Çĕнĕ çул 1-4 классем
Ертсе пыракан: Çĕнĕ çул уявне килнĕ тусăмсем! Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр.
Савăнма, хавасланма
Сар хĕвел пек йăл кулма
Ташлама та юрлама
Тĕрлĕ вăйă выляма йыхравлатпăр!
Атьăр-ха Хĕл Мучипе Юр пике киличчен пĕр çаврăм юрă юрлар, карталанса ташлар.
(Номер… )
Ертсе пыракан: Çур çĕрте çуралнăскер,
Кĕреçе сухаллăскер
Кучченеç туяннăскер. Кам-ши вăл? Пĕлетĕр-и?
Чĕререн кĕтетĕр-и?
Ачасем: Хĕл Мучи!
Ертсе пыракан: Хĕл Мучи, вăл, Хĕл Мучи!
Сивĕ шартлама хуçи!
Тахçанах ăна кĕтетпĕр.
Хĕл Мучи! Килсем, килсем!
Ёлкăна илем кÿрсем!
Хĕл Мучи: Сывă-и, ачасем! Вăрмансенче пурнакан чĕр-чунсем те сире саламлама хушрĕç.
Ертсе пыракан: Сывă-и, Хĕл Мучи?! Пирĕн шкул ачи-пăчи
Саламлать сана чунтан,
Пулăр пирĕнпе ялан.
Хĕл Мучи: Хаваспах, хаваспах. Ку хитрее ачасем çине пăхсан чун савăнать. Епле капăр тумсемпе вĕсем!
Юр пике: Атьăр ачасем, Хĕл мучи çитнĕ ятпа юрлар, ташлар, савăнар, сăвăсем калар.
(Номер… )
Хĕл Мучи: Вăт пуç. Мансах кайнă. Ăçта-ха манăн асамлă хутаç. Эпĕ сире хамăн çĕнĕ туспа палаштарасшăн. Ку вăл шартлама чĕппи. Шухă ача, юр-пăртан çуралнăскер, çапла-и чĕппĕм?
Шартлама чĕппи: Çапла, Хĕл Мучи! Мучи, эс чăнах та Хĕл Мучи-и? Сухалу хăвăнах-и? Кÿр-ха тытса пăхам!
Хĕл Мучи: Ой-ой! Вот, ăрсурник!
Шартлама чĕппи: Э, кăшт кăна туртрăм, чутах йĕрсе яратчĕ. Хăйне «эп Хĕл Мучи, шартлама патши» тет тата.
Хĕл Мучи: Кур-ха эсĕ ăна, ашкăнчăк.
Юр пике: Шартлама чĕппи мĕнле намăс маар сана.
Шартлама чĕппи: Эй, шÿте те ăнланмаççĕ. Эп выляса анчах вĕт, ташлам пĕрре, е Хĕл Мучи?
Хĕл Мучи: Мĕн тăвăн ĕнтĕ сана. Атя, яра пар!
(Ташлать… )
Юр пике: Ав мĕнлескер эсĕ. Халĕ, ачасем, выляса илер-ха!
(Номер… )
Баба Яга: Кам кунта ташлать, вылять,
Çĕнĕ çул çинчен шутлать?
(Баба Яга ачасене шăпăрĕпе хăратать)
Ертсе пыракан: Мĕн эсĕ!? Ачасене хăратмалла мар. Хĕл Мучипе пĕрле Çĕнĕ çул кĕтсе илмелле.
Баба Яга: Хĕл Мучи! Çĕнĕ çула?
Бестолковый эсир!
(хураçкасем тухаççĕ… )
Баба Яга: Эй, ман аскăнчăксем.
Айтăр тата аскăнар.
Пирĕн ку уява пĕтерес пулать.
Юр пике: Ма вара эс уява чарасшăн? Ачасен савăнас килет.
Баба Яга: Мана мĕн? Мĕн тăвас килет çавна тăвап.
