĕрĕ çапла.

Амăшĕ йỹçĕ çисен те, ачисем пылак çинĕ.

Амăшĕ пулсан ачи пулать.

Амăшĕшĕн ачи яланах ача.

Амăшсĕр ача икĕ хут тăлăх.

Анне алли çапсан та çемçен çапать.

Анне апачĕ пылтан тутлă.

Анне ăшши пурне те çитет.

Анне ăшши хĕвел пек.

Анне вăл хăй çиес çăкăрне те, ĕçес шывне те ачине парать.

Анне вăл хĕвел те, уйăх та,çỹл тỹпери çăлтăр та.

Анне кăмăлĕ хĕвелрен ăшăрах.

Анне – кил ăшши.

Анне пилĕ пуç вĕçĕнчех тăрать.

Аннерен вĕреннĕ чĕлхене манма çук.

Аннерен çывăх тăван çук.

Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.

Аçу-аннÿне суйламаççĕ.

Аçун мăрйине ан тÿнтер.

Аçун чысна çухатсан, хăвăн чысу та çухалĕ.

Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.

Атте-анне ятне ярас мар.

Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере.

Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла.

Ашшĕ-амăшĕн пиллĕхĕ вутра та çунмасть, шывра та путмасть.

Кил илемĕ – килĕнтеш.

Кил пуçне мĕнле – кил-йыш та çапла.

Кил-çурта вĕлтрен ан пустăр.

Килте килĕшÿ пултăр.

Тан йăва – чун ăшши.

Тăван кĕтес хăй патнех туртать.

Тăван кил тĕтĕмĕ пылак.


9№ хушса пани. Тĕрлĕ вăхăтра янранă юрăсем

Анне сăнарĕ.

(Сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн)

Тĕксĕмленсен чĕре кăварĕ,

Путсан эп тунсăх туйăмне

Кулянакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…

Ман шухăш-ĕмĕтĕм васкарĕ

Тăван кил-йышăм ытамне.

Хĕпĕртекен анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…

Анчах та нумая пымарĕ,

Сирсе тĕтреллĕ каç сĕмне

Хурланакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…


Çула чĕнсен тăван хыпарĕ,

Вăл хускатсан чун хĕлхемне

Савăнакан анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…

Чăваш юрри хулен янрарĕ,

Çаплах вăл чĕнчĕ хăй çумне.

Ытарайми анне сăнарĕ

Вăраххăн тухрĕ куç умне…



Тавах сире атте-аннем

(Сăмахěсем В.Шемекеевăн, кěвви Ю.Жуковăн)

Иртеç кунсем, иртеç çулсем…

Сăн-пит çинче кун-çул утти.

Тавах ,аттем, тавах, аннем,–

Эсир тăван кĕтес çутти.

Сире савса асра тытсан

Киле килме тупатпăр çул.

Чунра хĕвел–Сире курсан,

Сиртен хакли никам та çук.

Сĕтел тавра пĕрле ларсан

Сăмах юхать, чун савăнать.

Ачи-пăчи хисеп тусан

Атте-аннен куççуль тухать.

Ĕçчен, сăпай пулма ялан

Пире вĕрентнĕ çак килте.

Манас çуках Сире нихçан,

Таван атте, таван анне.


Ан хурлан, анне

(Кĕввипе сăмахĕсем Ю Шепилевăн)

Шурă юр лапка-лапка ỹкет.

Мамăкпа çĕре витет, витет.

Йышăнса шур юрăн саламне,

Сансăр тунсăхлатăп-çке, анне.

Çитĕннĕ те вĕçнĕ йăваран,

Çырусем çыратăп хушăран.

Çул та час тытмастăп кил енне,

Ан ятла ачусене, анне.

Халĕ эс ларатăн пуль пуш пỹртре,

Çул çине пăхса чỹречерен.

Çуркунне, хĕлле е кĕркунне –

Пирĕншĕн эс чи хакли, анне.

Шурă юр çаплах ỹкет, ỹкет,

Вăл манна çула тухма чĕнет.

Чун туртать-çке хамăр кил умнее,

Ан хурлан, пыратпăрах, анне.



Тăван анне

(Кĕввипе сăвви Зоя Петрован)

Пире тăван анне пилленĕ

Хăйĕн вăйне, чун ăшшине.

Ачашласа пăхса ÿстернĕ

Курмашкăн пурнăç илемне.

Пайтах çĕр çывăрмасăр ларнă,

Шутланă пирĕншĕн ялан,

Йĕре-йĕре хулен юрланă,

Чуна хăш чух свлху пулсан.

Ĕçре –астар пулма вĕрентнĕ,

Патвар пулма кĕрешÿре.

Чи ырă туйăмсем вăратнă

Вăл пирĕн çамрăк чĕрере.

Тавах сана, тăван аннеçĕм,

Телейлĕ пурнăç куç туллии.

Асран тухмастăн ĕмĕр эсĕ,

Эс чи хакли, чи хисепли.


Аттепе анне пулсассăн

(Сăмахĕсем Виталий Патшинăн

Кĕвви В.Адюковăн)

Юлташсем нумай пулсассăн,

Пурăнмашкăн пит аван.

Аттепе анне пулсассăн,

Пуринчен те эп пуян.

Вĕрентсе ăс-тăн парсассăн,

Ятсăр çын та ятлăрах.

Аттепе анне пулсассăн,

Вăйсăр çын та вăйлăрах.

Хÿтлĕхе куллен курсассăн,

Ăнăçу çумра ялан.

Аттепе анне пулсассăн,

Маншăн пур юлташ тăван.

