Flatik.ru

Перейти на главную страницу

Поиск по ключевым словам:

страница 1
Урок теми: Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. (Прозаикăн приключениллĕ хăйлавĕсем, паллăрах повеçĕсем: «Ылтăн вăчăра», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем» т.ыт.те. Çыравçă калавĕсем: «Куккук», «Хĕр юрри», «Чи хакли» роман).
Тĕллевĕсем: Вĕренекенсене халăх писателĕн пурнăçĕпе, литературăри ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштарасси;

ачасен тавракурăмне аталантарасси;

ĕрет-несĕплĕхе, çынлăха, тасалăха, чыслăха, çепĕç туйăм-сисĕмлĕ çын пулас тĕллеве хăпартас текен шухăша ăша хывса хăварасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: учебник, «Л.Я.Агаков» таблица, Л.Агаков кĕнекисем, Н.Дедушкин «Писатель – салтак» Ш.-1974.
Урок юхăмĕ.


  1. Киле панă ĕçе тĕрĕслени.

Г. Ефимов, М.Волкова, В.Урташ сăввисенчен пĕрне пăхмасăр вĕреннĕшĕн ачасене оценкăсем лартасси.


  1. Çĕнĕ тема. Л.Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. (Прозаикăн приключениллĕ хăйлавĕсем, паллăрах повеçĕсем: «Ылтăн вăчăра», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем» т.ыт.те. Çыравçă калавĕсем: «Куккук», «Хĕр юрри», «Чи хакли» роман).

    1. Л.Я.Агаков çинчен тĕпчевçĕсемпе критиксем каланисемпе паллашни:

Л. Агаковăн кирек хăш произведенине илсен те, вăл халăх пурнăçне тĕплĕн пĕлсе, унăн шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне çывăххăн туйса сăнани уççăн курăнать. Л.Агаков пултарулăхĕ çутă ĕмĕтлĕ, паттăр чун-чĕреллĕ. Çынсен сăнарĕсене анлăн кăтартса панипе, произведенисен сюжечĕсене çивĕччĕн аталантарса пынипе пирĕн литературăра паллă вырăн йышăнать.

Николай Дедушкин.


Нумай вулатчĕ, нумай çыратчĕ Леонид Агаков. Таланчĕ унăн чăннипех[ нумай енлĕччĕ. Очерк, фельетон, калав, повесть, роман, пьеса, статья… Пурне те çыратчĕ, пурне те пултаратчĕ. Вырăсларан чăвашла та пайтах куçаратчĕ. Тăван литература уй-хирĕнче 50 çул ĕçлесе, Леонид Агаков пурĕ 50 кĕнеке кăларчĕ.

Аркадий Ĕçхĕл.



    1. Л.Я.Агаков пурнăçĕпе литератуăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçу ирттересси, хронологи таблици тăвасси.

Çулсем

Пулса иртнĕ ĕçсем.

1910 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕ

Л.Я.Агаков Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă.

1924ç.

«Канаш» хаçатра пĕрремĕш заметки пичетленсе тухать.

1928ç.

Етĕрнери педтехникумран вĕренсе тухать.

«Канаш» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илеççĕ.



1930ç.

Л.Агаковăн «Волонтер» коммунăн пурнăçĕ» ятлă пĕрремĕш кĕнеки.

1931ç.

«Вĕтлĕхри отряд», «Юлашки юмах» кĕнекисем пичетленсе тухаççĕ.

1932-1935çç.

«Хăват» драма.

мускаври А.В.Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтĕнче вĕренет.

«Ултав» пьеса (1934ç).

Шупашкарти театр техникумĕнче ĕçлет.



1939-1940çç.

Финн вăрçине хутшăнать

«Разведчик Джунгали», «Пулеметчик юрлать», «Приказ» калавсем çырать.



1941ç.

Фронтра, рота командирĕ, дивизири «Советский патриот» хаçат редакцийĕн секретарĕ.

1944-1946çç.

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ.

1950-1952çç.

Чăваш писателĕсен союзĕн правлени председателĕ.

1962-1965çç.

«Тăван Атăл» альманах редакцилет.

1967ç.

«Салтак ачисем», «Партизан Мурат», «Ылтăн вăчăра», «Кăсăя» ятлă повеçсемшĕн Çеçпĕл Миши премине илме тивĕçлĕ пулнă.

1968ç.

ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ.

1974ç.

Чăваш халăх писателĕ.

1977ç, октябрĕн 16-мĕшĕ

Л.Агаков Шупашкарта вилнĕ.




    1. Л.Агаковăн паллăрах кĕнекисем:

«Хăват», 1932ç. «Пĕрре, çуркунне», 1940ç.

«Манăн туссем», 1941ç. «Фронтри ачасем», 1943ç.