Ертсе пыракан: Çук, Баба Яга, мĕн те пулин пулсан та эпир уява ирттеретпĕр. Чăрăш пирĕн капăр, Хĕл Мучине кĕтсе илтĕмĕр. Юр пике те пур пирĕн!
Баба Яга: Мĕскер? Юр пике кунта тетĕн-и? Пулнă сирĕн, халĕ пирĕн!
(Юр пикене илсе тухса каять… )
Ертсе пыракан: Ах, мĕн тумалла? Мĕнле калăпăр Хĕл Мучине?!
(Баба Яга Юр пике пек тумланса кĕрет… )
Ертсе пыракан: Акă çитрĕ вăл! … Ой, ачасем, тем кунта ун пек мар.
Баба Яга: Эп асаттен мăнукĕ.(сиккелет)
Ертсе пыракан: Темĕскер паян Юр пике урăхла.
Баба Яга: Ма вара? Хитрее!
Ертсе пыракан: Тем шавлать! Хĕл Мучи мар-и?
Хĕл Мучи: Сире валли эп кунта илсе килтĕм …
Ертсе пыракан: Эпир сана кĕтрĕмĕр Юр пикепе чылайран.
Хĕл Мучи: Хам та сисрĕм эп ăна.
Ертсе пыракан: Эс мĕн Мучи, мăнукна палламарăн-и? Вăл сана мĕн чул кĕтрĕ. Санпа пăрле ташă ташлама.
Хĕл Мучи: Ташлас! Мăнукăм ташлар!
(ташланă вăхăтра Баба Яга çинчен тумĕсем ÿкеççĕ… )
Баба Яга: Ох, япăх мана. Ан çилен Мучи. Эп-ха ку, çамрăк пуласшăнчĕ эп.
Хĕл Мучи: Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ …. Каçарăпăр-и?
Ачасем: Каçарăпăр!
Баба Яга: Тавтапуç сире туссем! Çавăншăн эп сире Юр пикене илсе килсе парă
(Баба Яга тухса каять…)
(Номер: сăвăсем …. )
(Баба Ягапа Юр пике зала кĕреççĕ … )
Хĕл Мучи: Мансах кайрăм, эп сирĕн пата Çĕнĕ çула илсе килтĕм!
Çĕнĕ çул: Сывă-и, ачасем?!
Юр пике: Тавтапуç пурне те ырă кăмăлсемшĕн!
Çĕнĕ çул: Çĕнĕ çул асамĕ – ытарми сăмах,
Сар хĕвел пек çуттăн йăлтăран ахах.
Пултăр çĕнĕ çулталăк
Чечек пек хитре,
Тăнăç пурнăç тăтăр çакă тĕнчере …
(Номер… )
Ертсе пыракан: Хĕл Мучи ачасемпе вылярĕ,
Юрă юрларĕ, култарчĕ.
Тата мĕн манса хăварчĕ?
Ачасем: Кученеçсем!
Юр пике: Асатте, ачасем кученеçсем кĕтеççĕ.
Хĕл Мучи: Кунтах вĕсем, кунтах.
(Миххи шăтăк, унта нимĕн те çук… )
Баба Яга: Хĕл Мучи эс ан хуйхăр
Пулăшăп эпĕ сана.
Хĕл Мучи: Ох-ох-ох. Тавах сана Баба Яга.
Анчах мĕнле эс вĕсене тупăн?
Баба Яга: Парăмра юлмастăп эп.
Мучине пулăшăп.
Санăн хыççăн утрăм эп
Кученеç пуçтартăм.
Хĕл Мучи: Тавтапуç, сана Яга.
Баба Яга: Ырă ĕçшĕн ырăпа тавăр.
(Хĕл Мучипе Баба Яга ачасене кученеçсем парнелеççĕ … )
Ертсе пыракан: Тавах сана Мучи парнесемшĕн. Тавах сана Яга пулăшнăшăн.
Хĕл Мучи: Сывă пулăр ачасем,
Тепĕр çул татах килĕпĕр!!!