Юнашар савни пулсассăн,

Йывăр пурнăç çăмăлрах.

Аттепе анне пулсассăн,

Пирĕн çуртăм шăрах.




ь

10№ хушса пани. Кĕнекесен пуххи
c:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\book2007_2.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\book22.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\k84-09_=chuv_6_z-80-777791_thumb.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\54701.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\k66-74_e30-948944_thumb.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\clip_image006.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\382.jpgc:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\новая папка\clip_image002.jpg

c:\users\огонек\desktop\название книг\20111125_1.jpg c:\users\огонек\desktop\название книг\301.jpg
c:\users\огонек\desktop\название книг\tavan_sire_1000.jpg

c:\users\огонек\desktop\название книг\poslovici_i_pogovorki_1000.jpg c:\users\огонек\desktop\название книг\1013romanov_vattisen.jpg

11№ хушса пани. Символсен словарĕ

Отец – оицетворяет Солнце, дух, мужской принцип, привычные силы закона и порядка, противопоставленные женским, интуитивным и инстинктивным силам.

Мать – это утроба, невозделанная земля, носительница света, преобразующая сила, дающая жизнь, защитница и кормилица.

Огонь – символизирует трансформацию, очищение, дающую жизнь производящую силу Солнца, обновление жизни, оплодотворение, силу, мощь, энергию, невидимую энергию в процессе осуществления, защиту, оборону. На бытовом уровне огонь - это защитный, успокаивающий образ (огонь домашнего очага).

Кошка – хитроумие, способность перевоплощения, ясновидение, сообразительность, внимательность, чувственная красота. кошки считались несущими добро священными животными. Бастет, обычно изображавшаяся в виде львицы, считалась богиней-покровительницей луны и связывалась с удовольствиями, плодородием, защитными силами

Отражение – в воде, потоке, стекле символизирует временный феноменальный мир. Может символизировать также истину. Движущийся образ вечности.

Дом – символизирует центр мира, убежища Великой Матери, замкнутость и защиту. Культовый дом, хижина или вигвам в племенных религиях олицетворяет космический центр, наш мир, вселенную.

Печь – символизирует женскую преображающая силу, чрево и рождение, устройство, способствующее духовному очищению и обновлению. Горящая пламенем печь, в которую по приказу царя Навуходоносора бросили юных иудеев Сердаха, Мисаха и Авденаго - библейский символ духовных испытаний. К изумлению царя, они вышли из печи невредимыми, что доказывало превосходство их Бога перед золотым идолом, которому их принуждали поклоняться.

Пища – все символы еды ассоциируются с Богиней-Матерью, например, это - сосуд, кувшин, чаша, кубок, котел, чан, рог изобилия и т. п. Животные, дающие пищу, - это корова, свинья, коза и т. п. Кроме того, пища - это все воды, реки, фонтаны, родники, а также деревья и плоды. На духовном уровне это символы знания, питающие душу и дающие жизнь и бессмертие.

Белый цвет –асолютный цвет света и поэтому - символ чистоты, истины, невинности и жертвенности или божественности.

Зеркало–правдивость, самопознание, искренность, чистота, просвещение, предсказание.

Чаша –романтический символ сердечных устремлений к духовной и физической пище, психического здоровья и бессмертия.



12 № хушса пани. Район хаçачĕнче пичетленнĕ заметкăсем.
c:\documents and settings\svetik-e\рабочий стол\герб.jpg
g:\img_4493.jpg

88№ , 2012 çулхи мартăн 6-мĕшĕ



g:\img_4495.jpg

96№ , 2012 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕ

<предыдущая страница


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

«Н. В. Овчинниковăн «Салам, Çĕр!» картини тăрăх калав сочинени çырса хатĕрлемелли материал»

309.38kb.

14 12 2014
1 стр.


Чăваш Республикин Вĕренÿ тата Çамрăксен политикин министерстви

Проект результачĕ: Уçă урокăн тулли конспекчĕ. Урок теми: «Тăван кил ăшши атте-анне ăшши». ( 8 класс)

410.87kb.

14 12 2014
9 стр.


Ч=ваш Республикин в\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви

Ч=ваш Республикин Муркаш район администраций\н в\рентъ, ёамр=ксен политики тата физкультур=па спорт пай\

532.78kb.

10 09 2014
4 стр.


Национальностей, информационной политики и архивного дела чувашской республики

ЧĂваш республикин культура, национальноçсен ěÇĚсен информаци политикин тата архив ěÇĚН

22.71kb.

08 10 2014
1 стр.


Ч=ваш Республикин В\ренъ тата ёамр=ксен политикин министерстви

Кун хыёё=н с\нн\ 10 ыйт=ва хуравлама пуё=н=р. Кашни ыйту хыёё=н 4-шар вариант хурав пан=. В\сенчен п\ри ёеё т\р\с. Ёак заданисемпе \ёлен\ май сир\н х=в=р хурав=рпа тър килекен цифр

54.64kb.

01 10 2014
1 стр.


Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ

Мĕш класра вĕренекенсен чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен предмечĕпе суйласа илмелли курс программи

101.18kb.

25 09 2014
1 стр.


7 класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă

488.79kb.

15 12 2014
4 стр.


Ч+ваш республикин патшал+х наградисем ёинчен

Саккунпа Ч=ваш Республикин Конституций\пе кил\ш лл\н Ч=ваш Республикин патшал=х наградисене туса хураёё\: в\сен право статусне тата награда памалли й\ркене пал=ртаёё\

260.41kb.

09 10 2014
1 стр.