«Вăрçă ачисем», 1947ç. «Партизан Мурат», 1947ç.

«Тăватă çул», 1947ç. «Ылтăн вăчăра», 1948ç.

«Кулас килет», 1955ç. «Салтак ачисем», 1961ç.

«Хаклă кĕрÿ», 1962ç. «Юманлăхра çапла пулнă», 1964ç.

«Шанчăк», 1971ç. «Чи хакли», 1974ç.

«Вырăс каччи», 1980ç.





  1. Таблицăпа усă курса Л.Я.Агаков пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсем çинчен каласси.



  1. 83стр. материала конспект çырни.




  1. Урокра мĕн çинчен калаçнине çирĕплетме тест хуравĕсене тупасси.




  1. Л. Агаков ăçта тата хăçан çуралнă?

а) Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче, 1910 çулта.

ă) Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче, 1911çулта.

б) Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче, 1911çулта


  1. Етĕрнери педтехникумран вĕренсе тухсан вăл хăйĕн пĕлĕвне ăçта ÿстернĕ?

а) Мускавра, М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнче.

ă) Шупашкарта, И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче.



б) Мускавра, А.В.Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтĕнче.

  1. Л. Агаков миçемĕш çулта Çеçпĕл Миши ячĕпе хисепленекен премине илме тивĕç пулать?

а) 1952

ă) 1960


б) 1967

  1. Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче Л.Агаков ăçта пулнă?

а) Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă.

ă) Çĕр-шывăн пысăк стройкисенче ĕçленĕ.

б) «Халăх тăшманĕ» тесе айăпланипе тĕрмере ларнă.


  1. Миçемĕш çулта Л.Агакова «Чăваш халăх писателĕ хисеплĕ ят параççĕ?

а) 1970.

ă) 1974

б) 1977.



  1. Урока пĕтĕмлетни.




  1. Киле валли ĕç. Л.Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пама хатĕрленесси.

Урок теми: Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем

Прозаикăн приключениллĕ хăйлавĕсем, паллăрах повеçĕсем: «Ылтăн вăчăра», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем» т ыт те. Çыравçă калавĕсем: «Куккук», «Хĕр юрри», «Чи хакли» роман

40.55kb.

14 12 2014
1 стр.


Урок Урок теми: Ачасем шкула м\нпе ёъреёё\. Урок т\ллев\сем: М\нпе? (на чем?) ыйтури япала яч\семпе паллаштарасси. Лексика материал\: патне, ё\ршыв
30.49kb.

18 12 2014
1 стр.


Урок т\с\: лирика хайлавне вуласа тишкермелли хут=ш урок. Сап=рл=х т\ллев\сем

Урок теми: Валерий Туркай=н «Ниме», Юрий Сементер\н «Пакшапа чакак» хайлав\сенчи тема, с=нлан= \ёсен й\рки

71.25kb.

12 10 2014
1 стр.


Урок теми% Йывё= савёт- сапа? Урок т с. =. н темёна ёнлантармалли урок?

П. л\ т ллев.%,л кхи вёхётра чёваш =ынни кил-=уртра усё курма ятарласа ёсталанё йывё= савёт-сапапа паллаштарасси?

90.15kb.

06 10 2014
1 стр.


Литература урок. 7 класс Урок теми Ю?Скворцовён «Ултёк» калав нчи сёнарсем? Урок т с. Хутёш урок? Произведени илемне ёнланма: сёнарсене танлаштаруллё хак пама в рентекен урок?

Урок т с.% Хутёш урок? Произведени илемне ёнланма: сёнарсене танлаштаруллё хак пама в рентекен урок?

44.33kb.

24 09 2014
1 стр.


Правила чтения Основной курс Урок 1 Урок 2 Урок 3 Урок 4 Урок 5 Урок 6 Урок 7 Урок 8 Урок 9 Урок 10 Урок 11

В своем современном виде корейский фонетический алфавит Хангыль состоит из сорока букв. Начнем с согласных

2279.47kb.

09 10 2014
7 стр.


Урок теми: [и] cаcă; И,и саспаллисем. Урок тĕллевĕсем: 1 [и] сасса калас, И,и саспаллиллĕ сăмахсене тĕрĕс вулас

Ачасем, почтальон пире паян çыру парса хăварчĕ. Вулар-и çырăва? Кам янă-ши ăна? Мĕн çырнă-ши ?

40.95kb.

23 09 2014
1 стр.


Урок теми : Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем. Урок тĕсĕ : пĕтĕмлетÿ урокĕ

В=рнар район\нчи В=рманкасри п\т\м\шле п\лъ паракан т\п шкулти ч=ваш ч\лхипе литературине в\рентекен Лукина Ирина Ивановна (телефонсем: 8(83537)32-2-35

47.69kb.

04 09 2014
1 стр.